Шырав
Шырав ĕçĕ:
6. Иисус каланӑ ӑна: Эпӗ — ҫул та, чӑнлӑх та, чӗрӗлӗх те; Ман урлӑ каймасан Манӑн Аттем патне никам та ҫитеймӗ.6. Иисус сказал ему: Я есмь путь и истина и жизнь; никто не приходит к Отцу, как только через Меня.
Ин 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Иисус каланӑ ӑна: чӗртсе тӑратакан та, чӗрӗлӗх паракан та Эпӗ; Мана ӗненекен вилсен те чӗрӗлӗ, 26. Мана ӗненсе пурӑнакан ӗмӗрне те вилмӗ.
Ин 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вара Иисус вӗсене тата каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сире: Эпӗ — сурӑхсенӗн алӑкӗ; 8. Манран малтан килнисем пурте — вӑрӑсем, вӑрӑ-хурахсем; сурӑхсем вӗсене итлемерӗҫ; 9. Эпӗ — алӑк: Ман витӗр кӗрекен ҫӑлӑнӗ, вӑл кӗрӗ те, тухӗ те, кӗтӳлӗх те тупӗ; 10. вӑрӑ вара вӑрлама, вӗлерме, тӗп тума анчах килет; Эпӗ чӗрӗлӗх пама, тулли пурӑнӑҫлӑ тума килтӗм; 11. Эпӗ — ырӑ кӗтӳҫӗ: ырӑ кӗтӳҫӗ сурӑхӗсемшӗн хӑйӗн чунне парать; 12. тара тытнӑ ҫын кӗтӳҫӗ мар, сурӑхӗсем те унӑн хӑйӗн мар; вӑл кашкӑр ҫывӑхарнине курать те сурӑхӗсене пӑрахса тарать; кашкӑр вара сурӑхсене тытнине тытать, салатса та пӗтерет; 13. тара тытнӑ ҫын тарать: вӑл — тара тытнӑ ҫын, вӑл сурӑхсемшӗн тӑрӑшмасть.
Ин 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иисус халӑха татах каланӑ: Эпӗ — тӗнче ҫути; Ман хыҫҫӑн пыракан сӗмлӗхре ҫӳремӗ, унӑн чӗрӗлӗх ҫути пулӗ, тенӗ.
Ин 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Уявӑн юлашки аслӑ кунӗнче Иисус тӑнӑ та хыттӑн каланӑ: камӑн ӗҫесси килет, ҫавӑ Ман патӑма килтӗр те ӗҫтӗр; 38. Мана ӗненекенӗн ӑшӗнчен, — Ҫырура каланӑ пек, — чӗрӗлӗх шывӗсем юхса тухӗҫ, тенӗ.
Ин 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Иисус вӗсене каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сире: эсир Этем Ывӑлӗн Ӳтне ҫимесен, Унӑн Юнне ӗҫмесен, сирӗн ӑшӑрта чӗрӗлӗх пулмӗ.
Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Эпӗ — ҫӳлтен аннӑ чӗрӗлӗх ҫӑкӑрӗ: ҫав ҫӑкӑра ҫиекен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ; Эпӗ парас ҫӑкӑр — Манӑн Ӳтӗм вӑл, Эпӗ ӑна тӗнче пурӑнӑҫӗшӗн парӑп, тенӗ.
Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Эпӗ — чӗрӗлӗх ҫӑкӑрӗ: 49. сирӗн аҫӑрсем пушхирте манна ҫисен те вилнӗ; 50. ҫӳлтен анакан ҫӑкӑр ҫавӑн евӗрлӗ: ӑна ҫиекен вилмӗ.
Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
чӗрӗлӗх ҫӑкӑрӗ — Эпӗ; Ман патӑма килекен нихӑҫан та выҫӑхмӗ, Мана ӗненекенӗн нихӑҫан та ӑшӗ хыпмӗ; 36. Эпӗ ӗнтӗ сире каларӑм: эсир Мана куртӑр, ҫапах ӗненместӗр, терӗм.
Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Иисус вӗсене каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сире: ҫӳлти ҫӑкӑра сире Моисей паман, ҫӳлти чӑн ҫӑкӑра сире Манӑн Аттем парать: 33. Турӑ ҫӑкӑрӗ вӑл ҫӳлтен анать, тӗнчене чӗрӗлӗх парать, тенӗ.
Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Анчах эсир чӗрӗлӗх илме Ман патӑма килесшӗн мар.
Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Чӗрӗлӗх — Ашшӗнче Хӑйӗнчех, ҫавӑн пекех Вӑл Ывӑлне те чӗрӗлӗхлӗ тунӑ, чӗрӗлӗх — Унра та Хӑйӗнчех.26. Ибо, как Отец имеет жизнь в Самом Себе, так и Сыну дал иметь жизнь в Самом Себе.
Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хӗрарӑм калать Ӑна: хуҫамӑм! санӑн мӗнпе ӑсмалли те ҫук, пусси те тарӑн — Санӑн ӑҫтан чӗрӗлӗх шывӗ пулма пултартӑр?
Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эсӗ Турӑ ырӑлӑхне пӗлес пулсан тата хӑвна «Мана шыв ӗҫтерсемччӗ» теекенӗ Кам пулнине пӗлес пулсан, ху Унран ыйтӑттӑн, Вӑл сана чӗрӗлӗх шывӗ парӗччӗ, тенӗ.
Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Унра чӗрӗлӗх пулнӑ, ҫав чӗрӗлӗх ҫынсемшӗн ҫутӑ пулнӑ.
Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ӳлӗмхине пӗлтерекен ҫак кӗнекери сӑмахсенчен кам хӑшне те пулин кӑларса пӑрахать, Турӑ ҫавна чӗрӗлӗх йывӑҫӗ патне те ямӗ, сӑваплӑ хулана та кӗртмӗ, вӑл ҫак кӗнекере мӗн ҫырнине те нимӗн те илеймӗ.
Ӳлӗм 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑшӗ хыпни килтӗр, илес теекен чӗрӗлӗх шывне ахалех илтӗр.Жаждущий пусть приходит, и желающий пусть берет воду жизни даром.
Ӳлӗм 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Турӑ ӳкӗчӗсене пурӑнӑҫласа тӑракансем телейлӗ: вӗсем чӗрӗлӗх йывӑҫҫин ҫимӗҫне тутанӗҫ, хулана хапха витӗр кӗрӗҫ.
Ӳлӗм 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл Турӑпа Путекӗн аслӑ пуканӗ айӗнчен юхса тухать, 2. тӗп урам варрипе юхать, юханшывӑн ку енче те, леш енче те чӗрӗлӗх йывӑҫӗ ӳсет; вӑл ҫулталӑкра вуникӗ хут ҫимӗҫ ӳстерсе уйӑхсерен ҫимӗҫ кӳрет; йывӑҫ ҫулҫисем — халӑхсене сиплемешкӗн.
Ӳлӗм 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Унтан мана ангел чӗрӗлӗх шывӗ юхса выртакан юханшыва кӑтартрӗ, вӑл кристалл пек йӑлтӑртататчӗ.1. И показал мне чистую реку воды жизни, светлую, как кристалл, исходящую от престола Бога и Агнца.
Ӳлӗм 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.