Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тыттарса (тĕпĕ: тыттар) more information about the word form can be found here.
Шыв хӗррине тухса шӳт хыҫҫӑн шӳт каласа та халӑха култармарӗ, пылпа ҫу пек пурӑнакан мӑшӑрсене хирӗҫтерсе ярса та ятлаҫтармарӗ, ывӑлне чӗнсе кӑларчӗ те: — Картишӗнче чӑх-чӗп ҫӳреми кӑна мар, шӑши хӗсӗнсе тухмалла мар шӑтӑк та ан хӑвар, — терӗ, ӑна тимӗр кӗреҫе тыттарса.

Help to translate

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Пулчӗ, — терӗ вӑл хӗр ачана Янгул текеннине тыттарса.

Help to translate

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Казаксенчен ҫурри ытла лашисем ҫинчен сике-сике анчӗҫ, чӗлпӗресене ытти юлан утсене тыттарса картаналла кӗрсе кайрӗҫ.

Help to translate

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кирлӗ пулсан сана ним мар тыттарса яратӑп.

Help to translate

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Чӑнах, куҫ умӗнчех тыттарса яраттӑмӑр ҫынна, эй алла!

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Кӑна тума пултарать вӑл, — шутларӗ аслӑ князь ҫыру хучӗсене хӑйӗн дьякне тыттарса.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вара тарӑхса каннӑ аксакалсен ҫырӑва шӑтӑкран ҫеҫ тыттарса хӑвармалла пулчӗ.

Help to translate

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халех тыттарса ярап сана! — хыттӑн каларӗ хӗрарӑм.

Help to translate

2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Апла пулсан ме, ил, — терӗ Лев Борисович, хура кайӑка читлӗхӗ-мӗнӗпех мана тыттарса.

Help to translate

Чи хаклӑ парне // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 79–82 с.

Илсе кайӑр, — терӗҫ Петюкпа Ехрем, Лев Борисовича икӗ тӑмана тыттарса.

Help to translate

Чи хаклӑ парне // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 79–82 с.

— Мӗн, лекрӗ-и? — ахӑлтатрӗҫ ҫынсем, кепкине ӑна тыттарса.

Help to translate

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Унта сана ӗҫ укҫи хутаҫпах тыттарса яраҫҫӗ тетӗн-и?

Help to translate

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

— Ме, — терӗ вӑл, кирпӗче Митьӑна тыттарса.

Help to translate

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Хӑрамарӑм, — паттӑрланса каларӑм эп, ӑна хутаҫа тыттарса.

Help to translate

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫӗрпӳ ҫулӗ ҫинчен тарсан, вӑл киле килчӗ, Касак Ваҫҫи тыттарса ярасран хӑраса нумай та тӑмарӗ, тухса кайрӗ.

Help to translate

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хлиман ҫавӑншӑн Ҫтаппана питӗ ҫилленнӗ, халӑха пӑлхатакансемпе пӗрле, вӗсемпе пӗр шухӑшлӑ эсӗ тесе, ӑна стражнике тыттарса ярасшӑн пулнӑ.

Help to translate

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Карчӑк ӑна хӗрхеннӗ, «штрафа» татмашкӑн 50 пин тенкӗ тыттарса янӑ.

Help to translate

«Ылтӑнпа» тӳлетпӗр... // Ольга АНДРИЯНОВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 12 с.

— Тепри пулсан ҫавӑнта мана ухмахланнӑшӑн хӑлха чикки тыттарса ярӗччӗ, эсӗ вӑйлӑ йӗкӗт, тивмерӗн мана.

— Другой бы на твоем месте такого мне тумака задвинул, а ты пальцем не тронул.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Палланӑ пулсан тыттарса ямаллаччӗ пек-ҫке?

Если узнал, то наверняка должен был сдать в полицию, но не сдал…

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Хӑратӑн тыттарса яма, — хӑйӗннех печӗ Шахрун.

— Не-ет, побоишься, — гнул свое Шахрун.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed