Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыпара (тĕпĕ: хыпар) more information about the word form can be found here.
Лайӑх хыпара е япӑххине, ҫӗнӗрен хӑлхана кӗнине е киввине те тиркесе тӑмасть.

Help to translate

Йӑпӑлтие йӗп витмест // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 72–73 с.

Эпир, нумай хура-шур курса пиҫнӗ салтаксем, ҫав хыпара илтсен, сӑпкари ачасем пек макӑртӑмӑр…

Help to translate

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кӗҫтук ҫинчен пӗлтернӗ пӗчӗк хыпара та лӑпкӑн итлеме пултараймасть вӑл.

Help to translate

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Унӑн юратнӑ ывӑлӗ — Таньӑн пиччӗшӗ — Костя вӑрҫӑ пуҫлансанах Брест крепоҫӗнче вилнӗ, анчах ҫак хӑрушӑ хыпара карчӑк ниепле те ӗненесшӗн пулмарӗ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Эсӗ ӗҫе тухса кайиччен сана ҫак хыпара пӗлтерес тесе мӗнпур вӑйран утрӑм.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл ҫак хӑрушӑ хыпара пӗлтерекен ҫынран хӑвӑртрах хӑпасшӑн ҫеҫ.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ку хыпара Лидия Филиппова журналист тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницисенче хыпарланӑ.

Это сообщение журналист Лидия Филиппова опубликовала на своих страницах в соцсетях.

Ҫеҫпӗл Мишши ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсене пухаҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33910.html

— Хӑҫан ҫитӗ вӑл? — чӗрине ҫулӑмлантаракан хыпара пӗлесшӗн ыйтрӗ Микула.

Help to translate

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку ҫӗнӗ хыпара Ҫтаппан урамран тупса кӗчӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӑл патӗнчи хӗрарӑмсем юлашки хыпара пур енчен те сӳтсе яврӗҫ.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку хыпара ашшӗ-амӑшсем ырласа кӗтсе илчӗҫ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак хыпара Ҫтаппан шыв кӳме кайсан илтрӗ те килне кӑмӑлсӑрланса таврӑнчӗ.

Help to translate

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ такам патӗнче те пулатӑн, ялти пур хыпара та илтетӗн.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку хыпара хӑй пурнӑҫӗнчи чи хаклӑ самант пек кӗтнӗ вӑл.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку усал хыпара сарса, Платун Ҫтаппанпа Макҫӑмӑн ячӗсене Энӗшкасси ҫыннисем умӗнче ҫӗртесшӗн пулчӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗрӗсех пуль тетӗр-и ку хыпара?

Help to translate

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кил хуҫи хӗрарӑмӗ ҫак тӗлӗнтермӗш хыпара учительницӑна пӗлтерсен, вӑл куна тӑруках ӗненесшӗн те пулмарӗ.

Help to translate

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак тӗлӗнтермӗш хыпара тӗрӗслес тесе, Ларионов лавккине Сахар хӑй кайса пӑхма шутларӗ, анчах ҫавӑнтах пӑрахӑҫларӗ.

Help to translate

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак тӗлӗнтермӗш хыпара ял Советӗнче ӗҫ туса ларакан Казаковпа Степанов та тӳрех ӗненмерӗҫ.

Help to translate

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепӗр кунне Сахар чӗрӗ, вӑл часах яла таврӑнать текен хыпара пӗтӗм ял пӗлнӗ.

Help to translate

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed