Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑсӑлакан (тĕпĕ: тӑсӑл) more information about the word form can be found here.
Ҫак шӗвӗр пуҫне кӗреҫе аврине варри тӗлӗнчен ҫапса кӗртетӗн, ытти тӑсӑлакан тӑрӑхне авӑр ҫумне вӗтӗ пӑтасемпе авса тыттаратӑн.

Help to translate

Шӑтӑрнак // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/234

Пуласлӑха Тӑван ҫӗршывӑмӑр, хамӑр ачасен ырлӑхӗшӗн тата халӑхӑн нумай ӗмӗре тӑсӑлакан пуян йӑли-йӗрки ҫине таянса йӗркелетпӗр.

Будем строить будущее во имя нашей Родины, наших детей и с опорой на многовековые традиции народа.

Олег Николаев Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/31/nov ... -respublik

Палас шывӗн сылтӑм ҫыранӗпе тӑсӑлакан йӑмрасем, пӗр авӑнса те тӳрленсе, тем ҫухатнӑ пек эрленсе-хурланса, куҫҫуль юхтараҫҫӗ.

Help to translate

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халӗ вӑл аякран вӗҫӗ-хӗррисӗр тӑсӑлакан сарӑ пусма тӑрӑхӗ пекех туйӑнать.

Help to translate

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тинех ӑнланса илчӗ — вӑл икӗ чӳрече хушшипе мачча патне ҫитиех тӑсӑлакан пысӑк тӗкӗре курать иккен.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вырӑс ҫарӗсем юхан шывсем тӑрӑх ҫӗршер ҫухрӑма тӑсӑлакан сӗм вӑрмансене пырса кӗчӗҫ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кашни валлиех ӗҫ пур темиҫе эрнене тӑсӑлакан шавлӑ курбан байрамра: пӗрин халӑха йыхӑрса ҫӗлӗк ҫавӑрмалла, хӑйне мӗн хушнине кӑшкӑрса ҫӳремелле, теприн купӑс каламалла е параппан ҫапмалла; пӗрин типнӗ пулӑ е пусма-тавар сутмалла, теприн чаплӑ тумланса хӗр пӑхса ҫӳремелле; пӗрин чӑм шыва ӳксе Казанка хӗрринче сутуҫсен япалисене пушатмалла, теприн ӑшша пиҫнӗ ҫынсем валли шерпет сутмалла; пӗрин ӗҫсе ӳсӗрӗлсе пылчӑк ӑшӗнче йӑваланса выртмалла, теприн ҫав вӑхӑтра ыттисен кӗсйине якатмалла; пӗрин килтен тарнӑ тарҫине шыраса ҫӳремелле, теприн пӗр-пӗр кӗтесре юмӑҫ пӑхмалла, ыран вилес ҫынсене чир иртсе каяссипе, лашине ҫухатнӑ ҫынна вӑл тупӑнассипе савӑнтармалла.

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кам пӗлет, тен, вӑл та ӗмӗр-ӗмӗр тӑсӑлакан хуйхӑ-суйхӑран хӑтӑласшӑн ҫулталӑкра пӗрре те пулин савӑнма тӑрӑшнӑ-тӑр?

Help to translate

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Ҫапла майпа эрне хушши тӑсӑлакан форсайт-сессисене Сывлӑх министерстви чи малтан старт панӑ.

Help to translate

Кашни валли илӗртӳллӗ пултӑр // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11794-ka ... -ll-pult-r

Икӗ километра яхӑн тӑсӑлакан кӗпер ӳссех пычӗ.

Help to translate

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Кунта Иван Яковлевӑн Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчи тӑватӑ сасӑпа юрлакан хорӑн ырӑ пуҫарӑвне малалла тӑсӗҫ, «ашшӗсемпе ачисен» хушшинчи ӗмӗре тӑсӑлакан ыйтӑвӗсем те ҫивӗчлӗхне ҫухатмӗҫ.

Help to translate

Литература ҫулталӑкӗ - писательсемсӗр? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 4 с.

Вӑл 8—11-мӗш классенче ӑс пухакансем валли тӳлевсӗр, икӗ ҫула тӑсӑлакан программировани курсӗн формипе пурнӑҫланать.

Help to translate

Икӗ пин ытла заявка тӑратнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d0%b8%d0%b ... 82%d0%bda/

Вӑл 8—11-мӗш классенче ӑс пухакансем валли тӳлевсӗр, икӗ ҫула тӑсӑлакан программӑламалли курсӗн формипе пурнӑҫланать.

Help to translate

Программӑлама вӗренме май пур // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d0%bf%d1%8 ... %83%d1%80/

Атту тупнӑ темӗнле тӑсӑлакан пирчев сӑмахсем те — ни ӗҫӗ, ни вӗҫӗ.

А то молотит и молотит слова, ни конца им, ни краю.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Икӗ ачана кимӗсем сыхлама хӑварса, колхозниксем темиҫе ҫухрӑма тӑсӑлакан илемлӗ хӑвалӑха кӗрсе кайрӗҫ.

Help to translate

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Атӑлкасси пӗр вӗҫӗнче, аслӑ ҫул хӗрринче, темиҫе ҫухрӑма тӑсӑлакан ҫамрӑк вӗтлӗх кашласа ӳсет.

Help to translate

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сергей Александрович каланӑ тӑрӑх, талӑка тӑсӑлакан сменӑсем тӗрлӗрен иртме пултараҫҫӗ.

Help to translate

Ҫын сывлӑхӗшӗн кӑна мар, пурнӑҫӗшӗн те яваплӑ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9235-yn-syvl ... -te-yavapl

Тӳрӗ тата аякка тӑсӑлакан йӑрансем ҫинче юман, хыр, чӑрӑш, ҫӑка, туя, кӑвак чӑрӑш тата ытти ҫамрӑк хунавсем ҫитӗнеҫҫӗ.

Help to translate

Кашни хунав пысӑк тимлӗх ыйтать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/16/%d0%ba%d0% ... %82%d1%8c/

Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ҫӗнӗ пӗлӳсем, открытисемпе ҫитӗнӳсем еннелле тӑсӑлакан аслӑ ҫулпа ҫӳреве тухма йыхӑрать.

Первое сентября традиционно дает старт большому пути к новым знаниям, открытиям и достижениям.

Олег Николаев Пӗлӳ кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2022/09/01/glava ... aet-s-dnem

Анчах ку вӑраха тӑсӑлакан хутшӑну мар.

Но речь не идет ни о каких серьезных отношениях.

52-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed