Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл уезд пуҫлӑхӗпе туслашнӑ та ҫын евӗр калаҫма та маннӑ-им?Думаешь, раз он побратался с начальником уезда, так и говорить по-человечески разучился?
Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
Ӑна эпир каярахпа ҫеҫ пӗлтӗмӗр, ун чухне вара эпир ӑна леш пуян Рахметовсен йӑхӗнчен пуль тесеччӗ; лешсен вӗсен пуян ҫӗр улпучӗсем нумай, пурне те пӗрле илсен, вӗсен Медведица, Хопра, Сура тата Цна шывӗсем тӑрӑхӗнче 75000 чуна яхӑн шутланнӑ, ҫав вырӑнсенче вӗсем ним улшӑнмасӑр уезд пуҫлӑхӗ пулаҫҫӗ, вӗсенчен кам та пулин е пӗри е тепри ҫав тӑрӑхри виҫӗ губернирен пӗринче пӗрмаях губерни пуҫлӑхӗ пулаҫҫӗ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Уезд начальникӗ тӗпчекеленӗ хыҫҫӑн вилене староста кайса пытарчӗ.
Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.
Чэнь Ши-чэн уезд управленийӗнче экзамен тытнисен списокне, стена ҫумне ҫакса хунӑскерне, пӑхкаланӑ хыҫҫӑн киле таврӑнма тухнӑ чухне кӑнтӑрла иртнӗччӗ ӗнтӗ.
Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.
Ҫавӑн пек ҫынсем те пур-ҫке-ха: калӑпӑр, уезд пуҫлӑхӗ ӑна сӑнчӑрласа лартнӑ, улпутсем питрен ҫутӑлтара-ҫутӑлтара янӑ, арӑмӗсене уезд управленийӗнчи стражниксем турта-турта илнӗ, ашшӗ-амӑшӗсем вара ростовщиксене тарӑхнипе виле-виле выртнӑ, апла пулин те вӗсен сӑн-сӑпачӗсем эп ӗнер курнӑ ҫынсенни пекех хӑрушӑ та хаяр мар.
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Ун пирки вӑл хӑйӗн «А-кьюн чӑн-чӑн историйӗ» повеҫре ҫапла ҫырнӑ: «Уезд начальникӗ те ҫав ҫынах юлчӗ, унӑн ячӗ ҫеҫ улшӑнчӗ».
Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.
Ҫывӑхри ялсем тата уезд хули унтан ҫирӗм пилӗк-вӑтӑр ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.Ближайшие деревни и уездный город были верстах в двадцати пяти и тридцати.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Гороховӑй урамра, пӗр уезд хули шӑнӑҫмалла пысӑк ҫуртра, хӑйӗн хваттерӗнчи вырӑнӗ ҫинче, ирхине Илья Ильич Обломов выртать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫак ӗҫе пӑхса тухса, мӗн-мӗн тума палӑртнине тата законсенчен выпискӑсем ҫырса илсе, … уезд сучӗ ҫапла йышӑнать: Пӑхса тухнӑ ӗҫрен ҫакӑ курӑнать: Петр ывӑлӗ Кирила Троекуров генерал-аншеф асӑннӑ тавлашуллӑ имени пирки, халӗ гварди поручикӗ Дубровский Гаврилӑн ывӑлӗ Андрей аллинчи юлашки ревизи тӑрӑх … чун арҫын шутланакан Кистенёвка ялӗпе ҫӗрӗ, вӑрманӗ, шывӗ-шурӗ пӗтӗмпех хӑйӗн аллинче пулма тивӗҫҫине кӑтартакан хута суд аллине панӑ.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ку имение атте ҫав суда прошени паракан, ӗлӗк провинциальнӑй секретарь пулнӑ, унтан Коллежски ассесора тухнӑ Троекуровран 17 … ҫулхи августӑн 30-мӗшӗнче панӑ, К… уезд судӗнчи титулярнӑй советник Васили ывӑлӗ Кӗркури Соболев ҫирӗплетнӗ доверенность тӑрӑх илнӗ.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ун патӗнче ҫӗр каҫса, вӑл тепӗр кун ирхине уезд сучӗн ҫуртне пычӗ.Ночевал у него и на другой день утром явился в присутствие уездного суда.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949