Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тепӗрне (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
— Пӗри Укахви пулас, тепӗрне эпӗ палламарӑм та-ха, — терӗ амӑшӗ.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман малтан сӗтел хушшинчех ларчӗ, икерчӗсене ҫупа пуҫа-пуҫа пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне питӗ юратса ҫирӗ, унтан пысӑк икерчине хуҫлатрӗ те чӳрече патне пырса тӑчӗ.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Местничество тени, вӑрҫӑра пӗри тепӗрне путарса е элеклесе ят илме тӑрӑшни, вӑрҫӑ хыҫҫӑн воеводӑсене Белоозера пуҫ яни ӗлӗк те йышлӑ пулнӑ.

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн каласси пур, аван хӑтланать аслӑ князь: вӗсене хӑех пӗрне утлӑ ҫар воеводи, тепӗрне кимӗсемпе анакан ҫар воеводи туса хурать, ҫавӑнтах шанса та пӗтереймест иккен, айккинчен сӑнаса тӑма хушать.

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗрне лаша парать вӑл, теприне ылтӑнланӑ йӗнер, тепӗрне дамаск хурҫинчен тунӑ хӗҫ — лешсем вӑл хушнипе-вута кӗме те хатӗр.

Help to translate

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Пулкалать ун пекки те: пур чӗрчун та пӗр пек мар — хӑшне пилӗк минут шӑршлаттарни те ҫитет, тепӗрне — ҫиччӗ те сахал, — текелесе, сехетне уҫса пӑхрӗ профессор.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Эсӗ питӗ ӳнер ҫын-ҫке, Ятламас, темӗн тума та пӗлетӗн! — пӗр япала хыҫҫӑн тепӗрне тыта-тыта пӑхрӗ Ахтупай.

Help to translate

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсене иртсе кайнӑ чухне суккӑр ҫын та асӑрхамалла: пӗри (Сахвине юмӑҫ карчӑкӑн), тул енчен сарӑ тӑмпа сӗрнӗскер, ҫи виттийӗпе пӗр еннелле тайӑлнӑ, тепри (авланма манса кайнӑ каччӑн, Ятламасӑн), шурӑ тӑмпа шӑлнӑскер, ҫи виттийӗпе тепӗр еннелле тайӑлнӑ; пӗрне ытлашши чалӑшнӑран йӑвансах ан кайтӑр тесе сылтӑмран турачӗсене те чипер иртсе пӗтереймен юпапа тӗреленӗ, тепӗрне, шурӑ тӑмпа шуратнӑскерне, сулахай енчен темиҫе вӗрлӗкпе тӗреклетнӗ.

Help to translate

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сӑрчӗсене пӗрне тем тӑршшӗ туйралӑх, тепӗрне хыр вӑрманӗ хупласа, хӳтӗлесе тӑрать.

Help to translate

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вара пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне чӗлпӗр вӗҫҫӗн ҫавӑтса кӑларчӗ.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗр ташши пӗтичченех тепӗрне пуҫланӑ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗрне вилӗмрен хӑтараймарӑр, тепӗрне те ҫавӑнтах ярӑпӑр-и?

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пынӑ ҫынсене кайри пӳрте чӗнсе скарлатина чирӗ ҫинчен ӑнлантарса панӑ, вӑл чир пӗр ачаран тепӗрне епле ерме пултарни ҫинчен, тасалӑх кирли ҫинчен, вулама-ҫырма вӗренмелли ҫинчен каланӑ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вара, пачкинчен кӑларса, пӗр пирусне хӑй чӗртрӗ, тепӗрне Кольӑна пачӗ:

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Курмастӑн-и, хам эп мӗнле пурӑнатӑп: пӗрне ҫӗр тенкӗ, тепӗрне — пин ҫурӑ парӑм!

Help to translate

Ылханнӑ ывӑл // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сашша, сӑхсӑхнӑ пек тукаласа, ӑш хыпнӑ ҫын пек пӗр стакан хыҫҫӑн тепӗрне ӗҫрӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ваҫҫа итлерӗ — уҫрӗ тепӗрне.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Уҫ тепӗрне! — терӗ Чӑпарри.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл пӗлтерӗшлӗ самантсем пирки темиҫе хутчен те ыйтрӗ, пӗрне е тепӗрне Бутлер кӑтартӑвӗсемпе танлаштарса тӗрӗслерӗ.

Он не однажды переспросил меня о существенных обстоятельствах, проверяя то, другое сопутствующими показаниями Бутлера.

XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Н' Комбе ром ӗҫнипе тата пулас вӗлерӳпе самаях вичкӗнленнӗ; вӑл хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисенчен пӗрне те тепӗрне йыхӑрать, тӗрлӗ хушу парать.

Н. Комбе был оживлен ромом и предстоящей казнью; он беспрестанно подзывал то одного, то другого из своих приближенных, отдавая распоряжения.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed