Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сиван вунпилӗк ывӑл тата ҫирӗм чура пулнӑ; 11. Сива патшана ҫапла каланӑ: патша хуҫамӑм хӑйӗн чурине мӗн хушнине унӑн чури йӑлтах пурӑнӑҫа килтерӗ, тенӗ.
2 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл тата каланӑ: хуҫамӑм хӑйӗн чурине мӗншӗн йӗрлесе ҫӳрет-ши? мӗн турӑм эпӗ? мӗнле усал ӗҫ пур-ши ман аллӑмра?18. И сказал еще: за что господин мой преследует раба своего? что я сделал? какое зло в руке моей?
1 Пат 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Давид Навал вилнине илтнӗ те каланӑ: Ҫӳлхуҫа мухтавлӑ, Вӑл Навала мана намӑс кӑтартнӑшӑн тавӑрчӗ тата Хӑйӗн чурине усал ӗҫ тӑвасран ҫӑлса хӑварчӗ; Ҫӳлхуҫа Навалӑн ҫиллине Навал пуҫӗ ҫинех ячӗ, тенӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ионафан ӗнтӗ Саула, хӑйӗн ашшӗне, Давид ҫинчен питӗ лайӑх каланӑ, вӑл ӑна ҫапла каланӑ: патша хӑйӗн чурине Давида хирӗҫ ҫылӑх ан тутӑр: вӑл сана хирӗҫ пырса ҫылӑха кӗмен, вӑл саншӑн усӑллӑ ӗҫсем ҫеҫ тунӑ; 5. Филисти ҫыннине тӗп тунӑ чухне вӑл вилӗмле хӑрушлӑха лекрӗ; Ҫӳлхуҫа вара пӗтӗм Израиле пысӑк ҫӑлӑнӑҫ пачӗ; эсӗ ҫавна куртӑн, савӑнтӑн; мӗншӗн-ха эсӗ, айӑпсӑр юна хирӗҫ пырса, ҫылӑха кӗресшӗн, Давида сӑлтавсӑрах вӗлересшӗн? тенӗ.
1 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Хӑйӗн чурине каланӑ вӑл: Гивӑна е Рамӑна ҫитӗпӗр те ҫавӑнта ҫӗр каҫӑпӑр, тенӗ.13. И сказал слуге своему: дойдем до одного из сих мест и ночуем в Гиве, или в Раме.
Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн чурине Моисее епле хушнӑ, Моисей те Иисуса ҫапла каласа хӑварнӑ, Иисус вара ҫавӑн пек тунӑ та: Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ сӑмахран тухман вӑл.
Нав 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вӗсем Иисуса хуравласа каланӑ: эпир, санӑн чурусем, санӑн Ҫӳлхуҫа Турру Хӑйӗн чурине Моисее ҫак ҫӗре пӗтӗмпех сире пама, [пире тата] ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакан пӗтӗм халӑха сирӗн куҫӑр умӗнче пӗтерме хушнӑ тенине илтсеттӗмӗр; ҫавӑнпа эсир пире вӗлерсе пӗтересрен хӑраса ӳкрӗмӗр, ҫак ӗҫе те ҫавӑнпах турӑмӑр; 25. халӗ ӗнтӗ акӑ эпир санӑн аллунта: хӑвна пирӗн тӗлӗшрен мӗнле тусассӑн лайӑхрах та тӗрӗсрех туйӑнать, ҫапла ту, тенӗ.
Нав 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иисус ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та каланӑ: хуҫамӑм хӑйӗн чурине мӗн калӗ-ши? тенӗ.Иисус пал лицем своим на землю, и поклонился и сказал ему: что господин мой скажет рабу своему?
Нав 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫывӑх ҫыннун арӑмне ан ӑмсан, ҫывӑх ҫыннун кил-ҫуртне ан хапсӑн, унӑн уй-хирне те, унӑн арҫын чурине те, хӗрарӑм чурине те, унӑн вӑкӑрне те, ашакне те, [нимӗнле выльӑх-чӗрлӗхне те,] ҫывӑх ҫыннун мӗн пуррине нимӗне те ан хапсӑн, терӗ.
