Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хоккей the word is in our database.
хоккей (тĕпĕ: хоккей) more information about the word form can be found here.
Унтанпа 20 ҫул ытла иртнӗ пулин те, виҫӗ тус хоккей вӑййи районта аталантӑр тесе тӑрӑшать, район чысне республика шайӗнче хӳтӗлет.

С той поры хотя и прошло 20 лет, три друга стараются за развитие в районе хоккейной игры, честь района защищают на уровне республики.

Хӑравҫӑ хоккейла вылямасть… // Н.Архипова. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Унсӑр пуҫне Владислав Васильевпа Павел Романов хуласем хушшинче йӗркелекен ӑмӑртура Канаш хулин «Локо-олимп» командишӗн каҫхи хоккей лигинче выляҫҫӗ.

Кроме этого Владислав Васильев и Павел Романов в соревновании среди городов играли в ночной хоккейной лиге за команду "Локо-олимп" города Канаш.

Хӑравҫӑ хоккейла вылямасть… // Н.Архипова. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Пӗлтӗр Сергей Тимофеев ертсе кайнипе «Кӗтне» команда Елчӗкри хоккей турнирӗнчен кубокпа таврӑнни те пысӑк ҫитӗнӳ.

Большое достижение и то, что в прошлом году в сопровождении Сергея Тимофеева команда "Кубня" с Яльчикского хоккейного турнира вернулась с кубком.

Хӑравҫӑ хоккейла вылямасть… // Н.Архипова. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Хоккей вӑйҫисене те палӑртса хӑвармалла: В.Дмитриев, В.Кошкин, Е.Михайлов, А.Самарин, С.Воробьев, О.Воробьев, И.Индюков, Д.Можаев (вратарь).

Нужно отметить и хоккеистов: В.Дмитриев, В.Кошкин, Е.Михайлов, А.Самарин, С.Воробьев, О.Воробьев, И.Индюков, Д.Можаев (вратарь).

Хӑравҫӑ хоккейла вылямасть… // Н.Архипова. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ҫавӑнпа пӗрлех 40 ҫултан иртнӗ хоккеистсем «Сельский» дивизионта профессионаллӑ мар хоккей лигинче те выляҫҫӗ, пысӑк ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлаҫҫӗ.

Вместе с тем хоккеисты, кому за 40, в дивизионе "Сельский" играют в непрофессиональной хоккейной лиге, стремятся к большим успехам.

Хӑравҫӑ хоккейла вылямасть… // Н.Архипова. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ахальтен мар ӗнтӗ хоккей вӑййи кашни ҫулах нумайрах та нумайрах спортсмена хӑйӗн ытамне пуҫтарать.

Наверное не зря игра в хоккей каждый год собирает в свои объятия все больше и больше спортсменов.

Хӑравҫӑ хоккейла вылямасть… // Н.Архипова. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ыттисем тӗрлӗ хулари хоккей клубӗсенчен.

Остальные из разных городских хоккейных клубов.

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Республикӑн пӗрлештернӗ командин тӗп тренерӗн тивӗҫӗсене вара хоккей клубӗн ертӳҫи Олег Салтыков пурнӑҫласа пырать.

Help to translate

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

«Сокол-2001» командӑна вара нумай ҫул хоккей клубӗн тӗп тренерӗ пулнӑ Борис Топлянников ертсе пырать.

Help to translate

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Маттур ачасемпе хоккей шкулӗ витӗр тухнӑ ӑста тренерсем ӗҫлеҫҫӗ.

Help to translate

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Темиҫе ҫултан спорт об 40 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарти хоккей клубӗ витӗр вун-вун хоккеист тухнӑ.

Help to translate

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Ҫамрӑк чухне электроаппарат завочӗн «Сталь» командин чысне хӳтӗленӗскер кунта та хоккей команди йӗркелеме шут тытнӑ.

Help to translate

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Ҫӗнӗ Шупашкарти «Сокол» хоккей клубӗ - Чӑваш Енри профессионал хоккеистсене хатӗрлекен спорт клубӗ.

Help to translate

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансем хӗллехи вӑхӑтра йӗлтӗрпе ярӑнаҫҫӗ, хоккей площадкисенче иртекен ӑмӑртусене хутшӑнаҫҫӗ.

Поддерживающие здоровый образ жизни в зимнее время катаются на лыжах, участвуют в соревнованиях, проходящих на хоккейных площадках.

Волейболла, футболла вылярĕç // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Вӑл Патшалӑх Канашӗн хоккей командинче тулли йыш валли темиҫе ҫын ҫитменни ҫинчен каларӗ, Молякова командӑна хутшӑнма чӗнчӗ: «Пирӗн вратарь ҫук - килӗшӗр! Форма туянма укҫа ҫук пулсан - пурте пӗрле укҫа пухса туянса парӑпӑр!»

Help to translate

«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed