Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кун хыҫҫӑн Леноре фрау Клюбер господинӑн (ку ята каласан вӑл кӑштах ассӑн сывласа илчӗ, тутисене ҫыртрӗ те каланӑ ҫӗртех пӳлӗнчӗ), Джемма упӑшки пулма хатӗрленнӗ Клюбер г-нӑн тупӑшӗ халех ӗнтӗ сакӑр пин гульдена ҫитни, вӑл тупӑш ҫулсеренех ӳссе пырасси ҫинчен асӑрхаттарчӗ, — унӑн, Санин г-нӑн, тупӑшӗ мӗнле-ши? тесе ыйтрӗ.
XXX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Енчен тупӑшӗ пачах пулмарӗ, тӑкакӗ пысӑк, усси пачах ҫук тесен, эпӗ сирӗнтен ытларах айӑплӑ мар.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пирӗн тӗп тӗллев, ӑна пурнӑҫламаллине Раҫҫей Президенчӗ хытарса палӑртать, — чухӑнлӑхпа кӗрешесси тата халӑх тупӑшӗ ӳссе пырассине тивӗҫтересси.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
«Хӗрлӗ маяк» колхоз халӗ ӳсӗм ҫулӗпе пырать, ун тупӑшӗ сакӑр ҫӗр пине ҫитнӗ, Лузгин юлташ та, сире каласа панӑ пек, усал ҫын мар, бюрократ мар…
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Чӑн та ӗнтӗ, европа медицинине шанать вӑл, анчах тупӑшӗ ытла сахал-ҫке ун, ҫитменне хӑй пит перекетлӗ тыткалаканскер тата.
Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.
Хастар паттӑрсен пылак тупӑшӗ пула-пула тӑнӑ вӗсем!..
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Хӑвӑрпа пӗрле мӗнле те пулин япаласем илме май килет пулсан, эсир вӗсене Гвинейӑра пысӑк хакпа сутма пултаратӑр, тупӑшӗ те пӗтӗмпех хӑвӑра пулӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Христофор атте телейлӗн кулкалать, ахӑртнех, ҫӑмне тупӑшлӑ сутнине манаймасть пуле; ӑна тупӑшӗ мар, урӑххи хаваслантарать: килне таврӑнӗ те акӑ вӑл пӗтӗм пысӑк ҫемйине пухӗ, вара чеен куҫ хӗссе, ахӑлтатса кулса ярӗ; малтан вӑл, ҫӑмне хӑй хакӗнчен йӳнӗрехе сутрӑм тесе, пурне те суйӗ, кайран, Михайлӑна хулӑн бумажник парса, урӑхла каласа хурӗ:
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
— Ҫавӑнпа та пирӗннисен тупӑшӗ ыттисеннинчен икӗ хут ытларах, — малалла каларӗ Кирсанов.— Поэтому у наших вдвое больше дохода, чем у других, — продолжал Кирсанов.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чухӑнлӑх вырӑнне — ҫителӗклӗ пурнӑҫ; тасамарлӑх вырӑнне — тасалӑх кӑна мар, чаплӑ пӳлӗмсем те, тӳрккеслӗх вырӑнне — чиперлӗх, пӗлӳ-вӗренӳ; ҫаксем вара пурте икӗ сӑлтава пула пулса пыраҫҫӗ: пӗрремӗшӗ — ҫӗвӗҫсен тупӑшӗ ӳссе пынинчен, тепри — вӗсен тӑкакӗсем чакса пынинчен.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
2-мӗш курсран тухса, хӑйӗн поместьине кайнӑ, опекун хирӗҫнине ҫӗнтерсе, хуҫалӑхне урӑхла йӗркелесе янӑ, ҫавӑншӑн ӑна пиччӗшӗсем ылханса пӗтернӗ, аппӑш-йӑмӑкӗсен упӑшкисем вӗсене унпа калаҫма чарнӑ; унтан вӑл тӗрлӗ майпа Россия тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳренӗ: тип ҫӗрпе те, шывпа та, унпа та, кунпа та, ахаль чухнехи пек те, урӑхла та ҫӳренӗ, — сӑмахран, ҫурран та, паруслӑ суднӑпа та, шӑтӑк кимӗсемпе те, — ҫул ҫинче унӑн хӑйне пула тӗрлӗ ӗҫсем нумай пулнӑ; калас пулать, вӑл икӗ ҫынна — Хусан университетне, пилӗк ҫынна Мускав университетне вӗренме леҫсе янӑ, — вӗсем унӑн стипендиачӗсем пулнӑ; хӑй вӑл Петербургра пурӑнасшӑн пулнӑ, ҫавӑнпа унта никама та илсе пыман, ҫавна пула унӑн тупӑшӗ 400 мар, 3000 тенкӗ пулнине пирӗнтен никам та пӗлмен.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Мӗншӗн, Верочка? — Эпӗ укҫа-тенкӗ тупӑшӗ ҫинчен анчах калатӑп вӗт.
XXV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах ӑслӑ ҫынсем: лайӑхрах та тума пулать, теҫҫӗ, ҫапла вара тупӑшӗ те ытларах пулать тата унпа хӑйӗнпе те лайӑхрах усӑ курма пулать.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ку укҫана эсир ӗҫлесе тупнӑ, тупӑшӗ сирӗн алла кӗмелле, эпӗ мастерскоя ҫавӑнпа уҫрӑм та ӗнтӗ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сӑмахран, Лопухов Верочкӑпа «тупӑш» ҫинчен калаҫать, вӑл ҫав «тупӑш» ҫинчен ӑнлантарса пама пуҫлас пулсан, Марья Алексевна, ҫак тупӑшӑн тупӑшӗ хӑйӗн тупӑшӗпе ытлашши пӗр пекех маррине курса, пит-куҫне те пӗркелентерсе илнӗ пулӗччӗ-и, тен, анчах Лопухов Марья Алексевнӑна ун ҫинчен ӑнлантарса паман, Верочкӑпа калаҫнӑ чухне те ун пек ӑнлантарни пулман, мӗншӗн тесен Верочка вӗсем калаҫакан кӗнекесенче вӑл сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ мӗнле пулнине пӗлнӗ.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Упӑшки салуксене асӑрханса илнӗ, унӑн арӑмӗнни пек тӑкак-мӗн пулман, анчах Марья Алексевнӑн тупӑшӗ те хӑвӑртрах ӳссе пынӑ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ тырӑран илнӗ тупӑша ҫеҫ шутлатӑп, куланай тупӑшӗ ҫине шанма йывӑр: мужиксене ҫирӗпрех тыткалас пулать, парӑмсене пуҫтармалла — кӑна тума виҫӗ уйӑха яхӑн иртет.
XVIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Тупӑшӗ икӗ пинтен те сахалтарах»!
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Староста ав, «тупӑшӗ икӗ пинтен каярах», тесе ҫырать, вӑл пур тата акӑлчан сӑри ӗҫесшӗн!Тут староста пишет, что дохода «тысящи две яко помене», а он еще портер набавил!
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн тӗп хуҫисенчен пӗрин – Ваксельбергӑн (хушаматне пӗр-икӗ хутчен вуласа пӑхӑр) долларлӑ миллиардсен тупӑшӗ ҫулталӑкра вунӑ хут ӳснӗ…
Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18