Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл шутлани тӗрӗс пулчӗ, Тукай килте ҫуккине пӗлсенех юлан утсем Урасмет патне вӗҫтерсе ҫитрӗҫ.
5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Илтрӗм-ха, — терӗ Синкрайт, — сирӗншӗн эпир кирек ӑҫталла ишни те пур пӗрех-мӗн, ҫавӑнпа та эсир карттӑна тӗпчеме шутлани мана малтан тӗлӗнтерчӗ.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Эсир шутлани тӗрӗсех.
XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Аресленӗ ҫын хӗвел ҫути мӗншӗн сӳнсе ҫуталнипе интересленсе пӑхӗ тесе шутлани манӑн тӗрӗсе тухрӗ.
X сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Хӑйсен карташӗнчи сарайне витме хатӗрленӗ хӑмисене ҫаклатса тухма шутлани те ӗҫе ӑнӑҫлӑ кӗреймен: материала хӑйсен ӑссӗн вырӑнсӑр салатас шута килҫурт совечӗ ырламан, пирӗншӗн тӑшманлӑ адмиралсене — Сенька Пантюшкинпа Гришка Симакова ашшӗсем пӗр хӗрхенмесӗрех хытӑ хӗртсе илнӗ.
IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн тӗп хулинче обществӑлла транспортпа ҫӳрессин хакне ӳстерме шутлани пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ.
Ырантан Шупашкарта ҫул хакӗ ӳсӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31259.html
Анчах та ҫӗнӗрен арестлесрен шикленсе, часах вӑл Доброволецсен ҫарӗн фрончӗ урлӑ каҫнӑ та, хӑйсем мӗн тума шутлани ҫинчен Деникина каласа панӑ.
8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Аслӑ ҫар совечӗ малтанах чӑхӑмласа тӑрать, вара, темиҫе кун хушши шарламасӑр тӑнӑ хыҫҫӑн тин, Царицынра Ҫар совечӗ тума килӗшни ҫинчен, анчах вӑл ӑна хӑй енчен виҫӗ членран ҫеҫ: Сталинран, Москалевран тата ҫар специалисчӗ Ковалевскирен ҫеҫ тӑмалла тесе шутлани ҫинчен пӗлтерчӗ.
8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Надежда Кондратьевна ҫак этеме хӑй пӗр-ик эрне каялла кӑна-ха чипер ӑслӑ та интереслӗ ҫын вырӑнне шутлани ҫинчен тӗлӗнсе аса илчӗ.
9 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Апатланнӑ хыҫҫӑн Дон Педро ман пата пычӗ, манран вӑл эпӗ мӗн пирки ҫавнашкал хӑрушӑ ӗҫ тума шутлани ҫинчен ыйтса пӗлесшӗн пулчӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫакна эпӗ карап ҫинчи матроссем хӑйсен капитанӗ Мадагаскар патнелле кайма шутлани тата карап асӑннӑ утравӑн кӑнтӑрпа хӗвеланӑҫ енче ишсе пыни ҫинчен калаҫнине вӑрттӑн итлени тӑрӑх чухласа илтӗм.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ хуҫана вӑл мана кимӗ тума пулӑшма кӑмӑл тунишӗн тав турӑм, унтан Англие таврӑнсан, хам ҫӗршыври ҫынсене гуигнгнмсен мухтава тивӗҫлӗ ӗҫӗсем ҫинчен каласа панипе, гуигнгнмсен ырӑ кӑмӑллӑ ӗҫӗсенчен этем йӑхне пример илме вӗрентнипе пысӑк усӑ тума шутлани ҫинчен каласа патӑм.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ӑс-тӑнӑм тӗлӗшӗнчен эпӗ ехусенчен маларах тӑратӑп пулин те, мана вӑл, хӑй сӑнанӑ тӑрӑх, ехусемпе пӗр евӗрлех тесе шутлани ҫинчен каласа панӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Пӗтӗмӗшпе илсен, эпӗ ӑна маларах мӗн пирки ӑнлантарса пама шутлани ҫинчен тепӗр хут каласа патӑм.Прежде всего я повторил еще раз все то, что еще раньше пытался объяснить ему.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Вӗсем мана хӑйсен капитанӗ (вӗсем ӑна ҫапла чӗнетчӗҫ) таварсене сутса пӗтернӗ хыҫҫӑн тахҫанах Мадагаскар патнелле кайнӑ май ҫул ҫинче тӗл пулакан пӗрремӗш ҫыран ҫине антарса хӑварма шутлани ҫинчен каласа пачӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Мана вӑл эпӗ ӗмӗрне вилмен ҫынсене питех те телейлӗ тесе шутланине унӑн тусӗсемпе манӑн туссем питӗ ырлаҫҫӗ, анчах мана струльдбруг пулса ҫуралма телей пулнӑ пулсан, вӗсем эпӗ хамӑн пурнӑҫӑма епле йӗркелесе пыма шутлани ҫинчен пӗлесшӗн интересленеҫҫӗ, тесе пӗлтерчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Унӑн пӗрремӗш изобретенийӗ уй-хирсене арпа акмалла тӑвасси пулать, хӑй шутлани тӑрӑх, арпа акни питех те пысӑк тухӑҫ памалла.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Анчах каҫхи апат хыҫҫӑн манпа пӗрле юлсан, хуҫа мана хуйхӑллӑ пулса, хӑй час-часах ҫурчӗсене пӑсса юлашки мода ыйтнӑ пек тума, хӑйне пӑхӑнса тӑракан вырӑнсенчи ҫӗре ҫӗнӗ майсемпе ӗҫлесе ҫемҫетме шутлани ҫинчен каласа пачӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Каярахпа вӑл ман пата час-часах кӗме пуҫларӗ, кашни хутӗнчех эпӗ сывлӑхлӑ пулнишӗн хӑй савӑнни ҫинчен каласа паратчӗ, манран вӑл эпӗ хамӑн пурнӑҫӑн юлашки кунӗчченех Англире пурӑнма шутланипе шутламанни ҫинчен ыйтатчӗ, тепӗр икӗ уйӑхран хӑй Ост-Индине тухса кайма шутлани ҫинчен каласа паратчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Сӑмахӗсенче пӗрре мана хӑратса ятлани, тепре хӗрхенсе калани, кӑмӑлӗ ҫаврӑнни, каҫарма шутлани курӑнать.В некоторых местах его речи звучали угрозы, в других — обещания, жалость и благосклонность.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.