Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лена шурӑ халат ҫаннисене тирпейлӗн тавӑрчӗ, умне вараланасран ҫакнӑ саппунне тӳрлетсе ҫыхрӗ те михӗри комбикорма сарлака валашка ҫине ярса шывпа хутӑштарчӗ, ӑна тӗплӗн пӑтратса нӳретрӗ.
IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Лена фермӑна пырса кӗнӗ чухне шап-шурӑ халат тӑхӑннӑ хӗрсем пӗчӗк чӗпӗсем валли апат хатӗрлетчӗҫ.
II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Элеонора кӗренрех халат тӑхӑннӑ, ҫиелтен пурҫӑн пиҫиххи ҫыхнӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Поля юнашар пӳлӗмрен кӑвак пурҫӑн халат тӑхӑнса тухрӗ, качча кухньӑна чӗнчӗ.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
— Салам, Пӑрчкан! — тесе, пӗр пӳлӗмрен кӑвак халат тӑхӑннӑ сарӑ вӑрӑм хӗр сиксе тухрӗ.
IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Таня шурӑ платйине симӗс курӑкпа вараласран тусӗн халат аркийӗ ҫине ларнӑ, Кольӑна, мӑйӗнчен ыталаса, пуҫне ун кӑкӑрӗ ҫине хунӑ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Йывӑҫ тӗмӗсем хушшинчен хӑмӑр халат тӑхӑннӑ Коля килни курӑнчӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи пур салтак пекех, уйрӑмах йывӑр аманнӑскерсем, тӗреклӗ те сывӑ каччӑ ҫине, тӳмелемен халат айӗнчен курӑнакан унӑн капӑр костюмӗ, галстукӗ, чӑлт шурӑ буркийӗ ҫине сивӗ куҫпа пӑхрӗҫ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Вара ҫине тап-таса хура пурҫӑн халат тӑхӑнса ячӗ те стойкӑсем хушшипе утма пуҫларӗ.
Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Тимӗр, калаймӑн-и, Нанайцева ӑҫта тупма пулать-ши? — ыйтрӗ вӑл шурӑ халат тӑхӑннӑ сутуҫӑран.
Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Урисене ҫемҫе тапӑчкӑсем, ҫине чечеклӗ пурҫӑн халат тӑхӑннӑ хуҫа майри хыпалансах ӗҫлеме пуҫларӗ.
Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Стойка хушшинче, сентресем патӗнче, пуҫне хура берет, ҫине хура пурҫӑн халат тӑхӑннӑ Петр Петрович ещӗксемпе айланать.
Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫав вӑхӑтра подвал алӑкӗнчен ӗҫлемелли хура халат тӑхӑннӑ Сергей тухрӗ.
Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хан шакӑсене пуҫтарчӗ те рак хуранӗсенчен эрешлесе тунӑ пӗчӗк арчана хучӗ, хӑй джеллаба — вӑрӑмран та вӑрӑм халат тӑхӑнса пусма вӗҫне тухрӗ.
6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫине Едигер Гирейсем пек пулас тесе аркине ылтӑн хӑю тыттарнӑ кӑвак халат тӑхӑнатчӗ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ашака акӑш-макӑш халат тӑхӑнтар, Пур пӗрех вӑл ашак, пур пӗрех лаша мар.
7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вӑл карчӑка васкасах салтӑнтарма тытӑнчӗ, чемоданӗнчен ӑшӑ халат туртса кӑларчӗ.
Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.
Хӑйне чӗнес тесе ҫаврӑнса пӑхрӑм, вӑл чылай кайнӑ, халат аркине варкӑштарса утатчӗ.
Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.
Ещӗкпе темӗн йӑтнӑччӗ, халат аркипе ещӗкне ҫиелтен витнӗ хӑй, васкаса утать.
Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.
Мана хирӗҫ унта хӑмӑр халат тӑхӑннӑ хӗрарӑм иртсе кайрӗ.
Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.