Шырав
Шырав ĕçĕ:
Парнеленӗ ҫаплах хӑйӗн варлине патша Ливи тӑвӗсен аркинчи вӑрмансенче чи малтан ҫурӑлакан ҫурӑм ути чечекӗсем евӗр аметистсене, — ҫиле чарса лартакан, ҫилле ҫемҫетекен, ӳсӗрӗлесрен сыхлакан, тискер кайӑксене тытнӑ чух пулӑшакан тӗлӗнмелле вӑй-хӑватлӑ аметистсене; юратура телей паракан, мӑшӑрсен харкашӑвне пусӑрӑнтаракан, патша тарӑхӑвне сирсе яракан, лашана алла вӗрентнӗ вӑхӑтра тата сутнӑ чух ӑнӑҫу кӳрекен Персеноль бирюзине; кушак куҫне те — хӑй хуҫин пурлӑхне, ӑстӑнӗпе сывлӑхне сыхлаканскере; шупка, ҫыран таврашӗнчи тинӗс шывӗ евӗр кӑвакрах симӗс вериллие те — куҫа шур илесрен тата юхан-суранран хӳтӗлекен хатӗре, ҫулҫӳренсен ырӑ юлташне; нумай сӑрлӑ ахах та — ӑна хӑй ҫумӗнче тытакан тӑшмансен каварӗнчен хӑрамасть тата ҫӗр кисреннӗ чухнехи хӑрушлӑхран сыхлӑхлӑ; нефрита та — аҫа ҫапассине сирекен кӑчкӑ чулне; симӗсрех панулми тӗслӗ, тӗксӗмрех ҫутӑ онихие те — хуҫине вутран тата ухмаха тухасран хураллаканскере; тискер кайӑксене чӗтреве ертекен ясписа та; калаҫу хитрелӗхне ӳстерекен хура чӗкеҫ чулне те; йывӑрлӑ хӗрарӑмсем хисеплекен ӑмӑрткайӑк чулне те, чӗпписем тухас вӑхӑт ҫитсен, хайсен йӑвисене хураҫҫӗ ӑна ӑмӑрткайӑксем; пӗчӗк хӗвелсем евӗр ҫиҫекен, Офиртан илсе килнӗ заберзата та; ылттӑн пек сарӑ хрисолта та — сутуҫӑсемпе вӑрӑсен тусне; патшасемпе вӗсен арӑмӗсем юратакан сардоникса та; хӑмла ҫырли тӗслӗ лигирие те: пуриншӗн те паллӑ, стена витӗрех курма пултаракан ҫивӗч куҫлӑ ҫӳлевӗҫсен хырӑмӗнче тупаҫҫӗ ӑна, — ҫавӑнпа та лигирипе ҫӳрекенсем яланах ҫивӗч куҫлӑ пулаҫҫӗ, — кунсӑр пуҫне вӑл сӑмсаран юн кайнине чарать тата тӗрлӗ сурансене, вӗсене чулпа та тимӗрпе амантса туман пулсан, тӳрлетет.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Хӑйӗн халӑхӗн харсӑр та шанчӑклӑ хӗрӗ, Кавказ тӑвӗсен парӑнманлӑхӗпе ирӗклӗхне чунӗнче улшӑнми усраканскер, нумай нациллӗ Раҫҫей тӑнӑҫлӑхӗшӗн ҫунатчӗ…
Сулиета Аслановна Кусова-Чухо. // Марина Карягина. https://www.facebook.com/photo.php?fbid= ... =3&theater
Печорин, Кавказ тӑвӗсен кӑвакарнӑ тӑррисем ҫине пӑхса, шухӑша кайрӗ, тухса каймашкӑн вӑл пачах та васкаман пек туйӑнчӗ.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Максим Максимычпа уйрӑлсан, эпӗ часах Терекпе Дарьял тӑвӗсен хушшине вӗҫтерсе тухрӑм, Казбекра ирхи апат турӑм, ларсра чей ӗҫрӗм, унтан вара каҫхи апат тӗлне Владикавказа ҫитме ӗлкӗртӗм.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Чӑваш чӗлхи тымарӗн сӗткенӗнче Вӑтам Азири ҫеҫен хирсен сӑнӗсем те, инҫетри Кавказ тӑвӗсен кӳлеписем те, Хура тинӗс ҫыранӗсем те уҫӑмлӑ палӑраҫҫӗ.
Тӑван чӗлхе тымарӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7348.html
10. Ҫак Израиль ывӑлӗсен халӑхӗ хӑйсен сӑннине мар, хӑйсем пурӑнакан тусен ҫӳллӗшне шанать, мӗншӗн тесессӗн вӗсен тӑвӗсен тӑррине хӑпарма ҫав тери кансӗр.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.