Аст 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Кам та пулин хӑйӗн арҫын чурине е хӗрарӑм тарҫине куҫӗнчен ҫапса ӑна сиен тӑвать пулсассӑн, вӑл вӗсене куҫшӑн ирӗке кӑларса ятӑр; 27. хӑйӗн арҫын чурин е хӗрарӑм чурин шӑлне ҫапса ҫӗмӗрчӗ пулсассӑн, вӑл вӗсене шӑлшӑн ирӗке кӑларса ятӑр.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эхер те кам та кам хӑйӗн арҫын чурине е хӗрарӑм тарҫине патакпа ҫапас пулсассӑн, лешӗсем унӑн алли айӗнчех вилсе кайсассӑн, ӑна хаса памалла; 21. эхер те вӗсем пӗр кунран е икӗ кунран ура ҫине тӑрсассӑн ӑна хаса памалла мар, мӗншӗн тесессӗн ку унӑн кӗмӗлӗ.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫывӑх ҫыннун кил-ҫуртне ан хапсӑн; ҫывӑх ҫыннун арӑмне ан ӑмсан, [унӑн уйне-хирне те,] унӑн арҫын чурине те, хӗрарӑм чурине те, вӑкӑрне те, ашакне те, [унӑн кирек хӑш выльӑхне те,] ҫывӑх ҫыннун мӗн пуррине нимӗнне те ан хапсӑн, тенӗ.
Тух 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вара Израиль ҫыннисем Ҫӳлхуҫа Египет ҫыннисем ҫинче кӑтартнӑ хӑватлӑ алла курнӑ, халӑх Ҫӳлхуҫаран хӑраса ӳкнӗ, Ҫӳлхуҫана тата Моисее, Унӑн чурине, ӗненме пуҫланӑ.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл хӑмӑшлӑхра пӗр лӑпӑ курнӑ та ӑна хӑйӗн хӗр чурине ярса илтернӗ.Она увидела корзинку среди тростника и послала рабыню свою взять ее.
Тух 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Пӗрремӗш чурине хытарса каланӑ: манӑн Исав пиччем сана хирӗҫ пулса санран: эсӗ камӑн? ӑҫта каятӑн? сан умӑнта кам кӗтӗвӗ [пырать]? тесе ыйтсассӑн, 18. ҫапла кала: Иаков чурун; ку — Исав хуҫам валли янӑ парне; акӑ вӑл хӑй те пирӗн хыҫранах [килет], те, тенӗ.
Пулт 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
59. Вара Ревеккӑна, хӑйсен йӑмӑкне, ӑна пӑхса ӳстернӗ хӗрарӑмпа пӗрле янӑ; Авраам чурине те, унпа пӗрле килнӗ ҫынсене те янӑ.59. И отпустили Ревекку, сестру свою, и кормилицу ее, и раба Авраамова, и людей его.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Авраам хӑйӗн чурине, хӑйӗн килӗнче мӗн пуррине пурне те пӑхса-астуса тӑракан аслӑ чурине, каланӑ: аллуна манӑн пӗҫҫӗм ҫине хур та 3. мана Ҫӳлхуҫамӑрпа — тӳпе Туррипе, ҫӗр Туррипе — тупа туса кала: манӑн [Исаак] ывӑлӑм валли арӑм хам пурӑнакан ҫӗртен, ханаансен хӗрӗсенчен, илмӗн; 4. эсӗ манӑн ҫӗрӗме, эпӗ ҫуралнӑ ҫӗршыва, [манӑн йӑхӑм патне] кайӑн та манӑн Исаак ывӑлӑм валли [ҫавӑнтан] арӑм илӗн, тенӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Авимелех ирхине ирех тӑнӑ та, хӑйӗн пур чурине те чӗнсе илсе, ҫак сӑмахсене пурне те илтӗнмелле каласа панӑ; ҫав ҫынсем [пурте] питех те хӑраса ӳкнӗ.
Пулт 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Аврам, хӑйӗн йӑхташӗ [Лот] тыткӑна ҫакланнине илтсессӗн, хӑй ҫуртӗнче ҫуралнӑ виҫҫӗр вунсакӑр чурине вӑрҫӑ кӑралӗ тыттарнӑ та тӑшмансем хыҫҫӑн Дан патне ҫитиччен хӑваласа кайнӑ; 15. вара ушкӑнӑн-ушкӑнӑн уйӑрӑлса, вӑл хӑйӗн чурисемпе пӗрле вӗсене ҫӗрле тапӑннӑ та пӗтӗмпех ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; вӗсене Дамаскӑн сулахай енчи Хова теекен вырӑна ҫитичченех хӑваласа кайнӑ; 16. вӗсен пӗтӗм тупӑшне туртса илнӗ, хӑйӗн йӑхташне Лота та, унӑн мӗнпур пурлӑхне те, ҫавӑн пекех тата хӗрарӑмӗсене те, халӑхне те каялла тавӑрнӑ.
Пулт 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.