Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӗрем пит ыратрӗ паян ҫӗрле, — калаҫса илчӗ упӑшкипе…
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Пӑхрӑм та хӗрарӑм ҫине, ах турӑ, чӗрем калтах турӗ.
I // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Чӗрем таппине кӑкӑрӑмра, мӑйӑмра, тӑнлавӑмсенче илтетӗп: вӑл хӑвӑртрах та майӗпенрех, хӑвӑртрах та майӗпенрех тӳнклетет…Я слышал стук своего сердца в груди, шее, висках; оно стучало все быстрее и тише, быстрее и тише.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Тарӑн сывлав — тӗлӗнӗвӗн ҫеҫ мар, капашсӑр пысӑк, кӑткӑсран та кӑткӑс туйӑмӑн сывлавӗ, — манра чӗрем таппине чарчӗ те ӑна хыттӑн калаҫтарма пикенчӗ.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Анчах урӑх нимӗн те илтӗнмест, хӑлхари авӑк янӑравсӑр пуҫне, ку — чӗрем хыттӑн кӑлтлатса тапма пуҫланӑран; тата — картсен ҫӑтӑртатӑвӗ, вӗсене Филатр тухтӑр айккисенчен сӑтӑрса тӳрлетет.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫапах та «Юрла, чӗрем…» кӗнекинче тата тӗрлӗ хаҫат-журналта пичетленнисем манӑҫмаҫҫӗ, талантлӑ поэтӑмӑрӑн ҫутӑ сӑнарӗ яланах асра упранать.
«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.
Ун чухне Петӗр Хусанкай М.Захаровӑн «Юрла, чӗрем…» кӗнекине редакцилесе пӗтернӗ, Чӑвашрадио ентешӗмӗр ҫинчен темиҫе передача ирттернӗ, композиторсем хӑш-пӗр сӑввисене юрӑ хывма суйласа илнӗ — ҫаксем пурте ӑна ҫӗнӗ сӑвӑсем ҫырма хавхалантарнӑ.
«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.
Манӑн Зурбаганран тахҫанах тухса каяс, пурнӑҫ ҫӑралӑхӗнче хамӑн тӑп-тӑп урасемпе ҫирӗппӗн тӑрас килетчӗ; анчах та эпӗ, аллӑма чӗрем ҫине хурса, моряк профессийӗ манӑн кӑмӑлӑма килет тесе калаймӑттӑм: ҫак ӗҫре пӑхӑнулӑхпа шӑпана ӗненӳлӗх нумай.
I. Биографи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Ҫакна курнӑ хыҫҫӑн, музунгу, манӑн чӗрем тапма чарӑнчӗ тейӗн.
VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
— Сире ыйтаҫҫӗ, — хашкаса пӗлтерчӗ вӑл; бельэтажа хӑпарнӑ чухне чӗрем тапмах чарӑнчӗ тейӗн.— Вас просят, — сказал он, и я поднялся в бельэтаж с замиранием сердца.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Анчах ҫакӑн хыҫҫӑн Моллие тӗлӗкре нумай хут куртӑм, ун тӗлӗшпе туйӑм хӗрӳлӗхӗ чылай вӑхӑт сӳнмерӗ, мӗншӗн тесен ӑҫта та пулин ҫак ята илтсенех чӗрем хӑвӑрт-хӑвӑрт тапма пикенет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Чӗрем талтлатса тапнипе стаканри эрех, эпӗ тытса тӑраканскер, чӗтрене-чӗтрене сиккелет.Сердце мое билось так, что вино в стакане, который я держал, вздрагивало толчками.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ушкӑн тӳрех пысӑкланчӗ, халӗ вӑл залра чи йышли; чӗрем хыттӑн тапма пуҫларӗ — ҫав ҫынсем патнелле ҫывхаракан Эстампа куратӑп; пачах кӗтмен ҫӗртен килсе лекнипе вӑл куҫ кӗскирен е сывлӑшран тухрӗ тейӗн.
XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Сӗрме купӑссемпе трубасен чӗтреке-хивре сирпӗнӗвне тӑруках таҫта хам ҫумрах пек илтрӗм те — чӗрем хыттӑн-хыттӑн тапма пуҫларӗ, вара, колоннӑсенчен чупса иртсен, ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитичченех вутлӑ йӗрпе касса ҫурнӑ портьерӑна куратӑп.
XV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Хумханӑва чараймасӑр, — ҫак кӗвӗ манӑн ҫеҫ пулнӑн, унӑн сассисем шантараканни пӗтӗмпех мана кӑна кӗтет тейӗн, — тухмалли ҫул шырамашкӑн аялалла вирхӗнтӗм; мӗншӗнне хам та пӗлмесӗр намӑсланатӑп, шанатӑп, чӗрем чарӑнми кӑртлатать.
XV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫӗре чавса лартнӑн тӑнах чарӑнтӑм: чӗрем сиксе тапать.
XV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Йӗри-тавра мӗн пулса иртнине япӑх ӑнланса юнашар пӳлӗме иртрӗм, намӑсӗ кайнипе чӗрем талтлатнине тӑнласа — пукане пек — хускалми ухмахла тӑратӑп.
XI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Пурте шартах сикрӗҫ, чупкалама пуҫларӗҫ, шак хытса тӑчӗҫ; чӗрем аҫа-ҫиҫӗмле сиксе талтлатать.Все вздрогнули, разбежались и оцепенели; мое сердце колотилось, как гром.
X // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
— «Ганувер» тейӗр те аллӑра манӑн чӗрем ҫумне хурӑр!
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Куляннӑран, ав, чӗрем халӗ те хыттӑн талтлатать.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.