Шырав
Шырав ĕçĕ:
Патшалӑх тӗрлӗ енлӗн паракан пулӑшӑва пула ҫынсем юлашки виҫӗ ҫулта 196 пин тӑваткал метр пурӑнмалли ҫурт-йӗр туяннӑ, 5868 ҫемье пулӑшу илнӗ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
2023 ҫулта патшалӑх тата муниципалитет валли туяннӑ таварсемпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене те тӗрӗслевсем туса ирттернӗ.
Бюджета пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсен шучӗ самай чакнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/07/byud ... sna-tesleh
1650 ҫулта утрава Франци туяннӑ.
Гренада // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B4%D0%B0
Ҫавӑнпа та хӗр ҫак ӗҫе хӑй аллине илме шут тытнӑ, ҫемйипе пиччӗшӗ пулӑшнипе купсан ҫуртне колхозран 250 000 тенкӗ тӳлесе туяннӑ.
«Мӗн те пулин улӑштармаллах» — ялти вӗрентекен юхӑнакан ҫурта юсама пикеннӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6442.html
Вырӑнтисенчен нумайӑшӗ суту-илӳпе ӗҫленӗ: вырӑнти халӑхран пир туяннӑ та ӑна каярахпа ярмӑрккӑсенче сутнӑ.
«Мӗн те пулин улӑштармаллах» — ялти вӗрентекен юхӑнакан ҫурта юсама пикеннӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6442.html
Ҫав вӑхӑтрах эпӗр Тиллисен кил-йышӗ катӑлнине пӗлетпӗр: аслашшӗпе асламӑшӗ Тилли туйӗнче пулаймаҫҫӗ, — вӗсем ачин ачи туйӗччен, поэт сӑмахӗпе калас-тӑк, «тӗнӗсӗр пӳрт» туяннӑ, пӗри юман юпа айне, тепри ҫӑка юпа айне выртнӑ.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Ҫак карттӑна ӗҫе кӗртнӗренипе унпа Чӑваш Енре 754 пин билет туяннӑ.
Уяв савӑнӑҫ кӑна кӳтӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/uyav-savanac-kana-kyter
2023 ҫулта «ЭЛАРА» АО 150 ытла ҫӗнӗ оборудовани туяннӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «ЭЛАРА» АО Генеральнӑй директорӗпе Андрей Угловпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/27/chav ... v-elara-ao
Колхоз автомашинӑсем, ҫӗнӗ техника туяннӑ.
Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/
Хуҫалӑх ҫулран-ҫул ҫӗнӗ техника туяннӑ.
Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/
Ҫак сӑмахсене илтсен, Ҫимун, хаклӑ парне туяннӑ ача пек, хӗпӗртесе ӳкрӗ.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Плащӗ кивӗрех пулин те, хуҫи ӑна пӗр-пӗр командиртан туяннӑ пулмалла.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ӗне туяннӑ хыҫҫӑн икӗ уйӑх хушши пухнӑ сар ҫуне, вунӑ кӗренкерен кая мар, чӗресе тултарчӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫтаппан крючникре ӗҫлеме пуҫланӑранпа туяннӑ ҫӗнӗ утӑмӗпе — кӑштах тармакланарах та урисене сӑтӑрттарарах, ҫурӑмӗ ҫинче выртакан йывӑр япалана тытса пынӑ чухнехи пек, чавсине хуҫса утать.
XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл ыйткаласа ҫӳрекене ҫаратнӑ укҫапа лаша тата вӑрлӑх туяннӑ.
XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Салтакра туяннӑ «командирский» сехет ҫине кашни пилӗк минутран пӑхса тӑратӑп.
Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.
Госпитальте сипленнӗ чухне эпӗ аннене ман валли чиркӳре туяннӑ алюмини хӗресе ярса пама ыйтрӑм.
Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.
Студент укҫине аран-аран хӗстеркелесе тин ҫеҫ туяннӑ пушмака ҫухатма шел.
Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.
Ҫарта пулнӑ укҫапа пальто та ытти ҫи-пуҫ, атӑ-пушмак туяннӑ.
II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Ҫумра тӑракан хӗрарӑм ытла ан йӗпентӗр тесе Красноярскра асӑнмалӑх туяннӑ зонта уҫса ятӑм.
Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.