Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл хӑй пӳлӗмне кӗчӗ, стена ҫинче йӗнӗллӗ пистолетсем ҫакӑнса тӑратчӗҫ, алӑк уҫса чӑланне те иртрӗ, авалхи икӗ пистолетне вӑл вут чулӗсем лартасшӑнччӗ, пӑшалӗсем мӑн аслашшӗнченех юлнӑччӗ-ха, йӑлтах тусанланса пӗтнӗччӗ.
XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Чылайӑшӗ мӗн те пулин тӑвасшӑн, хӑйсен кӑмӑлӗсемпе шухӑшӗсене епле те пулин пурнӑҫа кӗртесшӗн пулнӑ, — вӗсем ҫак сивӗ сӑрӑ чулсем ҫинелле чӑкӑлташсах пыра-пыра ҫапӑннӑ, чулӗсем мӗн пурӗ те пӗр япалашӑн — хӑйсен ӳчӗсене ӑшӑтасшӑн ҫеҫ ҫуннӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Лӑплан, ырӑ амӑшӗ: сан ывӑлу вырӑс ҫӗрӗ ҫинче ӳснӗ — ӗҫлӗ халӑх ҫинче мар, бюргер ӗнисем хушшинче мар, вӑл арман чулӗсем ҫавӑрас алӑллӑ мар.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ачасем тротуар чулӗсем ҫине пусса пыни таҫта ҫитичченех илтӗнет.
XXXVII. Бомба // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл, калӑпӑр, ҫав вут чулӗсем ҫапнӑ хӑма ҫинче питӗ хавас ларса ҫаврӑнӗччӗ.Ему бы, например, очень хотелось покататься на доске с кремнями.
IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ку хӑман аял енне, тулӑ пӗрчисене пучахсенчен ҫапса кӑларма, шӗвӗр вут чулӗсем ҫапса лартнине Петя лайӑх пӗлет.
IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫак мӑйӑхӑмсем ман Свеаборг патӗнчи мухтавлӑ ӗҫре Финляндин салху чулӗсем ҫумне ӗмӗрлӗхе шӑнса ларасран аран ҫеҫ хӑтӑлса юлнӑ.А усы мои едва не примерзли в славном деле под Свеаборгом к хладным скалам Финляндии.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Лиза, унӑн хура Лизи, питне шап-шур шуратнӑ мисс Жаксонран та ытларах писев сӗрсе тултарнӑ пулнӑ; суя кӑтрисем, хӑй ҫӳҫӗнчен нумай шурӑрахскерсем, ХIV-мӗш Людовикӑн парикӗ пек хӑпарса тӑнӑ; à l’imbècile ҫаннисем Madame de Pompadour фижми пек тухса тӑнӑ; пилӗкне икс саспалли пек ҫыхнӑ, амӑшӗн ломбарда хуман мӗн пур хаклӑ йышши чулӗсем ун пӳрнисем, мӑйӗ тата хӑлхисем ҫинче йӑлтӑртатса тӑнӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Чултан купаласа тунӑ кӗтесри вучахха ҫав тери хутса хӗртрӗ — чулӗсем шартлатса ҫурӑлма пуҫларӗҫ.
16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
1. Иисус Турӑ Ҫуртӗнчен тухнӑ чухне вӗренекенӗсенчен пӗри Ӑна ҫапла калать: Вӗрентекен! кур-ха, чулӗсем еплерех, ҫурчӗсем еплерех! тет.
Мк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫурт чулӗсем кӑшкӑрса йӗме пуҫлӗҫ те, йывӑҫ каштасем вӗсене ҫапла хуравлӗҫ: 12. «юн ҫинче хула лартакана, тӳрӗ мар ӗҫпе керем тӑвакана хуйхӑ ҫитӗ!» тейӗҫ.
Авв 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Хамӑн пӗтӗм ҫиллӗмпе тӑвӑллӑ ҫил ярӑп, Манӑн хаярлӑхӑмпа шалкӑм ҫумӑр пуҫланӗ, тарӑхса ҫитнипе вӗсене пӗтермешкӗн пӑр чулӗсем тӑкӑп, тет.
