Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кашнийӗшӗн — харпӑр хӑйне чун… кам та кам хӑйӗн чунне юратмасть, ҫавсене анчах пӗр калӑппа чутлама пулать…У каждого — душа своя… только тех, кто души своей не любит, можно обтесать под одну мерку…
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ывӑлне, Виталие те, шӑл ҫавӑншӑнах тӗп тӑвасшӑн пулнӑ иккен вӑл: чун илтерес темене хӑйӗнчен чун илнӗшӗн…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫапла, тӗлӗ-йӗрӗпе ӑнланаймасть пулин те ку вӑрттӑплӑха Дина, ҫакна вара тӗшмӗртет-тӗшмӗртетех хӗр: ҫут тӗнчере мӗн чӗрӗ — ҫав япалан ҫеҫ чунӗ пур; ыратать-и унӑн вулли-кӗлетки, туять-и вӑл сивве-шӑрӑха — ҫав ҫеҫ кун ҫутине сисӗмлеме, чӑнлӑхлама пултарать: ытти — хӑть пусахла, хӑть вӑйрат мимене хӗреслӗ-пирлӗ — чӗрӗ чун хӑтлантарӑшӗ анчах, шухӑш вӗҫевӗ, кӑмӑл ҫуначӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вӑтӑр ҫул ытла чунпа чун пурӑнтӑмӑр унпа…
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Телей — чун пурне те уҫҫӑн пӗлсе лӑпланнинче, чун асапӗсенчен хӑтӑлнинче пулса тӑрать.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
— Сире, чаплӑ йӑхран тухнӑ патрицисене, хӑвӑрӑн чаплӑ чунӑрсене пӑхмасӑрах — ирӗклӗхсӗр, влаҫсӑр, пуянлӑхсӑр тӑрса юлнисене; сире, эпӗ пӗлсе тӑракан паттӑр та хастар ҫынсене; сире, ман тӳрӗ тусӑмсене, ҫак чи маттур рудиарипе, Спартакпа, паллаштаратӑп; вӑл, хӑйӗн вӑй-хӑвачӗпе чун ҫирӗплӗхӗ енчен илсен, Римра ҫеҫ ҫуралмалла пулнӑ, патриций пулма тивӗҫлӗ.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Унӑн, ҫав чӗрӗ чунӑн, кӑмӑл туртӑмӗ, чун ҫунӑмӗ, пафосӗ — аркату.
Тускуб // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Вӑл — пӗлсе ҫитмелле мар йывӑр япала, шухӑшсен вӗҫӗмсӗр ҫавраҫилне вырнаҫтарса тӑракан вырӑн; ӑна эпӗ кирек мӗнле пӑхсан та, вӑл ман хамӑн пай пулса тӑрать, таҫта ман ӑшра пурӑнать, эпӗ ун ҫинчен шухӑшлатӑп, ун чунӗн мӗлкийӗ ман чун ҫинче выртать.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Чуну санӑн — пӑхӑр чун, санпа пит кичем… — тетчӗ.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Полиция, обыск, тӗрме, суд, Сибирь тенӗ сӑмахсем, ҫав вӗсем тӗншӗн хӗсӗрлени ҫинчен халлапланӑ чухне яланах янтӑракан сӑмахсем, ман чун ҫине вӗри кӑварсем пек пыра-пыра ӳкетчӗҫ, стариксене кӑмӑллассине те хӗрхенессине чӗртсе яратчӗҫ, хам вуланӑ кӗнекесем мана хӑйсем мӗн тӑвас тенине тӑвассишӗн пит хытӑ тӑракан ҫынсене хисеплеме, чун тӗреклӗхне хакла шутлама вӗрентрӗҫ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ятлаҫнӑ чух вӑл чуна пырса тивместчӗ, чун ҫинчен ыттисем калаҫнӑ чухне вӑкӑр мӑйӗ пек хӗрлӗ майне тайса ним чӗнмесӗр тӑратчӗ.Ругаясь, он не задевал душу, а когда о ней рассуждали другие, молчал, согнув красную бычью шею.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Мӗн, савнӑ чун мӗн, таса чун, хӗн-хур курса пӗтрӗн-им, асапланса ҫитрӗн-им? — тенӗн туйӑнатчӗ.— Что, моя милая, что, моя чистая, — настрадалась, намаялась?
