Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуҫасем (тĕпĕ: хуҫа) more information about the word form can be found here.
Ҫитменнине тата, Шупашкарти тӗрмере ларнӑ чух Эльгеев пит ӑслӑ ҫынсемпе курса калаҫнӑ: пурте ӑна самана улшӑнатех тенӗ, хуҫасем пулмалла мар тенӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Евлен — батрак, хуҫасем патӗнче темӗн чул ӗҫлесе пурӑнсан та, вӑл лаша-ӗне туянас ҫук, хӑйӗн пӗр ятлӑ ҫӗрӗпе пулас ҫемйине тӑрантарса усрас ҫук.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Калмӑксенчен ҫӑмарталла арпус улӑштарса илсе Хусаналла таврӑннӑ, тет, вара ҫав вак хуҫасем.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тӗп тӑваҫҫӗ ку ҫамрӑк хуҫасем халӑха: ҫӑмартине те мункун кунӗсенче ҫех ҫиекен пулчӗҫ ялсенче, — пӑшӑрханнӑ Уҫӑп пичче.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хальхи хуҫасем ҫӑмарта сутти туни те Уҫӑп кӑмӑлне кайман: час ванакан-пӑсӑлакан япала вӑл ҫӑмарта, таҫта ҫӑва патне яма ун валли темӗн чухлӗ ещӗк хатӗрлес пулать, ҫӑмартине сийӗн-сийӗн сармашкӑн Ефремов хуҫаран ятарласа хатӗрленӗ сава турпасӗ илсе килес пулать, пӑти те кирлӗ: краҫҫынӗ те, ҫӑмарта суйланӑ ҫӗрте, тӗттӗм пӳлӗмре, пички-пичкипе пӗтет.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пуян хуҫасем хушшинче ятлӑ ҫын пулма тивӗҫ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Элкей Микули ҫинчен уесӗпех ырӑ сӑмах ҫӳрет: мухтанма юратмасть вӑл, эрехпе иртӗхмест, чӗлӗм те туртмасть — пӗрре те ытти хуҫасем пек мар.

Про Мигулу Эльгея по уезду ходили добрые слухи: он не любит хвастаться, вином не балуется, не курит — совсем не похож на других хозяев.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Услам курма шутлакан хуҫасем ҫынсен сывлӑхне те хӗрхенсе тӑмаҫҫӗ.

Help to translate

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Кутемертен тавара тата вӑйлӑрах хуҫасем патне, ун чухне Раҫҫейре сӗмсӗррӗн хуҫаланнӑ Ревер, Небенцаль нимӗҫсем евӗр коммерсантсем урлӑ Мускава, Петербурга, Хусана, Аҫтархана, Европӑри пысӑк хуласене те леҫеҫҫӗ.

Help to translate

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Раҫҫейре иртнӗ ӗмӗр вӗҫӗнче капитализм вӑйлах аталанма тытӑннӑ май, чӑваш ялӗнче те укҫа-тавар хутшӑнӑвӗсем сарӑлнӑ, тӗрлӗ йышши хуҫасем нумайланнӑ: тырӑ, хӑмла, ҫӑмарта хуҫисем, арман, лавкка тытакансем, тир, ҫӑм, шӑрт пуҫтаракансем тата ытти усламҫӑсем мулшӑн хапсӑннӑ.

Help to translate

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Унашкал романсем илемлӗ литературӑра халиччен пулман мар: «Головлев хуҫасем», «Тибо килйышӗ», «Артамоновсем» тата ыт. те.

Help to translate

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Хуҫасем ҫук, — терӗ Дэзи картина патне пырса тата ӑна тӗпчесе, — хуҫасем ҫук…

— Хозяев нет, — произнесла Дэзи, подойдя и рассматривая картину, — хозяев нет.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Хуҫасем ӑна йывӑр тапхӑрта пӗтӗм кӑмӑлтан пулӑшма тӑрӑшрӗҫ.

Хозяева приняли в ее судьбе исключительное участие.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 153–160 с.

Каҫхи сценӑра курӑнман хӗрӗн е карчӑкӑн сӑнӗ мӗлтлетет; сирӗн илтеве пырса тивекен хӑйне евӗрлӗ калаҫу — эсир ӑна ӑнланмастӑр; пулӑмсемпе япаласене хӑвӑрӑн сисӗмпе хаклатӑр, хуҫасем пирки вӗсем сире ҫӗр каҫма кӗртнине ҫеҫ тӗшмӗртетӗр; эсир ҫав пурнӑҫа кӗмен, ҫавӑнпа та ӑна тӗлӗнмелле поэзи ҫавӑрса ытамланӑн туйӑнать.

Мелькнет не появляющееся в вечерней сцене лицо девушки или старухи; особый, о своем, разговор коснется вашего слуха, и вы не поймете его; свои чувства придадите вы явлениям и вещам, о которых знаете лишь, что они приютили вас; вы н е вошли в эту жизнь, и потому овеяна она странной поэзией.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.

— Киле кайни аванрах-тӑр, — хуҫасем ҫине йӑл куллине ҫӗмренле ывӑтрӗ Тильс.

— Я лучше пойду домой, — сказал Тильс, стремительно улыбаясь хозяевам.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.

— Ырӑ хуҫасем, — терӗ Нок, — ҫав териех тӗлӗнсе ан пӑхӑр.

Нок сказал: — Не обращайте, господа, никакого внимания.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

«Ырӑ хуҫасем, манӑн хӑш еннелле каймалла?» — ыйтрӗ вӑл вӑрманран, вара пуҫӗпе йывӑҫ ҫумне сӗвӗнчӗ.

Спросил у леса: «В какую же сторону я пойду, господа?» — и прислонился головой к дереву.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Турра шӗкӗр, каллех хуҫасем вӑй илеҫҫӗ.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кунашкал ырлӑх халлӗхе час-часах пулаймасть-xa: ҫӑнӑх та, сахӑр та кооператив лавккисенче сайра сутаҫҫӗ, ахаль хуҫасем вара хаксене ай-яй ӳстерсе янӑ — шалу укҫипе кӑна пурӑнакан ҫын пырса та ан перӗн.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл, вӗт, хуҫасем каллех сирӗн шӑммӑрсене ватчӑр, тесе тӑрӑшать…

Он хочет опять, чтобы вам хозяева кости ломали…

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed