Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ҫеҫенхиртен сарӑ, шупка, кӗрен чечексен тутлӑ шӑршипе хутӑшса каять.Он смешивался с медовым запахом желтой сурепы и бледно-розовых граммофончиков.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Вилӗ шӑршипе хам та шӑршланма пуҫларӑм.
Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.
Ура айӗнче ҫемҫе тачка ковер пек мӑк выртать, ӑна брусника тӗмисем тата кӗтмелӗн типӗ ҫипписем тӗрлесе пӗтернӗ, курӑк ӑшӗнче пӗрлӗхен юн тумламӗсем пек йӑлтӑртатать, кӑмпасем хӑйсен хӑватлӑ шӑршипе йӗкӗлтеҫҫӗ.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл заставӑри кашни салтакӑн, кашни офицерӑн шӑршне пӗлет, вӗсен шӑршне нихҫан та ют ҫын шӑршипе пӑтраштармасть.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Латӑн шӑршипе пӗрле пӳлӗме тултарса тӑракан йывӑр шӑршӑ ӑҫтан тухнине эпӗ ҫав минутра кӑна ӑнланса илтӗм; аннен пичӗ темиҫе кун каялла ҫеҫ илемлӗччӗ, ҫепӗҫчӗ, эпӗ ӑна нимрен те ытларах юрататтӑмччӗ, халь ҫак сӑн-пит хӑратса сехӗрлентерни мана хуйхӑллӑ чӑнлӑха пирвайхи хут ӑнкарса илтерчӗ, чӗрери ӗмӗте татрӗ.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Каҫ пулса ларсан, ачасем ҫывӑрма выртсан, эпӗ нумайччен парк тӑрӑх ҫӳрерӗм, нӳрӗрех уҫӑ сывлӑшпа сывларӑм, ҫамрӑк ҫулҫӑсен, ӳсекен курӑксен ырӑ шӑршипе килентӗм, ҫав вӑхӑтрах хам шухӑшларӑм, шухӑшларӑм…
22 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Нӳрӗ сывлӑш шурлӑхра ҫӗрӗшекен хӑях-курӑкӑн ӑшӑ шӑршипе тулнӑ, — ҫынсене вӗҫӗ курӑнми кичемлӗх пусса илнӗ.Влажный воздух напоён тёплым запахом гниющих трав болота, — люди полны безнадёжной скукой.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Вӑрӑм та шӑрӑх июль кунӗ хыҫҫӑн, кун каҫичченхи пӗтӗм пӑтӑрмах хыҫҫӑн ӗнер-виҫӗмкун кӑна ҫулса типӗтнӗ ҫӗнӗ утӑ ҫине тӳнме, ун ытарма ҫук шӑршипе сывлама, хӑвӑн ҫинелле ӳпӗнсе кайнӑ йӑм-хура тӳпенелле пӑхса выртма чӑннинех те ырлӑхчӗ ӗнтӗ.
5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Сывлӑш та самаях ӑшӑ, тата йӑл халӗ витӗрех чечек шӑршипе пирченнӗ.
5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Авалах шур сухаллӑ ватӑсем асӑрхаттарнӑ пек, кил тени ҫурт урай маччипе мар, кукӑль шӑршипе хӑтлӑ.Как говаривали в старое доброе время: не красна изба углами, а красна пирогами.
3 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Унтан бензин тата ҫу шӑршипе хутшӑннӑ ӑшӑ сывлӑш сӑрхӑнса тухать.Оттуда притекало тепло, смешанное с острыми запахами бензина и масла.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ӑшаланӑ какай шӑрши тата кӑвар ҫине юхса ҫунса кайнӑ ҫу сӗрӗмӗ, ҫуннӑ тӑвар шӑршипе хутшӑнса, карланкӑна кӑтӑклантарса ҫиес кӑмӑла ҫӗклентерет.Запахи жареного мяса и чад от стекающего на угли жира дразнили аппетит.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Типнӗ йывӑҫ ҫимӗҫӗсен шӑршипе йывӑҫ кӑмрӑкӗсен шӑрши пӗрлешсе хутшӑнса кайрӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Нумай пулмасть нимӗҫсенчен хӑранипе ҫӗрпӳртсенче пахчасенче пытанса пурӑннӑ, кулма та, сасӑпа калаҫма та пӑрахнӑ ачасене пирӗн ёлка хӑйӗн тутлӑ шӑршипе, йӑлтӑртатса тӑракан пуянлӑхӗпе кӗтсе илчӗ.
Ёлка // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.
Сивӗ те кичем дворец — кунта пурӑнакансем ӑна курайми те пулса ҫитрӗҫ ӗнтӗ — сӑмала шӑршипе тулчӗ.
Ёлка // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.
Куҫа ҫеҫ хуп, чӗрӗлекен уй-хирӗн шӑршипе тулнӑ сывлӑш машинӑн чӳречи витӗр кӗрсе урӑх, тӑван ҫӗршывӑн уй-хирӗнчи тата вӑрманӗнчи шавлӑ та кӑмӑллӑ ҫуркуннене, ешӗл курӑк хушшинче ӳсекен ылтӑн тӗслӗ сарӑ чечексене, йӑлтӑртатса тӑракан хурӑн вӑрманне, чӑрӑшсен тура пек картлӑ-картлӑ тӑррисене, ҫамрӑк лӑс витӗр сухӑрпа йӑлтӑртатса тӑракан ватӑ хыр йывӑҫҫисене, вӗҫӗ-хӗррисӗр сарӑлса выртакан кӗрхи тырӑ калчисене тата хура ҫӗртме пуссине аса илетӗн.
Эйзенштрассе урамӗнчи передовой // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 305–318 с.
Карболка, аммиак тата тӗрлӗ тасамарлӑх шӑршипе тулнӑ бетон пӳлӗмре йывӑр шӑплӑх пуҫланнӑ.Тяжкое молчание наступило в бетонной коробке, пропахшей карболкой, аммиаком и нечистотами.
Салтак вилтӑпри // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 198–210 с.
Андрианов канашлура чухнех ман ҫывӑхарах куҫса ларчӗ те ман ҫине спирт шӑршипе сывласа шӑппӑн: «хӳрене пӗтерсе тыт, Сережа» терӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫунакан тӗштырӑ шӑрши ҫӗрекен йывӑҫсем тата вӗресе тӑракан смала шӑршипе хутшӑнса нумай вӑхӑт сывлӑшра тӑрать.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Айлӑмран курӑк шӑршипе те ҫӗр шӑршипе тулнӑ август каҫӗн сулхӑн нӳрлӗхне чухласа илсе, вӗсем иккӗшӗ те суранӗсем ыратнине манса кайсах, хӗвелтухӑҫ енче, ҫывӑхри канонадӑн ӳссех пыракан кӗрлевне ӑшшӑн кулсах итлерӗҫ.
Пӗр ывӑҫ ҫӗр // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 28–38 с.