Иез 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мӗн тери тӗссӗрленнӗ ылтӑн, мӗн тери улшӑннӑ пахаран паха ылтӑн! Таса Ҫурт чулӗсем кашни урамра сапаланса выртаҫҫӗ.1. Как потускло золото, изменилось золото наилучшее! камни святилища раскиданы по всем перекресткам.
Хӳх 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл Аарона — ун пекех сӑваплӑскере, Левий йӑхӗнчен тухнӑ пиччӗшне — асла кӑларнӑ, 8. унпала ӗмӗрлӗхе халал хывнӑ, халӑх хушшинче ӑна священник тунӑ; Вӑл ӑна ыттисенчен уйрӑм илемпе пилленӗ, ӑна мухтав пиҫиххийӗ ҫыхса янӑ; 9. Вӑл ӑна чӑн илем тӑхӑнтартнӑ, хисеплӗ, сумлӑ тумтир тумлантарнӑ: 10. аялтан пӗр тумтир пулнӑ, ҫиелтен подирпа ефод тӑхӑнтартнӑ; 11. вӑл утса пынӑ чухне Израиль ывӑлӗсене астутарса тӑмашкӑн, кӗлӗ чатӑрӗнче сасӑ илтӗнсе тӑтӑр тесе шӑнкӑртатса пымашкӑн унӑн тумӗн арки тавра ылтӑн улмасемпе шӑнкӑравсем ҫакса тухнӑ; 12-13. ӑна сӑваплӑ тумтир — ылтӑнран, сенкер ҫӑмран, пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран ӑстайлӑн тунӑ тумтир — тӑхӑнтартнӑ, ӑна ӑстайлӑн тунӑ сут кӑкӑрлӑхӗ ҫактарнӑ, кӑкӑрлӑхӗ ҫинче урим тата туммим пулнӑ, ун ҫинче ылтӑн харшана лартнӑ виркӗсленӗ чулсем, питех те хаклӑ чулсем, пулнӑ, чулӗсем ҫине, пичет ҫине ҫырнӑ пек, асӑнмалӑх Израиль йӑхӗсен ячӗсене касса ҫырнӑ; 14. кидарӗ ҫинче — ылтӑн ҫутанкка, ун ҫинче — «Туррӑн Сӑваплӑ Япали» текен сӑмахсем, вӑл — чыслӑх мухтавӗ: куҫа ӑмсантаракан чаплӑ эреш, ӳнер ӗҫӗ.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Унӑн ҫиелти ризи ҫинче пӗтӗм тӗнче пулнӑ, тӑватӑ йӗркеллӗ чулӗсем ҫинче аттемӗрсен касса ҫырнӑ чаплӑ ячӗсем пулнӑ, Санӑн аслӑлӑху вара — унӑн пуҫӗн ҫутанкки ҫинче.
Ӑсл 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ӑна ухӑ ачи те хӑратса тартас ҫук; чулрав чулӗсем те уншӑн — хывӑх ҫеҫ.20. Дочь лука не обратит его в бегство; пращные камни обращаются для него в плеву.
Иов 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ҫиччӗмӗш кунне священник каллех пырӗ, чирӗ пӳрт стенисем тӑрӑх сарӑлнине курсассӑн, 40. священник чир ернӗ чулӗсене хайӑрса кӑларма, унтан вӗсене хула тулашне таса мар ҫӗре кайса пӑрахма хушӗ; 41. пӳртне шалтан пӗтӗмпех хырса тухчӑр, хырса тӑкнӑ тӑмне хула тулашне таса мар ҫӗре кӑларса тӑкчӑр; 42. унтан урӑх чулсем илччӗр те леш чулӗсем вырӑнне кӗртсе лартчӑр, урӑх тӑм илччӗр те пӳрте ҫӗнӗрен тӑмпа шӑлса тухчӑр.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Чулӗсем Израиль ывӑлӗсен ячӗсен шучӗ чухлӗ пулнӑ: вӗсен ячӗсен шучӗ тӑрӑх, вӗсем вуниккӗ пулнӑ, кашни чулӗ ҫине пӗр ятне пичет ҫине каснӑ пек касса ҫырнӑ, вуникӗ йӑхшӑн ҫапла тунӑ.
Тух 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.