Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑхӑнтартса (тĕпĕ: тӑхӑнтарт) more information about the word form can be found here.
Джима вӗсем хытӑ вӑрҫрӗҫ, пӗр-икӗ хут питӗнчен ҫупкӑ та пачӗҫ, Джим пӗр сӑмах та каламарӗ, хӑй мана пӗлнине пач та палӑртмарӗ; вара ӑна хӑй ларнӑ хӳшше каллех кайса хупрӗҫ, кивӗ тумнех тӑхӑнтартса, каллех сӑнчӑрларӗҫ, анчах халӗ кравать уринчен мар, стенан аялти пӗрени ҫине ҫапса лартнӑ тимӗр ункӑран кӑкарчӗҫ, унӑн хуҫи киличчен шывпа ҫӑкӑр кӑна ҫитерме хушрӗҫ, хуҫи килмесен, аукционтан сутса яричченех ӑна ҫапла усрамалла терӗҫ; эпир чавнӑ ҫула питӗрсе хучӗҫ, ҫӗрле икӗ фермера пӑшалпа хурал тӑратма, кӑнтӑрла алӑк умне бульдог кӑкарма йышӑнчӗҫ; пӗтӗм ӗҫсем пирки калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн вӗсем Джима татах тепӗр кана ахалех, ӗҫсӗр аптранипе, вӑрҫма тытӑнчӗҫ, вара ватӑ тухтӑр кӑштах итлекелесе тӑчӗ те ҫапла каларӗ:

Они долго ругали Джима и раза два-три угостили его хорошей затрещиной, а Джим все молчал и даже виду не подал, что он меня знает; а они отвели его в тот же сарай, переодели в старую одежду и опять приковали на цепь, только уже не к кровати, а к кольцу, которое ввинтили в нижнее бревно в стене, а по рукам тоже сковали, и на обе ноги тоже надели цепи, и велели посадить его на хлеб и на воду, пока не приедет его хозяин, а если не приедет, то до тех пор, пока его не продадут с аукциона, и завалили землей наш подкоп, и велели двум фермерам с ружьями стеречь сарай по ночам, а днем привязывать около двери бульдога; потом, когда они уже покончили со всеми делами, стали ругать Джима просто так, от нечего делать; а тут подошел старичок доктор, послушал и говорит:

Хӗрӗх иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Унсӑрӑн халех кофейникпе тӑхӑнтартса яратӑп!..

А то как запущу в тебя кофейником!..

Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Джима тимӗр тӑлӑ тӑхӑнтартса сӑнчӑрланӑ пулсан тата лайӑхрахчӗ те, анчах пире, чухӑнсене, тимӗр тӑлӑпа сӑнчӑр ылтӑнпа кӗмӗл пекех килӗшсе каймаҫҫӗ.

Кандалы и цепи были бы на Джиме еще лучше, только это нам не к лицу при нашей бедности, вроде как золото и серебро.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

— Нимӗн тесе те шухӑшламастӑп, тытап та тӑхӑнтартса ярап пуҫӗнчен, — енчен вӑл шурӑ ҫын мар пулсан, паллах.

— Ничего не подумаю, возьму да и тресну его по башке, — то есть если это не белый.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Анчах вӑл матроссене шиклентермерӗ; вӗсем часах акулӑн хӳрине вилтӳ тӑхӑнтартса илсе, ӑна ҫатӑлтатма чарчӗҫ.

Но с ней быстро справились, накинув на хвост мертвую петлю и тем парализовав ее движения.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Карса хуман чӳрече витӗр пӗр лутра ҫуртра Натка вӑшт пӑхса илчӗ те, пӗр ватӑ карчӑк, радио итлемеллине хӑлхисем ҫине тӑхӑнтартса лартса, темӗскере пит те тимлесе итлесе ларнине, тата вӑл итлеме пӑрахма пултарайманни сӗтел ҫинче ларакан сахӑр хумалли патнелле кармашакан пӗчӗк ачана аллипе юнаса ларнине курчӗ.

