Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чаршав the word is in our database.
чаршав (тĕпĕ: чаршав) more information about the word form can be found here.
Чаршав хупрӗҫ; оркестр пӑсӑлса кайрӗ…

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Чаршав.

Help to translate

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

Темшӗн-ҫке унӑн ҫути тӗксӗмленсе, тӗксӗмленсе пырать, савӑнӑҫ ӳкерчӗкне хура чаршав карса илет, хӑлтӑр-халтӑр, кӗмсӗрт-кӗмсӗрт! кӗрлеме тытӑнать аслати…

Help to translate

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Алӑкран кӗнӗ ҫынна эпӗ чаршав витӗр курмастӑп.

Help to translate

Вырӑс учитель // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Аппа чаршав хыҫӗнче ҫыврать, — терӗм.

Help to translate

Пӗрене пуҫӗ шӑтӑк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ку вӑл ытти чӑн-чӑн демократилле ҫӗршывсенчен тимӗр чаршав карса уйрӑлнӑ юнсӑр, суя демократилле импери пулнӑ.

Help to translate

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Тӳпене шурӑхнӑ кӑвак пурҫӑн чаршав карӑннӑ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫанталӑкӗ паян хитре, лӗп пулин те, кунта сулхӑнрах: туратламас, лӑсланнӑ йывӑҫсен тин ҫеҫ сарӑлса ҫитнӗ ҫулҫисем, йӑвӑланса, янкӑр тӳпене ешӗл, анчах шӑтӑклӑ-ҫурӑклӑ чаршав карса хунӑ, лап-лап ҫеҫ, таткаланнӑ-ситреленнӗ тӗлсенче, хӗвел юписем ун витӗр хирӗнкелесе, чӗлкӗмленкелесе, сӑрхӑнкаласа тухнӑ та ҫӗр ҫинче, ылтӑн вакланчӑкӗсене аса илтерсе, ҫиҫкелесе, мӑраннӑн, антӑрлӑ-чӗнтӗрлӗ чӗтрекелесе, пӑтӑлӑнса тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сима айван-ха, кӑшт кӑчӑк туртнипех чупса пырать, эсӗ вара шӑп та лӑп пиҫсе ҫитнӗ хӗрарӑм! — чаршав хыҫӗнче хальхинче чуптуни илтӗнчӗ.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ӑна иккӗлле уйӑракан ҫитса чаршав хыҫӗнчен пӑшӑлтатса калаҫни, асӑрханса утни, атӑ ҫӗленӗ чухне кирлӗ пулакан мӑлатукпа тӑтӑшах шаккани илтӗнет.

Из-за ситцевой занавески, разделявшей комнату, доносился шопот, осторожные шаги, частое постукиванье сапожного молотка.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чаршав хыҫӗнчен амӑшӗ тухрӗ.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Вӑт, анне, — йӑл кулса илчӗ те хӗр, чаршав еннелле ҫаврӑнчӗ.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ларӑр, ҫырткалӑр, чей ӗҫӗр, — терӗ те кил хуҫи, чаршав хыҫне кӗрсе кайрӗ.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чаршав хыҫӗнчен аллӑ патнелле ҫывхарнӑ вӑтам пӳллӗ хӗрарӑм тухрӗ.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӗксӗм сенкер чаршав ерипен сенкерленнӗҫем йӗри-тавралӑх ҫуталма тытӑнчӗ.

Help to translate

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тата ҫӳлерех тӗксӗм сенкер чаршав карса илнӗ.

Help to translate

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав вӑхӑтра вӗсем патне чаршав хыҫӗнчен хӗрарӑм тухрӗ — Нухрат кил-ҫурт тирпейлеме тытакан тарҫӑ.

Help to translate

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эрнепипе Эмине те мӗн ҫур ҫӗрчченех пӑшӑлтатрӗҫ чаршав хыҫӗнче.

Help to translate

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эрнепие кил хуҫи хӗрарӑмӗ арҫынсене кӑтартмарӗ, чаршав хыҫне илсе кӗчӗ те, вӗсем иккӗшӗ ҫеҫ пӑшӑлтатрӗҫ.

Help to translate

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тата тем хушса хучӗ вӑл, анчах боярсем ӑна илтсе юлаймарӗҫ, Иван Васильевич, куҫӑм ан куртӑр сире тенӗ пек, чаршав хыҫне йӑпӑр-япӑр кӗрсе ҫухалчӗ.

Help to translate

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed