Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, хӑй тимлесе, чӑх апачӗ ҫителӗклӗ хатӗрлерӗ, крахмал заводӗнчен мезга нумай тиесе килчӗ.
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Доклада Таня нимӗн шарламасӑр, тимлесе итлерӗ, кашни сӑмахне ӑша илме тӑрӑшрӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Ҫак вӑрманӑн уссине чугун ҫул ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ ял ҫыннисем тивӗҫлипех хаклаҫҫӗ, юратса та тӑрӑшсах ӗҫлеҫҫӗ, тимлесе тунӑ ӗҫ яланах илемлӗ, тӗплӗ, лайӑх пулать, Ку вӑрмана лартиччен, хӗллехи куҫ курми ҫил-тӑманлӑ та шартлама сивӗре, ҫав ҫынсем нихӑҫан ӑшӑ пӳртре канлӗн ларса курайман.
Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.
Николай Иванович Аньӑна пуҫласа курнӑ пек тимлесе пӑхрӗ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.
Халӑх ӑна халиччен курман ҫынна итленӗ пек тимлесе итлерӗ.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Микула тимлесе сӑмах каласшӑнни ҫынсене ирӗксӗрех парӑнтарчӗ.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫтаппан ывӑлне тимлесе итленӗ май икӗ общинӑна сӑлтавсӑрах Михха ҫапӑҫтарса янине ӑнланчӗ.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Чӑваш ен Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Вячеслав Борисов, вӑрнарсен Акатуйне хутшӑннӑ май, вӗсемпе уйрӑмах тимлесе паллашрӗ.
Акатуйӗ кӗр! кӗрлерӗ – Ҫӗр ҫыннин ятне ҫӗклерӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10857-ak ... tne-c-kler
Ленин питӗ тимлесе итлерӗ, документсене пӑхкаласа ларчӗ.
Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Каччӑ ҫурӑмӗ ҫинче йывӑр кутамкка пулин те, питӗ васкаҫҫӗ вӗсем, сӑнӗ-пичӗсем ҫинче иккӗшӗ те ҫав тери шухӑша кайса, тимлесе пыни палӑрать.
Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.
Мӗн вал уделни — эпӗ ӑна ӑнланаймастӑп, ҫапах та Иван пиччене тимлесе итлетӗп.
Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Валерий Геннадьевич ӗҫченсен ӗҫ-хӗлне тӗплӗн тимлесе, пӗлтерӗшлӗ ыйтусене тата паянхи тӗллевсене кӗске самантра уҫӑмлатса ӗлкӗрет.
Валерий Михеев: «Тырӑ-пулӑ – пӳлмере, выльӑх апачӗ ҫителӗклӗ» // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d0%b2%d0%b ... %b2%d1%8b/
Вӗсемпе вӑл пире хӑйӗн кӗнекисем урлӑ паллаштарчӗ, туслаштарчӗ, юнашар пурӑнакансем ҫине тимлесе пӑхма хистерӗ.
Паха тӗллев — астӑвӑма упрасси // Н.Медведева. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%bf%d0%b ... %81%d0%b8/
37 ҫул ӗнтӗ вӑл Тукайри фельдшерпа акушер пунктӗнче тӑрӑшать, пурӗ 550 ҫыннӑн сывлӑхне тимлесе тӑрать.
Ӗмӗрӗпе медицинӑра вӑй хурать // И.КОРНИЛОВА. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%bce%d1% ... %82%d1%8c/
Унтан вӗрентекен мӗн каласса тимлесе итлеҫҫӗ.
Учитель ӗҫнех суйласа илӗттӗм // А.Ефремова. http://kasalen.ru/2022/10/04/%d1%83%d1%8 ... 82e%d0%bc/
Унӑн кашни ӳкерчӗкне тимлесе пӑхатӑп, тишкеретӗп.
Анатолий Васильевич Данилов - юратнӑ художник, хисеплӗ ентешӗмӗр // Анастасия ДАНИЛОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11008 ... rch-20-m-r
Утӑн 1-мӗшӗнче хӑвӑрт улшӑнакан лару-тӑрӑва тимлесе ӗлкӗрмелле.1 июля вам потребуются нестандартный подход и быстрая реакция на изменяющиеся обстоятельства.
27-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Нукерсен куҫӗсем те пуш хирелле тимлесе пӑхнипе иккӗллӗ кӑтарта пуҫланӑччӗ.
Юлашки тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Кӑват чӗртсен Аспар тимлесе пӑхрӗ тимӗр татӑк ҫине.
Яик шывӗ патне кайни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Темӗнле тимлесе итлесен те, турра ӗненекенсем ку сӑмахсене ӑнланмарӗҫ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.