Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухтӑрӗ (тĕпĕ: тухтӑр) more information about the word form can be found here.
Асӑннӑ тухтӑр Сӗнтӗрвӑррине «Земство тухтӑрӗ» программӑпа лекнӗ.

Данный врач попал в Мариинский Посад по программе «Земский доктор».

Тӗп тухтӑра следстви изоляторне хупса хунӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/30534.html

Тухтӑрӗ вара ҫухалса каймарӗ.

Доктор не растерялся.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Шӑп ҫав самантра тата тепӗр чирлӗ ҫынна чӗнме тесе тухтӑрӗ хӑйӗн кабинечӗн алӑкне уҫса ячӗ.

Доктор как раз приоткрыл в эту минуту дверь своего кабинета, чтобы пригласить следующего больного.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Тухтӑрӗ ку питӗ ырӑ ҫын иккен, лайӑх сӗнӳ панӑшӑн укҫа та илмерӗ.

Это был очень добрый доктор, и денег за совет он тоже не взял.

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Пирӗн пата шӑл тухтӑрӗ те пычӗ, хӑйпе пӗрле вӑл шӑл тӳрлетмелли кабинетне те пӗтӗмӗшпех, бор-машина текенни таранах, турттарса пычӗ.

Прибыл к нам и зубной врач, притащив с собой целый зубоврачебный кабинет, вплоть до бормашины, которая приводилась в движение ногами.

Суя хуҫасемпе чӑн-чӑн хуҫасем // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Виҫӗмкун управляющи тухтӑр патне янӑччӗ, анчах тухтӑрӗ килте пулман, имӗш…

Третьего дня за дохтуром посылал управляющий, да дома дохтура не застали…

Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.

Кардиологи тухтӑрӗ пулнӑ май вӑл Албанин ӗҫ партийӗн ТК Политбюро пайташӗсене сыватнӑ, ҫав шутра Энвер Ходжуна та.

Как врач-кардиолог он обслуживал членов Политбюро ЦК АПТ, в том числе самого Энвера Ходжу.

Сали Бериша // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A1%D0% ... 1%88%D0%B0

«Врач ҫынна сиплет, выльӑх тухтӑрӗ вара — этемлӗхе», — текен каларӑш ветеринари врачӗсен девизӗ шутланать.

«Врач лечит человека, а ветеринарный врач — человечество», — это девиз каждого ветеринарного врача.

Ветеринари ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2021/08/31/glava- ... et-s-dnem-

Тухтӑрӗ пӗрмай кӑмӑлсӑр мӑкӑртатрӗ те юлашкинчен: чирлӗ ача пӗр татӑк какай ҫимесен вилет, терӗ.

Доктор постоянно ворчал, и в конце концов сказал: если больной мальчик не съест кусок мяса, то умрет.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Эпӗ пуканесен наукин тухтӑрӗ, паллӑ театрӑн директорӗ, аслӑ орденсен кавалерӗ, Тарабарти королӗн чи ҫывӑх тусӗ, синьор Карабас Барабас, акӑ кам эпӗ… — терӗ вӑл полицейскине хирӗҫ.

— Я доктор кукольных наук, директор знаменитого театра, кавалер высших орденов, ближайший друг Тарабарского короля, синьор Карабас Барабас…

Буратино Карло ашшӗпе, Мальвинӑпа, Пьеропа тата Артемонпа пӗрле килне тавӑрӑнать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Вӗсемсӗр пуҫне тата хир варринче хӑйӗн сухалӗсемпе хыр ҫумне ҫыпҫӑнса ларнӑ пуканесен наукин тухтӑрӗ Карабас Барабас тӑрса юлчӗ.

И остался растерянный доктор кукольных наук синьор Карабас Барабас, плотно приклеенный бородой к итальянской сосне.

Вӑрман хӗрринче питех те хӑрушӑ ҫапӑҫу пулчӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Пуканесен наукин тухтӑрӗ пӗр апчхилетме пуҫласан, нимӗнле те чарӑнма пултарайман, вӑл вара аллӑ хутчен, хӑш-пӗр чухне тата пӗр вӗҫренех ҫӗр хутченех апчхилетнӗ.

Когда доктор кукольных наук начинал чихать, то уже не мог остановиться и чихал пятьдесят, а иногда и сто раз подряд.

Синьор Карабас Барабас Буратинона ҫунтарса ярас вырӑнне пилӗк ылтӑн укҫа парать те килне ярать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Пуканесен наукин тухтӑрӗ синьор Карабас Барабас кухняна каҫхи апат тума кайрӗ.

Доктор кукольных наук синьор Карабас Барабас пошёл на кухню ужинать.

Комеди кӑтартнӑ чухне пуканесем Буратинона палласа илеҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Ку ӗнтӗ, пуканесен театрӗн хуҫи, пуканесен наукин тухтӑрӗ синьор Карабас Барабас пулать.

Это был хозяин кукольного театра, доктор кукольных наук синьор Карабас Барабас.

Комеди кӑтартнӑ чухне пуканесем Буратинона палласа илеҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Тухтӑрӗ тата, тухтӑрӗ!

А доктор-то, доктор!

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Тухтӑрӗ ҫаврӑнса та пӑхмасть, пӳрнисене майӗпен шӑла-шӑла типӗтет, темӗн мӑкӑртатать.

А доктор внимания не обращает, вытирает себе потихоньку пальчики и чего-то мурлычет.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Тухтӑрӗ вара, тухтӑрӗ!

А доктор-то, доктор!

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Тухтӑрӗ, ытлашши нумай эрех ӗҫнипе сип-симӗсленсех кайнӑскер, макӑрас пекех тарӑхтарса, текех Розкӑна йӗкӗлтет тата тӗмле хӑрушӑ сӑмахсемпе шӳтлешсе калаҫать.

Доктор, позеленевший от множества выпитого им вина, всё дразнил Розку, доводя её до злых слёз, и шутил какие-то страшные шутки.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

— Ҫуркунне тӗлне сывататпӑрах пуль-ха, — тет пӗр тухтӑрӗ.

Один недавно сказал: — Наверняка к весне вылечим.

Пурнӑҫа юратни // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Шӑл тухтӑрӗ алӑка ҫийӗнчех уҫать: — Иртӗр малалла, — тет вӑл сӑпайлӑн.

Зубной врач открыл: — Проходите.

Ленин // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed