Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑтлантӑм (тĕпĕ: хӑтлан) more information about the word form can be found here.
Ася халӗ те хамӑр тухса кайнӑ чухнехи пекех; эпӗ ӑна пит тимлӗн сӑнама хӑтлантӑм пулин те, вӑл курнӑҫланнине те, юриех урӑхла курӑнма тӑрӑшнине те пачах асӑрхамарӑм; ку хутӗнче ӑна хӑйне хӑй пек тытмасть тесе ӳпкелеме сӑлтав тупӑнмарӗ.

Я нашел Асю точно такою же, какою я ее оставил; как я ни старался наблюдать за нею — ни тени кокетства, ни признака намеренно принятой роли я в ней не заметил; на этот раз не было возможности упрекнуть ее в неестественности.

V // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Ну, хам ирӗкпе хӑтлантӑм, ӳкрӗм, анчах хамах тӑтӑм…

Ну, свольничал, упал и сам же поднялся…

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Маншӑн ҫав-ҫавах пулнӑ, ҫавӑнпа эпӗ ытла теветкеллӗ хӑтлантӑм, ҫитменнине тата кӑштах усал ӗҫ те турӑм…

Мне нечего было терять, и я пошел на отчаянный риск и даже на некоторую подлость…

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Ытла та тӗрӗс мар хӑтлантӑм!» — Давыдов ҫӳҫне-пуҫне тӑрмаласа арпаштарчӗ, нимӗн калама аптӑраса эхлетсе илчӗ те пӳлӗмрен тухрӗ.

«Какая чушь!» — Давыдов взъерошил волосы, смущенно крякнул, вышел из комнаты.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ хӗрсе кайма пуҫланӑ уретнике лӑплантарма хӑтлантӑм: — Ну, юрӗ-ҫке, Евпсихий Африканович.

Я попробовал успокоить расходившегося урядника: — Ну полноте, Евпсихий Африканович.

VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Тухрӑм — пусма ҫинче ҫутӑрах — мӗн ҫырнине пӗрер саспаллин уйӑрса вулама хӑтлантӑм: «Пулас пулсан…» тесе вуларӑм эпӗ.

Я вышла — на лестнице было светлее — и стала по буквам разбирать надпись: «Если быть…» — прочитала я.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Улпут, енчен эсир… — хирӗҫлеме хӑтлантӑм эп.

— Барин, коли вы так… — начинаю я спорить.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫавӑн пеккине хамах тӑмран туса пулмӗ-ши тесе, хӑтлантӑм эпӗ — ӗҫ тухмарӗ.

Я попробовал вылепить ее, — и ничего не вышло.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗнер эпӗ иртӗнсе хӑтлантӑм, пӑсӑк ӗҫ турӑм, сана та акӑ вырӑнсӑрах ҫилентертӗм.

Я вчера напроказил, а тебя напрасно обидел.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Эпӗ паян питех те лайӑх мар хӑтлантӑм, Бекки, ҫавӑншӑн кулянатӑп.

— Я очень нехорошо поступил сегодня, Бекки, и жалею об этом.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Темле те чарма хӑтлантӑм ӑна, анчах пултараймарӑм.

По-всякому пыталась остановить его, но не смогла.

Епле пурӑнатӑн, Ванюкӑм? // Вера. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Халӗ Хӑвӑн чурун айӑпне каҫарсамччӗ, эпӗ ытла та ӑссӑрла хӑтлантӑм, тенӗ.

И ныне прости вину раба Твоего, ибо я поступил очень безрассудно.

1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Халӑха пӗтерекен Ангела курсассӑн, Давид Ҫӳлхуҫана ҫапла каланӑ: ӗнтӗ эпӗ ҫылӑха кӗтӗм, эпӗ [кӗтӳҫӗ] йӗркесӗр хӑтлантӑм; кусем — сурӑхсем, вӗсем мӗн тунӑ?

17. И сказал Давид Господу, когда увидел Ангела, поражавшего народ, говоря: вот, я согрешил, я [пастырь] поступил беззаконно; а эти овцы, что сделали они?

2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Давид ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана каланӑ: ҫапла туса йывӑр ҫылӑха кӗтӗм эпӗ; Ҫӳлхуҫамӑм, халӗ Сана йӑлӑнатӑп, Хӑвӑн чурун ҫылӑхне каҫарсам: эпӗ ытла та ӑссӑрла хӑтлантӑм, тенӗ.

И сказал Давид Господу: тяжко согрешил я, поступив так; и ныне молю Тебя, Господи, прости грех раба Твоего, ибо крайне неразумно поступил я.

2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Саул вара ҫапла каланӑ: ҫылӑха кӗтӗм эпӗ; таврӑн, Давид ывӑлӑм, текех усал сунмӑп сана: эсӗ паян та манӑн чунӑма тивмерӗн, саншӑн вӑл питех те хаклӑ пулчӗ; ӑссӑрла хӑтлантӑм эпӗ, питӗ нумай ҫылӑх турӑм, тенӗ.

21. И сказал Саул: согрешил я; возвратись, сын мой Давид, ибо я не буду больше делать тебе зла, потому что душа моя была дорога ныне в глазах твоих; безумно поступал я и очень много погрешал.

1 Пат 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed