Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑварать (тĕпĕ: хӑвар) more information about the word form can be found here.
Анчах кӑшт вӑхӑт иртсессӗнех ҫав ӑтӑр ҫӑварӗпе турат йӑтса каялла таврӑнать те ӑна паҫӑрхи вырӑнах тепӗр ӑтӑр валли ҫиме хурса хӑварать.

Help to translate

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— «Капла вӑл кашни ҫынна пӳремечӗ ҫитерме тытӑнсан мана ҫаппа-ҫарамас хӑварать!

Help to translate

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хайхи Кӑвак Кӑвакал васкать киле, тарӑхать, тин ҫунӑ юр ҫине пылчӑклӑ йӗр хӑварать.

Help to translate

Урҫа кӑвакал // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 17–18 с.

Унӑн чипер пичӗпе янахӗ тӑрӑх ҫумӑр шывӗ юхса, хӑмӑр, хӗрлӗ хура йӗрсем хӑварать, куҫӗсем ялтӑртатса ҫунаҫҫӗ.

Help to translate

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Пӗр ҫурине ӑшши-пӑшши «хурҫаран» шӑлӗсемпе ҫыртса ҫаклатса илет те, ҫӗклесе йӑтса, йӑвана илсе пырса хӑварать.

Help to translate

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Сайрара пӗрре, тахҫантан-тахҫан ҫеҫ, кану вӑхӑтне каткаласа илсе, амӑшӗ патне ҫемйисӗр килсе каҫӑхакан уйӑх пек тӗксӗм ҫуттӑн ялтлатса илет те, ик-виҫ кунтанах е эрнеренех тӑван килне «пӑль-пӑль-пӑль алӑ сулса хӑварать».

Help to translate

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Шӑна-пӑван вара, хӑлхана йӳҫӗтсе нӑйлатса, шӑйлатса, мӑй-майласа, вӗрлесе, пит-куҫа сӗмсӗррӗн тирӗнет, ҫатӑр ҫыртса, ӳт-тире кӗпе витӗрех вӗтелентерет, кӗҫтеттерсе, юн кӑларса е сӑннине лартса хӑварать.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Мӗн те пулин тутлине е ҫӑкӑр парсан, хӑй тӳпине пӗтӗмпех сӑвакан мӑшӑрне е путеккисене хӑварать, шӑршласа та тӑмасть…

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Вӑл та пулин, пӗрре веерпа варкӑштарнӑ пек пите ҫупӑрласа, уҫӑлтарса, тепре ҫӳҫ-пуҫа ухса, тӑлпалантарса е ҫан-ҫурӑмран лӑпкаса хӑварать те туххӑмрах шӑпланса ҫухалать.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Вӗсене, хӗрпе качча, мухтаса, пил парса, тӗрлӗ-тӗрлӗ хурт-кӑпшанкӑ, шӑна-пӑван шӑйлать, пупӑн пӗр тӑсӑмлӑ кӗлли пек нӑрласа тӗкӗлтура та сӗрлет; этем ӗҫре ҫеҫ аслине, ӗҫпе ҫеҫ илемлине аса илтерсе хӑварать.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Пире те кашни тӗлпулу хыҫҫӑнах хӑйӗн тапса тӑракан энергийӗпе, пурнӑҫа юратнипе, шухӑш-идейисемпе «чирлеттерсе» ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑм парнелесе хӑварать.

Help to translate

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Контролер кашнинчех мӗнле те пулин кӑлтӑк шыраса тупать-тупатех, асӑрхаттарса хӑварать.

Help to translate

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Амӑшӗ нӳхреп ҫине пӗччен йӑвалантарайми мӑн пукан лартса хӑварать.

Help to translate

Яка пыр // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 84-85 с.

Дирекци санпа мӗн тӑвас тет — ҫавна тӑвать, чип-чипер ҫӗртенех шкултан кӑларса сирпӗтет, татӑк ҫӑкӑрсӑр, пурӑнмалли вырӑнсӑр хӑварать.

Захочет дирекция — и выбросит тебя из школы, оставит без хлеба и крова.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Мӗншӗн пурнӑҫ ӑна ҫав териех хӗсӗрлет, пӗтӗм йышран уйӑрса, каялла тӗртсе хӑварать?

Help to translate

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Килсе мӑшкӑлласа хӑварать тата…

Help to translate

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Кам валли туса хӑварать?

Help to translate

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ҫтаппанӑнне икӗ хутчен лашине вӑрлаттарать, ӗнесӗр, хуралтӑсӑр, ҫӗрсӗр тӑратса хӑварать, ывӑлне ялтан тухса кайма ирӗксӗрлет, кинне пусмӑрлама, халӑх умӗнче намӑс кӑтартма хура шухӑш тытать.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Мӗншӗн эппин упӑшкам кашни каҫах пӗччен тӑратса хӑварать?..

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗррехинче ҫапла пӗр яла юланутлӑ ҫын вӗҫтерсе ҫитет те: «Сирӗн кӳршӗри яла вӑрӑ-хурахсем тапӑннӑ. Пулӑшу ыйтаҫҫӗ сирӗнтен. Хӑвӑртрах васкӑр!» — тесе пӗлтерсе хӑварать.

Help to translate

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed