Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тултарнӑ (тĕпĕ: тултар) more information about the word form can be found here.
Малтанхи хут тултарнӑ тав куркине тӗппипе ӗҫни урӑх шут.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Тепӗр хут килсе кайма тивет», — шутларӗ те Платун, тултарнӑ михӗпе ике хурана урай варрине лартса, ҫенӗке чуса тухрӗ.

Help to translate

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тата апат та питӗ сахал паратчӗҫ: пӗр-икӗ пысӑк ҫӑкӑр чӗлли, ҫавӑн чухлех пӗҫернӗ ҫӑмарта тата ҫур литрлӑ кӗленче савӑта тултарнӑ сӗт.

Help to translate

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Служба пуҫлансанах ватӑ хӗрарӑмсем турӑшсем умӗнчи хӑйӑр тултарнӑ савӑтсене ҫурта ҫута-ҫута лартма пуҫларӗҫ.

Help to translate

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

— Тӑр-рӑ-ӑс! — панулми тултарнӑ тулли кутамккана вирлӗн кӑна ура тупанӗпе пырса тапрӗ хура ҫӳҫлӗ арҫын, питне асар-писер пӗркелесе ниҫта кайса кӗрейми ҫиллине шӑнарайманскер.

Help to translate

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Каякан-килекенсем ларса тухнӑ, сумкки-хутаҫҫисене хурса тултарнӑ саксен речӗпе иртнӗ чухне пӗр пысӑк ҫыхӑран такӑнтӑм та: «Мӗншӗн япалусене типтерлӗ пуҫтарман!» — тесе хыттӑнах лаплаттарса хутӑм.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Йытӑ кӗмелӗх шӑтӑка улмуҫҫи те шӑлан туратти, ама кикен тултарнӑ.

Help to translate

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Пӑрҫа е тулӑ тултарнӑ, ултӑ михӗ хунӑ урапана хыҫалтан ним мар йӑтса вырӑнтан вырӑна куҫарнӑ, ыраш кӗлти лавӗн тухса кайнӑ кустӑрмине пӗччен кӗртсе лартма пултарнӑ.

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Хӗр ҫирӗм тултарнӑ тӗле, юлашки тӑватӑ-пилӗк ҫул тӑршшӗнче, миҫе атӑ-пушмак кӗллине хӑпӑтман-хуҫман-ши?

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Юрать, аялта, шӑн ҫӗр ҫинче, выльӑхсем валли утӑ тултарнӑ лӑпӑ ларнӑ.

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Вӑл — чи ҫамрӑкки, вун улттӑ ҫеҫ тултарнӑ.

Help to translate

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Лександра апат-ҫимӗҫ савӑчӗсем лартса тултарнӑ сӗтел хушшине вырӑн сӗнчӗҫ.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Хӗр ун патне ҫывхарнӑ вӑхӑтра алӑкӗ уҫӑлчӗ те шалтан темӗнле тимӗр «алӑсем» кирпӗч тултарнӑ контейнера кӑларса лартрӗҫ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ӗненсен ӗненӗр, ӗненмесен — хӑвӑрӑн ирӗкӗр: карттусне, шӑрпӑк тата пирус курупкисене, кӑранташне, сӑмсавикне ҫиппе ҫыхса хӑй ҫумне кӑкаратчӗ, тетте ҫакса тултарнӑ чӑрӑш пекчӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Патшалӑх влаҫӗ чи вӑйлӑ сарӑлнӑ тапхӑр Каште хыҫҫӑн патшана ларнӑ Пианха вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ, Пианха 20 ҫул тултарнӑ тӗле пӗтӗм Египета ҫӗнсе илнӗ, ҫапла май XXV династине пуҫласа янӑ.

Власть царства достигла наивысшей точки во время правления Пианхи, наследовавшего Каште, который завоевал весь Египет к 20-летнему возрасту, и положил начало XXV династии.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Ҫыртарнӑ ашшӗ ят хӑй ывӑлне, Ҫапла тултарнӑ тунсӑх кӑмӑлне.

Help to translate

Ят // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 57–58 с.

Сӗтел тулли хут, тӗрлӗрен ручкӑсемпе кӑранташсем тултарнӑ курка евӗрлӗ кӗленче савӑт, телефон, графин.

Help to translate

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Тултарнӑ.

Help to translate

51 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Тӑххӑрмӗш пилӗкҫуллӑха виҫӗ ҫул та пилӗк уйӑхра тултарнӑ ятпа каснӑ.

Help to translate

50 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пилӗкҫуллӑха тултарнӑ ятпа саламлатӑп! — пурне те алӑ тытса тухрӗ Арсентьев.

Help to translate

50 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed