Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Мӗншӗн капла сасартӑках шӑп пулса тӑчӗ?» — тесе тӗлӗненҫи пулчӗ-ха ун пуҫӗнчи тахӑш кӗтесӗ шухӑшпа шухӑш хушшинче.
Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.
Манӑн шухӑшпа килӗшсен — пикенӗп ӗҫе, килӗшмесен — ирӗкӗр хӑвӑрӑн.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Мӗн шухӑшпа кутник вӗҫӗнче ларать?
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Укҫа-тенке пӗр алӑра тытма кӑмӑлӗ ҫук пулсан, пӑрахса каяс шухӑшпа пурӑнмасть-ши Елюк? — ҫапла шухӑшласа хуйхӑрать Ҫтаппан.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Вӗреннӗ вӑхӑтра йывӑр пулни чӑн инкек чухне пулӑшӗ – ҫапла пӗр шухӑшпа тупӑшрӗҫ те ҫӑлавҫӑсем.
Вӗренӳре ӑсталӑх туптанать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=DA0H-ybL5_c
Форум аталанса пырассине ӗнентерекен япала, мӗншӗн тесен ҫакӑнта ялти ҫамрӑксем пухӑнса, пӗр-пӗринпе тӗл пулса пӗр-пӗрне тӗрлӗ шухӑшпа пуянлатни – чи кирлӗ япала.
«Ялта чи лайӑххисем» 1500 ҫынна пухрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=mUDdzZrkAJY
Вӗсенчен те чылайӑшне хальхинче шухӑшпа чӗрсе пӑрахма тиврӗ — ара малтан илнӗ парӑма та парса татман-ҫке вӑл.
Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html
Ман шухӑшпа, вӑл вӑрҫӑ, вилӗм, юлташсене ҫухатни мӗнне пӗлнӗ, чӗрӗ юлса Ҫӗнтерӗве кӗтсе илнӗ.
Орест Филиппова халалланӑ курав уҫӑлнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34968.html
«Мӗнле, чӑнах лайӑхши унта?» — ҫав шухӑшпа инҫе ҫула кайнӑччӗ вӗсем.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
— Ҫын ырӑ шухӑшпа килнӗ тен?
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ку ӗҫе эпӗ пӗрре те усал шухӑшпа туман.
Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.
Эпӗ ӑна шухӑшпа пурӑнтӑм.
Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.
Ман шухӑшпа, кун пирки калаҫмаллах пулать.
4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.
Опергруппӑрисем ку шухӑшпа килӗшнӗ.
4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
«Шупашкарти пединститута вӗренме кӗресси… манӑн тӗрлӗ шухӑшпа тӗрлӗ енчен ҫыхӑннӑ… эпӗ мӗн пур вӑйӑма чӗлхе тата литература ҫине хуратӑп, манӑн пурнӑҫра савӑнасси те, хурланасси те… ҫавсенчен килет…
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
Ыттисене пӗлместӗп, эпӗ хам вара кирек мӗнле япалана та пӗр ырӑ шухӑшпа ҫыратӑп: пурнӑҫри ҫитменлӗхпе йӗркесӗрлӗх тӗп пултӑр, ҫынсен шухӑш-туйӑмӗ лайӑхлантӑр тетӗп.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Хӑшпӗр чухне эпир шухӑшпа шурӑ пӳрт, канашпа картиш ҫавӑратпӑр.
Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тен, усал шухӑшпа ҫӳрекенӗн пулӗ?
Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пӑкачава кунти ҫынсем тем усал шухӑшпа шӳтлес тенӗнех туйӑнса кайрӗ.
Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Ман шухӑшпа, часрах Мускав еннелле хускалмалла пирӗн, — терӗ вӑл.
Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.