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ лайӑх астӑватӑп: юрату, илемлӗх тата савӑнӑҫ темле пӗлме ҫук вырнаҫса тӑракан вырӑн ҫинчен, чун ҫинчен кукамай пит асӑрханса калаҫатчӗ, лайӑх ҫын вилсессӗн, шурӑ ангелсем унӑн чунне кӑвак пӗлӗт ҫине, кукамайӑн ырӑ турри патне илсе каяҫҫӗ тесе ӗненеттӗм эпӗ, турӑ вара ӑна кӑмӑллӑн кӗтсе илет теттӗм.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Чуна хурлантарма пулмасть, чун вӑл ҫын хуплантарнине йышӑнмасть, — тет вӑл.— Душу нельзя обидеть, душа обиды не принимает, — говорит он.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кашни кун ҫӗнӗ тум тумланать, кашни ҫӗнӗ кун тата ҫутӑрах та чуна килӗштермеллерех пулать; ҫамрӑк курӑксенчен, ҫӗнӗ симӗс ҫулҫисенчен ӳсӗртекен шӑршӑ кӗрет, ӑшӑ ҫӗр ҫинче ҫӳлелле пӑхса выртса, тӑри юррине итлемешкӗн, тӳсме ҫук уялла чун туртать.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Анчах хӗрӳллӗ юратӑвӑн тӗтри хуллен-хулленех сирӗлме пуҫласан е кӗтмен ҫӗртен ун витӗр ӑс-хакӑлӑн таса пайӑркисем ҫул хывсан, хамӑр чунтан юратакан ҫын пирӗн куҫ умне хӑйӗн мӗнпур паха енӗсемпе, ҫитменлӗхӗсемпе, чӑннипе вӑл епле, шӑп ҫавӑн пек тухса тӑрать, — пӗр йышши ҫитменлӗхсем пире сасартӑках уҫӑмлӑн, темиҫе хут пысӑкланса курӑнса каяҫҫӗ, чун ҫӗнни патне туртӑнни, пӗр кӑлтӑксӑр ҫынсем ҫук маррине шанни пире халиччен хамӑр юратнӑ ҫынран писме кӑна мар, йӗрӗнме хӗтӗртет, вара эпир ӑна пӗр хӗрхенмесӗр пӑрахатпӑр та пӗр кӑлтӑксӑр ҫӗнӗ ҫын шырама малалла вӗҫтеретпӗр.
ХLI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ӑшшӑн кӗлтунӑ чух хӑйӗн хуйхи ҫинчен турра шанса каласа, вӑл йӑпану шыранӑ, ӑна тупнӑ та; чунӗ ытти ҫынсенни пекех тӑвӑлса килнӗ самантсенче куҫҫуль юхтарни тата чӗрӗ чун хӗрхенни чи лайӑх йӑпату пулнӑ вӑхӑтра, вӑл хӑйӗн вырӑнӗ ҫине пӗчӗк йыттине тытса хунӑ (лешӗ чакӑр куҫӗпе ун ҫине пӑхса, аллисене ҫуланӑ), унпа калаҫнӑ, ӑна ачашланӑ май шӑппӑн йӗнӗ те.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Манӑн чунӑм сире юратмасӑр пурӑнма пултараймасть: чун ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнассине эпӗ пӗлетӗп, унсӑрӑн, хӑҫан та пулин сӳнес-тӗк, ман юрату евӗрлӗ туйӑм пачах амаланман пулӗччӗ.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Вӑл революцин чунӗпе ҫулӑмӗ, пӗтӗм чун хавалӗпе тӑшмана тавӑрма чӗнекенскер; вӑл кӑшкӑрмасӑр, пӗр сасӑсӑр вӗлерекен этем.
I // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Ут кӗрсе ҫитмен ӳчӗпе тек-текех тӗршӗнӗ ӗнтӗ вӑл ман ҫума, чун кӗрсе ҫитмен чунӑпе тек-текех ӑшӑтӗ ӗнтӗ ман чуна.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.