Мельком заглянула Натка в незавешенное окошко низенького домика и увидала, как старая бабка, нацепив радионаушники, внимательно слушает и отчаянно грозит догадливому малышу, который смело лезет на стол к сахарнице.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Маюкӑн юнне тӗрӗслерӗҫ те чӑлт шурӑ йӗм, кӗпе тӑхӑнтартса ашшӗ выртакан пӳлӗме илсе кӗчӗҫ, ашшӗпе юнашар койкӑ ҫине выртарчӗҫ.

Help to translate

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Айта-ха пӗрер тӑхӑнтартса ярар, вӑт вара йӗрсе ярать, — терӗ Фигура, Тимура хыр йӗкеллипе персе.

— Давай-ка сунем ему по разу, вот и заплачет, — сказал Фигура и запустил вдогонку Тимуру еловой шишкой.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

— Аттуна вӑл кӑмака хыҫне илсе кӗчӗ, ун ҫине шӑпӑр тӑхӑнтартса лартрӗ те, ку ӗнтӗ сад пулать, тет.

— Она стащила сапог за печку, воткнула в него веник и говорит, что это будет сад.

Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.

Хӑйне пӗрремӗш хут пурҫӑн кӗпе тӑхӑнтартса аллине чуптунине вӑл халӗ те манаймасть.

Она до сих пор не может забыть ту минуту, когда ей в первый раз надели шелковое платье и поцеловали у ней ручку.

VIII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Старик ахлатса илсе ӑна аллинчи йӑрӑс сыпӑкӗпе хӑлха чиккинчен тӑхӑнтартса ячӗ.

Старик, крякнув, хватил его бруском по лбу.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Мана пӗри хӑлхаран тӑхӑнтартса ячӗ…

 — Немец один нынче хлопнул меня по уху…

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Эпӗ чӑтаймарӑм, тӑтӑм… тӑхӑнтартса ярас тесех сулӑннӑччӗ ӗнтӗ…

Я не выдержал, встал и… было замахнулся по морде дать…

Петровсен ҫемье дневникӗнчен // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ҫурӑлса кайнӑ тӳшекрен тӗк-ҫӳҫ вӗҫнӗ пекех, ҫӑмламас пысӑк пӗрчӗсем ҫине-ҫине лаплатма тытӑнчӗҫ те хулана темиҫе минут хушшинчех шап-шурӑ тум тӑхӑнтартса та хучӗҫ.

Большие мохнатые хлопья повалили, как пух из распоротой перины, и за несколько минут одели город во все белое.

6 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ну, кӗтӗм ҫакӑн патне, мана вӑл ҫак ҫӗрре парнелесе пачӗ, пӳрнене те хӑй аллипех тӑхӑнтартса ячӗ.

Ну, зазвала к себе, подарила, прямо-таки навязала, вот это колечко.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кӗпине ӑна Ильинична Степана курма кайнӑ ятпа кӑна тӑхӑнтартса янӑ-ха.

Рубахи, только ради случая надетой на него Ильиничной.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кривошлыкова ҫавӑтса пычӗҫ, темле офицер ӑна пукан енне улӑхса тӑма пулӑшрӗ, вӑлах унӑн мӑйне йӑлмак тӑхӑнтартса ячӗ.

Кривошлыкова подвели, один из офицеров помог ему подняться на табурет, он же накинул петлю.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Авалхинчен аяккарахчӗ пире, атту патша хӑмӑтӗнчен те тӑвӑртараххине тӑхӑнтартса ярӗҫ.

 — Нам от старины подальше, а то в такую упряжку запрягут, что хуже царской обозначится.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сирӗн мӑйсенчи йывӑҫ хӑмӑта хывса илесшӗн вӗсем, анчах такӑнтарас пулсан, ун вырӑнне хурҫӑран тӑхӑнтартса ярӗҫ!

Деревянное ярмо с вас хочут скинуть, а уж ежели наденут, так наденут стальное!

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӑна тӑхӑнтартса янӑ кӗпе, вӑрӑм пирки, урисем хушшинче чӑлханать: ахӑртнех кӗпи темӗнле питӗ те тӗреклӗ хӗрарӑмӑнне ҫаклатса тухнӑскер пулас.

Белая рубаха, со здоровенной, как видно, бабищи, была ему длинна, путалась в ногах.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed