Шырав
Шырав ĕçĕ:
Атӑл ҫинче ӑна пуян та ӑслӑ ҫын тесе хисепленӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах «Урмаккай» текен хушамат та панӑ, — мӗншӗн тесен, Игнатӑн пурнӑҫӗ, ытти хӑй майлӑ ҫынсенни евӗр, тикӗс те пӗр юхӑм ҫулӗпе чупман, час-часах пӑлхавлӑн вӗресе кайса, тӗп йӗртен, хӑй пурнӑҫӗн тӗп тӗллевӗнчен — пуяс ҫул ҫинчен аяккалла сике-сике тухнӑ.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Саккӑрмӗш армине старик хисепленӗ, юратнӑ.
II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ӑна пур ҫӗрте те юратнӑ, уйрӑммӑнах ӑна ачасем хисепленӗ.
Дуров мучи // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Олегшӑн тӑван вырӑнпа уйрӑлма питех те йывӑр пулчӗ — кунта вӑл хӑйӗн ача чухнехи ҫав тери телейлӗ ҫулӗсене пурӑнса ирттернӗ-ҫке, кунта ӑна пурте юратнӑ, хисепленӗ, кунта унӑн ҫамрӑк чӗри чи малтанхи хут тепӗр ҫамрӑк чӗре патне — Рада Власенко патне туртӑннӑ: Рада Власенко Ржищеврах юлчӗ…
Анлӑ ҫул // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Фракиецсем хисепленӗ вӑрҫӑ турри.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
Малтанхи вӑхӑтра ӑна ҫуркунне турри, кӗтӳсен хӳтӗлевҫи вырӑнне хисепленӗ, ун ячӗпе ҫуркуннехи пӗрремӗш уйӑх ятне панӑ (март).
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
Кибела — Кӗҫӗн Азире, Грецире тата Римра мӗнпур чӗрчун амӑшӗ тесе хисепленӗ пике турӑ.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
Весталкӑсене пит хисепленӗ.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
Луций Корнелий Сулла ӳтне аслӑ гражданинпа чаплӑ императора хисепленӗ пек пытарни — граждансен ҫӗнӗ пӑтранӑвне чӗртсе яракан сӑлтав пулӗ.
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вӑл, хӑйӗн ырӑ чӗрине пула, сӑмахӗнче вилнӗ Луций Корнелий Сулла майлӑ нумай сӑлтавсем кӑтартрӗ, ку сӑлтавсем ҫак аслӑ пухӑва Суллӑна императора хисепленӗ пек хисеплемелле, Марс уйӗнче патшана пытарнӑ пек пытармалла тесе йышӑнтарма пултараҫҫӗ.
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Тата Италире Сулла легионӗсенче ҫапӑҫнӑ ҫӗр ҫирӗм пин ҫын пурӑннӑ, кусем те ӑна аслӑ ҫулпуҫ вырӑнне хунӑ, ырӑ ҫын вырӑнне хисепленӗ.
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Хӑйӗн вӑйӗпе паттӑрлӑхне пула ӑна хӑйӗн юлташӗсем ҫеҫ мар, Спартак та шаннӑ, хисепленӗ.
VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Валерия Спартакӑн ырӑ чунӗнче кунсерен ҫӗнӗрен ҫӗне тивӗҫлӗхсем тупнӑ, ҫавӑнпа ӑна чунтан-вартан савнӑ кӑна та мар, вӑл ӑна хисепленӗ, ӑна пуҫҫапнӑ, унпала савӑннӑ.
VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Ҫав кирлӗ ӑна, — кӑшкӑрса ячӗ уксах легионер, вӑл, Африкӑри вӑрҫӑсенче ҫапӑҫнӑскер, Кай Марий ятне хисепленӗ, — ҫав тискер кайӑка, ҫав этем сӑнне тӑхӑннӑ усала ҫапла кирлӗ!
III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Пурте ӑна хисепленӗ пек пӑхаҫҫӗ, ҫамрӑксем пӑртак унтан хӑраҫҫӗ те, — качча ҫав пысӑк ӳт-пу ҫине сӗмсӗр куҫсемпе пӑхать, анчах унӑн куҫне хирӗҫ хӗрарӑмӑн таччӑн ытамланакан куҫӗ тӗл пулсан, каччӑ вӑтанса хӑй куҫӗсемпе ҫӗрелле пӑхать, Жихарев та хӑй хӑнине хисеплӗн пӑхать, ӑна «эсир» тесе чӗнет, кумма тет, ӗҫме-ҫиме сӗннӗ чух ӑна пуҫ таять.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тӑрӑшнӑшӑн, вӑйне хурса ӗҫленӗшӗн ӑна хисепленӗ.
1 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
— Пӗлтӗм, ефрейтор юлташ, — ответлерӗ Степанов, хӑй юлташне хисепленӗ пек кӑтартса.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫавӑнпа та ҫынсем тусене мар авалтанпах хисепленӗ, турӑсем пурӑнакан ҫурт-йӗр вырӑнне хурса, вӗсенчен шикленнӗ ячӗ.Поэтому люди с древнейших времён чтили горы и даже боялись их, считая их жилищем богов.
Ҫак кӗнеке мӗн ҫинчен каласа парать // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Вӗсем ыттисене пӗр татӑк ҫӗр те парасшӑн пулман, нихӑш енчен те чакасшӑн пулман, — Ҫапах тавӗсем халӑх ҫав тери хисепленӗ тата юратнӑ Тиберипе уҫҫӑнах ҫапӑҫу пуҫласа яма хӑранӑ.
56 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫапла ҫав, ачасем нумай пӗлекен, ӑста ҫынна пӗтӗм чунтан хисепленӗ пек никама та, ниме те хисеплемеҫҫӗ.
33 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.