Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытрӑм (тĕпĕ: тыт) more information about the word form can be found here.
Халӗ икӗ алӑпа ҫӳҫе турачӗсенчен ярса тытрӑм та ҫӳлелле туртӑнма пуҫларӑм.

Help to translate

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

«Уйрӑлмалла, — ҫирӗп шухӑш тытрӑм эпӗ. — Анчах мӗнле?»

Help to translate

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

— Енчен те эп путеке алла тытрӑм пулсан, миҫе пулать?

Help to translate

Кӗскен // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 43–44 с.

Хайхи пушӑн 21-мӗшӗнче ҫак SSD-не резерв пек туянма шут тытрӑм.

Help to translate

«Паян сервер валли Samsung SSD туянтӑм...» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/138

Минюк каланӑ хыҫҫӑн эп чиркӗве кайма шут тытрӑм.

Help to translate

Минюк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ шапа ҫӑвар патне пытӑм та алӑ тытрӑм, вӑл йӑлӑнсах ыйтнипе сӗтел хушшине лартӑм.

Help to translate

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Ҫапла эпӗ Арӑсланӑм пулӑшнипе ҫавӑн чух пӑшалсӑр-мӗнсӗрех виҫӗ упа тытрӑм, этеме сарӑмсӑр вилӗмрен хӑтартӑм, хам та киле сывах таврӑнтӑм.

Help to translate

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Ҫыран хӗррине тухсан, ҫӑмламас хӑлхинчен ҫатӑрласа тытрӑм та ҫак упана, ҫирӗпрех кантра е пралук тупӑнсанах ӑна ҫыхса пӑрахма ӗмӗтленсе, ҫул айккинелле, енчен-енне пӑхкаласа пыраттӑм ӗнтӗ, темле сасӑ илтӗннипе хыҫалалла куҫ ывӑтрӑм ҫеҫ — сехре хӑпрӗ тухрӗ.

Help to translate

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Апла-и, капла-и, ӗҫсене туса пӗтернӗ хыҫҫӑн канас тӗллевпе тӑвансем патне ҫул тытрӑм.

Help to translate

Кӗрленӗ, кӗрлетпӗр, малашне те кӗрлӗпӗр-ха! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6211.html

Нумаях та лармарӑм, эпӗ те тумланса тухрӑм, кирлӗ ҫӗрелле ҫул тытрӑм.

Help to translate

Чап // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 66–69 с.

Тытрӑм та каллех каччӑ пулса юлтӑм.

Help to translate

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Алла пуртӑ тытрӑм та, хӗрсене хаваслантарас тесе, юри сӑхсӑхса илтӗм.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫав ӗҫе эпӗ халӗ хам тӗллӗн вӗренме шут тытрӑм.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Нумай катса ан пӗтерччӗр тесе, шӑршлӑ имҫам ҫинче ытларах тытрӑм, апла тусан шӑшисем те хӑраҫҫӗ.

Help to translate

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Мӗн пуласси пулӗ ӗнтӗ, брюкине чӑмӑртаса тытрӑм та пӗтӗм вӑя пухса кӳлӗрен тухрӑм.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Плаща хӑрах хӗрринчен пырса тытрӑм.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эпӗ чӗтрекен алӑсемпе ӑна лайӑхах тытрӑм пулин те, вӑл, аллисене лаша йӗвенӗнчен вӗҫертсе, ҫӗрелле лӳчӗркенсе анчӗ…

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫавӑнпа эпӗ, малалла халӑх тутлӑхлӑ пурӑнтӑр тесех, тракторист пулма шут тытрӑм.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Ну, каҫарӑр ӗнтӗ мана, ват ҫынна, вӑхӑтӑра нумай тытрӑм.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эпӗ ӑна ҫулса тытрӑм та каллех уҫӑ форточкӑран кӑларса ывӑтрӑм.

Help to translate

Каҫхи лӗпӗш // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 110 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed