Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хурҫӑ the word is in our database.
хурҫӑ (тĕпĕ: хурҫӑ) more information about the word form can be found here.
Вӗсем стройка валли ытларах вырӑн хатӗрлес тӗллевпе ҫыран кукрине тӗртсе тӳрлетес шухӑш тытнӑ та, лешӗ парӑнманнине кура, тарӑхмаллипех тарӑхса кайнӑ, тейӗн: тӑмлӑ-чуллӑ ҫӗр ӑшнелле пӗтӗм кӗлетке сулӑмӗпе пыра-пыра тӑрӑнаҫҫӗ, тӑрӑнмассерен хурҫӑ сӑмсисене аптраса ҫитнӗ пек силлесе илеҫҫӗ те кутӑн-кутӑн чакса каяҫҫӗ, унтан каллех малалла ыткӑнаҫҫӗ.

Help to translate

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хурҫӑ шӑратса шултра детальсем тӑвакан цехпа типӗ хӑйӑр склачӗсем хушшинчи ансӑр ҫулпа симӗс юнгштурмовка тӑхӑннӑ каччӑсемпе хӗрсем васкаса килни курӑнса кайрӗ.

Help to translate

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Спецовка тӑхӑнса ҫурт-йӗр тӑвакансем, хурҫӑ шӑратакансем, нефть кӑларакансем, тырӑ выракансем, вӑрҫӑра аманса пӗтнӗ аллипех ҫурт-йӗре чӗрӗ илем кӳртекен Прохор Петрович — акӑ вӗсем, чӑннипех илемлӗ, телейлӗ ҫынсем.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хурҫӑ пек ҫирӗп чунлӑ арҫынсен чунӗсене те ачасем ҫырнӑ йӗркесем куҫульллентереҫҫӗ иккен.

Help to translate

«Атӑл» наци батальонӗн салтакӗ Владимир Петров // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60524

Ӗҫрен ютшӑнман-ха вӑл: ачисене тӑрантармалӑх, тумлантармалӑх укҫа пултӑр тесе хурҫӑ шӑратакан цехра вӑй хунӑ.

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шӑпах ҫав машинӑпа ӗҫленӗ чух пачах кӗтмен, тӗлӗкре тӗлленмен вилӗм тупнӑ хӗрӗхрен иртнӗ телейсӗр Варламов: улӑмпа пӗрле хӑй те чунсӑр машинӑн хурҫӑ ҫӑварне ҫакланнӑ, татӑкӑн-татӑкӑн вакланнӑ.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хурҫӑ утсен паркӗ ҫӗнӗ пулни те ҫак ыйтӑва ҫӑмӑллӑнах уҫӑмлатма май парать.

Help to translate

Ҫуракие хатӗр // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60720

Ҫураки пуҫланиччен хурҫӑ утсем тӗрӗслев витӗр тухаҫҫӗ.

Help to translate

Ҫуракие хатӗр // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60720

Хӗрӳллӗ тӑшмана вилесле курайман, Тӑван ҫӗршывшӑн чунне пама хатӗр, хамӑр ҫӗнтерессе хурҫӑ пек ҫирӗп ӗненнӗ, яланах малалла йыхӑрнӑ поэт.

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

«Хурҫӑ мӗнле хӗрнӗ» кӗнекери Корчагин инкекӗпе танлаштарсан манӑн инкек ҫӳпӗрен пӗчӗк…

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Йывӑр тапхӑр иртсе кайсанах пӗр ватӑ сестра «Хурҫӑ мӗнле хӗрнӗ» кӗнеке илсе килчӗ.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тумбочка ҫинче пӗр купа кӗнеке: «Хурҫӑ мӗнле хӗрнӗ», «Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть», Джек Лондон калавӗсем.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Яла ҫитсен, хамӑн хурҫӑ урхамаха гаража лартатӑп та тӳрех Укҫук кинеми патне вӗҫтеретӗп, газ плити ҫинче ӑна чӑх шӳрпи пӗҫерсе ҫитеретӗп.

Help to translate

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Паян вара пӗрреллӗхе юрӗ тесе хурҫӑ урхамахӑма ытларах хӑвалатӑп авӑ.

Help to translate

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Сире кунта иксӗре валли те вырӑн ҫитет — ман хурҫӑ урхамахӑн кабини пысӑк.

Help to translate

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Хӑйне шалкӑм ҫапнӑ чухнехи пек, Ишмук хускалма хӑраса тӑчӗ, ӑна халь-халь сивӗ хурҫӑ витӗрех чиксе шӑтарассӑн туйӑнчӗ.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хурҫӑ штык ун тумтирне шӑтарса, ӳтне тиврӗ, сивӗ ҫӗлен пек.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пысӑк хуйхӑ ҫынна ҫапла час улӑштарать ҫав: вӑйсӑррине хуҫать, вӑйлине вара хӗртсе ҫирӗплетнӗ хурҫӑ пек тӑвать.

Help to translate

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗрешмешкӗн хӑрамасть: Лутра ҫутам кӗлетки, Хурҫӑ пекех ал-ури.

Help to translate

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Часах вӗсем пире хӑйсен хурҫӑ гусеницисемпе лучӑркаса тӑкассӑнах туйӑнать.

Help to translate

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed