Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хытах (тĕпĕ: хытӑ) more information about the word form can be found here.
Тӑшман унтан та кунтан хытах хӗсе пуҫларӗ.

Help to translate

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хытах пӑвӑннипе юланутҫӑн куҫӗ ҫамки ҫинех сиксе тухасса ҫитрӗ.

Help to translate

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Упа вар-хырӑмӗ ҫӗре йӑтӑнса тухнӑ, анчах вӑл виличчен хӑй тӑшманне юлашки хут ҫапса хытах амантма ӗлкӗрнӗ иккен…

Help to translate

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Иккӗмӗшӗн суранӗ ҫукпа пӗрех, анчах пӗрремӗшне кашкӑр аллинчен хытах ҫыртнӑ иккен: асав шӑлӗн йӗрӗнчен юн шарласа юхать.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пинер! — ытла хытах мар кӑшкӑрчӗ те хӗр юланутҫӑсен еннелле чупсах кайрӗ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑллӗ ир енне вӑраннӑ та, хӑй ӑҫта ҫывӑрнине манса кайнӑскер, хытах, сасӑпах, макӑрма тытӑннӑ.

Help to translate

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Арӑмран хытах лекрӗ.

Help to translate

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Хытах туртасшӑнччӗ, анчах вӑл мана кап кӑна ыталаса илчӗ те хӑй ҫумне пӑчӑртаса хучӗ.

Help to translate

Кушак кашта ҫине ларсан // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 9–11 с.

Пӗри хытах уксахлать.

Help to translate

Вӑрҫӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Сасартӑк пуҫне палт! ҫӗклерӗ те шӑлне йӗрсе пӑрахрӗ, унтан, тӗрткеленсе, авӑнса-явӑнса илсе, «Сталин» ҫинчен шиклӗ куҫне илмесӗр, пӑркӑчланӑ ҫемҫе, чее сасӑпа хытах чӑлханма пӑхакан лару-тӑру «тӗввине» хыпалансах, анчах вӑрттӑн-карттӑн салтса яма васкарӗ:

Help to translate

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

— Э-хе-хе, — малахит тӗслӗрех куҫне авӑнчӑк-хуҫӑк йывӑҫ тураттисем тӑрӑх шутарнӑ май, пуҫне сулкаласа илчӗ атте, — ҫӗмӗрте самаях мӑкӑлтанӑ, хытах макӑртнӑ иккен эсир, алхассем.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Фронтовик ватӑ еннелле сулӑнсан суран, тапранса, хытах «яшланма», пусӑрхама пуҫланӑ, юлашкинчен ҫиен чир — хӑр суран — пуҫланнӑ, вара юхан урана чӗркуҫҫи таран татма тивнӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тинӗсрен те тарӑн, пылран та тутлӑ пулчӗ кунӗпех хула «тӑршшӗпе сарлакӑшне виҫсе» ӗмпӗлтетнӗ, ҫурӑма-ҫурӑммӑн выртнӑ каччӑсен ыйхи ҫак «люксра» (Ула Тимӗр вара тӗлӗкре ҫӗрӗпех темле шап-шурӑ пӗлӗт ҫинче Полинӑпа таҫталла вӗҫрӗ, анчах, тӗлӗнмелле, ҫак пӗлӗт вӗҫнӗ ҫемӗн тӗксӗмленсе-тӗксӗмленсе пычӗ те юлашкинчен пач хуралса ларчӗ), ир енне ҫеҫ, тухӑҫ майӗпен кӗренленекен кӑвак чечеке ларнӑ чух, ҫурҫӗр енчен вичкӗн, харсӑр варкӑш та кастарса вашкӑрткаланине пула, вӗсене хытах, шӑлӗсем пӗр-пӗрне тӗкӗнмиех ҫатӑрларӗ тӑртӑр чӗппи, пӗтӗм шӑмма-шакка витӗрех йӗплерӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шалтан тӑп-тӑп пуҫтарӑнса, хытах карӑнтарчӗ вӑй-халне, чун хавалне Ула Тимӗр юратнӑ хӗрӗ умӗнче намӑс курас мар, кавалер ятне ярас мар тесе.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ӗни» вара кӗҫӗнрех ҫулсенчи вӑрҫӑ ачисен (вӗсенчен ытларахӑшӗ нихӑҫан та «атте» тесе каласа курмасӑр ӳсрӗ) «урисем» ҫине те хытах «пусрӗ».

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Арӑм хытах шавласа кайнипе калаҫӑва чунтанах урӑх ҫӗрелле пӑрма хӑтланатӑп.

Help to translate

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Ҫак вӑхӑтра алӑка такам шакӑртаттарни илтӗнчӗ: малтан хуллен, кайран хытах.

Help to translate

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

Борис аманнӑ ури ыратнине хытах туйрӗ пулас, каллех сӗтел умне пырса ларчӗ те кӑштах сӑра сыпса илчӗ.

Help to translate

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑл мана ҫурӑмран хытах чышса ячӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫӑварӗнчен юн палкаса тухрӗ, хӑлхинчен те хытах юхма пуҫларӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed