Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тинех (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Хӗр кӑмӑлӗ мӗншӗн хуҫӑлнине тинех ӑнланса илчӗ вӑл.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Иван Сидорович савӑннипе сылтӑм аллин пӳрнисемпе сӗтел тӑрӑх чуптарса-шакӑртаттарса, аслисен калаҫӑвне тӗлӗнсе итлесе ларакан Римма еннелле сулахай куҫне хупкаласа-вылятса илчӗ те: — Акӑ тинех йӗркене кӗчӗ! — терӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тинех ак ҫитрӗ кирлӗ тавӑру, Майлашӑнать эппин лару-тӑру.

Help to translate

Кушак ҫӑварӗнчен хӑтӑлнӑ шӑши // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 57 с.

Кӑмӑлне тинех тултарчӗ.

Help to translate

Милӗк // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 51–53 с.

Халь ӗнтӗ тинех ӑнланчӗ: ӑна ӗҫрен кӑларма хатӗрленеҫҫӗ иккен.

Help to translate

Ӗнсерен панӑ преми // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 31–32 с.

Вара тинех ҫич ураллӑ лаша сан аллуна лекӗ.

Help to translate

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Ячӗ унӑн ЛП-19. Мускаври выставкӑра капӑрланса ларатчӗ, тинех вӑрмана ҫитрӗ.

Help to translate

56 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кинӗ ывӑл ача ҫуратни, тинех хӑй вӑл мӑнуклӑ пулса тӑни савӑнтарать ватта чи малтан.

Help to translate

40 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Акӑ ҫитрӗмӗр тинех, — чарӑнчӗ Хӗветӗр.

Help to translate

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тинех вӑл, хӗвелпе сывпуллашнӑн, шанклашка тураттисемпе хӑлаҫланса-хӑлаҫланса илчӗ те ӳхӗрсе, макӑрса ҫӗре ӳксе хаплатрӗ, уҫӑ вырӑна тӑсӑлса выртрӗ.

Help to translate

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ман сӑмаха манмарӑн апла, килсе курас терӗн? — тинех чарӑнса тӑчӗ хайхискер.

Help to translate

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тинех пуҫлӑх сывласа ячӗ, хӑранипе кӗленчеленсе кайнӑ куҫӗсене мӑч-мӑч хупкаларӗ.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Кала-ха мана, чиперкке, мӗнле тӗллевпе хӑвӑн тантӑшусене ача ҫуратассине хирӗҫ агитациленӗ эсӗ? — тинех каласа хума пултарчӗ пуҫлӑх.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Вӑрҫӑ пӗтет ӗнтӗ, — тупрӗ вӑл тинех хурав.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле тинех ӑнланчӗ мӗн сӗннине, ҫуркаланса пӗтнӗ тенкел ҫине пырса ларчӗ.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Малюҫ тинех ӑнланчӗ, хӑранипе хуйха ӳкрӗ.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Паян, ак, тинех хӑюлӑх ҫитерчӗ, анчах та… — мӗн тӑвӑн!

Help to translate

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗлместӗп, — тинех татрӗ Ваҫиле ытлашшипех тӑсӑлнӑ шӑплӑха.

Help to translate

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӑлӑх арӑм тинех пӗрремӗш хут пек куҫне уҫрӗ те Егор Силыч ун ҫине темле уйрӑмрах пӑхнине асӑрхарӗ.

Help to translate

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кабаргас тинех тӑна кӗчӗ, вӗчӗрхенӗвне чараймасӑр, мӗнпур хӑватне пуҫтарса кӑшкӑрчӗ:

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed