Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн малтанхи тӑм тивсе ӗнтсе янӑ ҫулҫисем, сӳнме пуҫланӑ кӑвайтри ҫӳхе-ҫӳхе кӗл сийӗ витсе илнӗ шӗл-кӑвар пек, йӑмӑх хӗрлӗн тӗтреленсе йӑлтӑртатаҫҫӗ.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Мӗн пултарнӑ таран хавхалантармалла ӑна, пурӑнас кӑмӑлне сӳнме памалла мар — ҫакӑ халь чи хакли.— Надо подбодрить его, не дать упасть духом — это главное сейчас.
7 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Йӑлтӑр ҫутӑсем — пӗр-пӗччен мӗлтлетекеннисем е ҫеҫен хир анлӑшӗнче хавассӑн, нумаййӑн сапаланнисем — йыхӑрнӑ пек ҫиҫе-ҫиҫе илчӗҫ, унтан вӗсем сӳнме пуҫларӗҫ, таҫта лере, ҫумӑр лӳшкетнӗ сухаланӑ уйсем хыҫӗнче, пӗр ял хыҫҫӑн тепри ҫывӑра-ҫывӑра кайнӑ, халӗ ӗнтӗ пӳртсен чӳречисем хӑйсемех кӗрӗслеттерсе пыракан поездӑн йӑлтӑркка ҫутине тӗттӗм шыв пек тытнӑ…
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӗвел ҫинче вӗсем сӳнме пӗлми асар-писер ҫиҫӗм пек йӑлтӑртатрӗҫ.
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унӑн сӳнме пӗлми хӗрхенӳсӗр ҫутине пула ҫынсен чунӗсене уҫӑмсӑр пӑлхану тытса илет, выльӑх-чӗрлӗх кансӗрленсе асапланать.И от его нещадного немеркнущего света рождалась у людей невнятная тревога, нудился скот.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Шӑплӑхпа чӑп тулнӑ, кӗрӗс-мерӗс пысӑк курка пек туйӑнакан ҫеҫен хир тип ҫырмасен кукӑр юпписенче сӳнме ӗлкереймен кунӑн салху ҫутисене пытарнӑ.Степь, как чаша, до краев налитая тишиной, таила в складках балок грустные отсветы дня.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ракетӑн хӗрлӗ хӗлхемӗсем сывлӑшра сӳнме те ӗлкӗреймерӗҫ — нимӗҫсем енчен артиллери ҫунтарма тытӑнчӗ.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ӗлӗк Андрейӑн гитлеровецсене курайман туйӑмне ытти туйӑмсем — Марийкӑна юратнӑ пек туйӑмсем сӳнме паман пулсан, халь ун чӗрине пӗтӗмпех ҫак курайманлӑх ҫавӑрса илчӗ.
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Каҫа хирӗҫ хӗвел хуралсӑр юлчӗ те вӑхӑчӗ ҫитичченех сӳнме пуҫларӗ, — ҫӗр ҫийӗн сивӗрех ӗнтрӗк сарӑлчӗ.
XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫак темшӗн аса килсе кӗнӗ сӑмахсене вӑл темиҫе хут ӑшра каларӗ, унӑн яп-яка хырса тасатнӑ питӗнче кулӑ сӳнме пӗлмест; ыйӑхран вӑрансан ху кӗҫех атте пуласси ҫинчен шухӑшлама епле лайӑх-ха, шутларӗ вӑл, вара ӑна йӗри-тавра кам пур — пурте ун ҫине пӑхнӑ пек, пурин пичӗсем те хӑйӗн пекех телейлӗ кулӑпа ҫуталса тӑнӑ пек туйӑнать; хӗвел пайӑркисем чӳрече кантӑккисем ҫинче нихҫан та паянхи пек йӑлтӑртатса ҫуталман; тап-таса та кӑн-кӑвак тӳпенелле кармашса ларакан йывӑҫсем темшӗн ӗнерхинчен ҫӳллӗрех та лапсӑрккарах пулнӑ; такам ҫӑра пылпа сапнӑ пек ҫутӑ-сарӑ тӗслӗ пиҫсе ҫитнӗ абрикоссем шутсӑр нумай ҫакӑнса тӑракан турат хӳме урлӑ усӑнса аннӑ, анчах Сергее ҫав турат хӑйне евӗрлӗ кулса ӑна пуҫ тайнӑн туйӑнать; турат ҫинче абрикосран та пысӑк мар ылтӑн мӑйлӑ кайӑк ларать.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Йывӑҫсем лартмалли кампани хӑвӑрт иртсе кайнӑ, вӑрман лартса ӳстерес кӑмӑл майӗпен чакса пынӑ, Кнышев питомникӗн чапӗ сӳнме пуҫланӑ та, пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех пӗтсе ларнӑ, вара йывӑҫӗсем кӑна, нимӗне те пӑхмасӑр, пит вӑйлӑн ӳссе аталаннӑ та, Чурсун утравӗнче часах сип-симӗс те ҫӑра вӑрман ӳссе ларнӑ; инҫетрен вӑл темле тӗксӗм пӗлӗт пек курӑннӑ…
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пурте пысӑках мар вӗсем, анчах кашни ҫырӑвӗнчех этемӗн виҫесӗр пӑшӑрханӑвӗ, сӳнме пӗлми ҫутӑ шанчӑкӗ пур пек.
XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Лешсем хӑйӗн аллисене шатӑртаттарсах каялла ҫавӑрса тытсан тин вара, хӑйне ҫӗклесе илсе ҫӗртен хӑптарсан, вӑл пӗр самантлӑха ҫеҫ тӳперен сӳнме пуҫланӑ уйӑх катӑкӗ ӳкнине курчӗ те кӑшкӑрса ячӗ:
XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Кӗтмен ҫӗртенех ҫӑлтӑрсем сӳнме пуҫларӗҫ.
VIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Шахтеркӑра карбид пӗте пуҫларӗ, аран-аран мӑчлаттаракан ҫулӑмӑн тӗксӗм чӗлхи вӑйсӑрланса сӳнме тытӑнчӗ.Уже иссякал карбид в шахтерке, лампочка гасла, бессильно дергая тусклым язычком издыхающего пламени.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Шӑтӑка сасартӑк симӗс ҫутӑ ҫутатать те вӑраххӑн сӳнме пуҫлать.И тогда отверстие входа вдруг заполнялось ядовито-зеленым светом, который медленно гас.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ун куҫӗсем сӳнме пуҫланӑ вутпуҫҫи пек ялкӑша-ялкӑша илеҫҫӗ.В котором лихорадочный огонь метался, как в затухающей головне.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Апла пулсан ялти культура вучахӗсене сӳнме парас мар, ял ҫыннине унта кӑчӑк туртас тесен культура ӗҫченӗн ҫӗнӗлле вӑй хума, ҫанӑ тавӑрма тиветех.
Театр — асамлӑ тӗнче // В.Смирнова. «Елчӗк Ен», 2019.02.06
Шевалье хуҫан таччӑн хупса лартайман чӳречисенчен пӗринче тахҫанах сӳнме тивӗҫлӗ ҫутӑ курӑнать.В одном из окон Шевалье из-под затворенной ставни противузаконно светится огонь.
I // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Пӗр виҫӗ кун выртать, эхлетет-эхлетет те, ӳчӗ ҫинче кӑвакарнӑ вырӑнсем сӳнме те ӗлкӗреймеҫҫӗ, вӑл каллех сунара хатӗрленет…
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.