Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Вара Шехания, Елам ывӑлӗсенчен тухнӑ Иехиил ывӑлӗ, Ездрӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эпир, ҫак вырӑнти ют халӑхсен хӗрӗсене качча илсе, Туррӑмӑр умӗнче усал ӗҫ турӑмӑр, ҫавах та Израилӗн шанчӑк сӳнмен-ха; 3. халӗ эпир Туррӑмӑрпа халал хывӑпӑр: хуҫамӑм канашне тата Туррӑмӑр ӳкӗчӗсене хисеплесе-уяса тӑракансен канашне итлесе, эпир хамӑрӑн арӑмсене тата вӗсем ҫуратнӑ ачасене пурне те каялла яма пулӑпӑр, — саккун хушнӑ пек пултӑр!
1 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ҫапла эпир Агава юханшывӗ хӗрринчен пӗрремӗш уйӑхӑн вуниккӗмӗш кунӗнче Иерусалима кайма тапранса тухрӑмӑр; Туррӑмӑрӑн аллийӗ пирӗн ҫинче пулчӗ, пире тӑшман аллине, сыхласа тӑракансен аллине лекесрен ҫул ҫинче хӑтарса пычӗ.
1 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ровоам патша ӗнтӗ вӗсем вырӑнне пӑхӑр хулкансем тутарнӑ та патша керменне кӗнӗ ҫӗрте сыхласа тӑракансен пуҫлӑхӗсен аллине панӑ.
2 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Каллех элчӗсем килнӗ, каланӑ: Венадад ҫапла калать: эпӗ сан патна: «хӑвӑн ылтӑн-кӗмӗлне, хӑвӑн арӑмусемпе ывӑлусене мана пар» тесе калама янӑччӗ; 6. ҫавӑнпа эпӗ ыран, ҫак вӑхӑта, сан патна хамӑн чурасене яратӑп, вӗсем санӑн кил-ҫуртна та, сана пӑхӑнса тӑракансен килӗсене те пӑхса ҫаврӑнччӑр, эсӗ вӗсене хӑвӑн пӗтӗм хаклӑ мулна пар та вӗсем ӑна ман патӑма илсе килччӗр, тет, тенӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ровоам патша ӗнтӗ вӗсем вырӑнне пӑхӑр хулкансем тутарнӑ та патша керменне кӗнӗ ҫӗрте сыхласа тӑракансен пуҫлӑхӗсен аллине панӑ.
3 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эрех парса тӑракансен пуҫлӑхӗ Иосифа аса илмен, вӑл ӑна маннӑ.23. И не вспомнил главный виночерпий об Иосифе, но забыл его.
Пулт 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Виҫҫӗмӗш кунне, хӑй ҫуралнӑ кун, фараон мӗнпур тарҫишӗн ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ, хӑйӗн тарҫисем хушшинче вӑл эрех парса тӑракансен пуҫлӑхӗпе ҫӑкӑр парса тӑракансен пуҫлӑхне аса илнӗ; 21. вара эрех парса тӑракансен пуҫлӑхне ӗлӗкхи вырӑнне тавӑрнӑ, лешӗ ӗнтӗ фараон аллине курка тыттарнӑ; 22. ҫӑкӑр парса тӑракансен пуҫлӑхне, Иосиф вӗсене каласа кӑтартнӑ пек, [йывӑҫ ҫине] ҫактарнӑ.
Пулт 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӑкӑр парса тӑракансен пуҫлӑхӗ, Иосиф лайӑх ӑнлантарнине курса, ӑна каланӑ: эпӗ те тӗлӗк куртӑм: акӑ манӑн пуҫ тӑрринче виҫӗ ҫатан кунтӑ пек; 17. ҫиелти кунтӑра ҫӑкӑр пӗҫерекен пӗҫерсе хунӑ, фараон ҫиекен тӗрлӗрен ҫимӗҫ пек, ӑна манӑн пуҫ тӑрринчи кунтӑран [ҫӳлти] вӗҫен кайӑксем сӑхаҫҫӗ пек, тенӗ.
Пулт 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эрех парса тӑракансен пуҫлӑхӗ хӑйӗн тӗлӗкне Иосифа каласа кӑтартнӑ, ӑна каланӑ: эпӗ тӗлӗк куртӑм: акӑ манӑн умӑмра иҫӗм ҫырли йывӑҫӗ ларать пек; 10. йывӑҫӗн виҫӗ турат пек; йывӑҫӗ ӳссе ҫитӗнчӗ, ҫеҫке ҫурчӗ пек, ҫырлисем те ӳссе, пиҫсе ҫитрӗҫ пек; 11. фараон курки манӑн аллӑмра пек; эпӗ ҫырлисене татса илтӗм те, сӗткенне фараон куркине пӑчӑртаса юхтартӑм та куркине фараон аллине тыттартӑм пек, тенӗ.
Пулт 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.