Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗлтсе (тĕпĕ: сӗлт) more information about the word form can be found here.
Галеран ҫӗкленчӗ, арҫын ачана пуҫне сӗлтсе йыхӑрчӗ.

Галеран встал, подозвав мальчика движением головы.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Хӗр ача ӑна пуҫӗпе сӗлтсе лӑплантарчӗ.

Девочка кивнула ей.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Эсир тахҫанах рессор ҫинче чаплӑн силленсе ҫӳремелле те алӑ сӗлтсе хушса тӑмалла.

Вы давно уже покачивались бы на рессорах и приказывали жестом руки.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Тавлаша-тавлаша тем патне ҫитетчӗҫ вӗсем — калама хӗн, Крапивина ҫак самантра Никифоров кӑт! тӗксе илчӗ те: — Кур-ха, юлташлӑхсен уйӗсене, хуть те мӗн каласан та, пӑхма кӑмӑллӑрах, — терӗ тулли кӑмӑлтан, ыраш калчи ешерекен самай пысӑк лаптӑк енне пуҫне сӗлтсе.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эпӗ кунта лекнӗшӗн, — пӗр енче кӗнеке шкапӗ, ун ҫумӗнче речӗпех — хыҫлӑ пукан, варринче революцичченех тунӑ сӗтел ларакан, тепӗр стена ҫинче Ленинпа Сталин сӑнӗсем ҫакӑнса тӑракан пӳлӗме сулахай аллипе сӗлтсе ҫаврӑнчӗ Никифоров, — эсир, Филимон Петрович, хытӑ тӗлӗнетӗр пулӗ-ха.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эппин, — терӗ хӑрӑлтӑк сасӑпа, пуҫне алӑк енне сӗлтсе, — эп… халех…

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Темле-ха унта, лере, — пуҫӗпе ял еннелле сӗлтсе каларӗ Калюков.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫӑмӑл пулса кайса пӑх, мӗнле унта? — хушрӗ Калюков Валета, пуҫне утар пӳрчӗ еннелле сӗлтсе.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унтан, пуҫне иккӗмӗш тупӑк енне сӗлтсе, шӑппӑн ыйтрӗ:

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Командующи, — терӗ Пархоменко, Ворошилов ҫинелле пуҫне сӗлтсе.

— Командующий! — сказал Пархоменко, кивнув на Ворошилова.

7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Эсӗ ытла ҫамрӑкки мар унта, а ытла та чиперри, — терӗ Иван тарӑнӑн шухӑшласа (Агриппина кӗске ҫӳҫлӗ пуҫне тарӑхлӑн сӗлтсе илчӗ).

— Не то, что ты молода, а что чересчур красива, — сказал Иван серьезно. (Она досадливо мотнула стриженой головой.)

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Тепри — ӗнтрӗкре кӑшт кӑна палӑракан сӑн-пичӗпе унӑн винтовки еннелле сӗлтсе: — Пӑшал номерӗ? — тесе ыйтрӗ.

Другой спросил, кивнув плохо различимым лицом на ее винтовку: — Номер оружия?

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӑрӑм ҫӳҫлине пуҫӗпе сӗлтсе хӑй патне чӗнсе илет те, ҫурма сасӑпа мӑкӑртатса, укҫисемпе докуменчӗсене миххе тултарса ҫыхма тата лашасем хатӗрлеме хушать.

Кивнув длинноволосому, приказал ему вполголоса, чтоб деньги и документы увязать в мешок, приготовить лошадей.

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӑл Пархоменко пуҫне карта ҫинчен чавсипе сӗлтсе сирчӗ.

Он локтем отстранил от карты голову Пархоменко.

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Пуҫне сӗлтсе, Алешкӑна урапи ҫине ларма чӗнчӗ те лашине калла, вокзал енне ҫавӑрчӗ.

Кивнула Алешке, чтобы сел в телегу, повернула коня к вокзалу.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Анчах та амӑшӗ ун ҫине ҫиллессӗн пӑхса илчӗ те ним те шарламарӗ, аллипе сӗлтсе тата тепӗр татӑк кӑлпасси илме хушрӗ.

Но мама строго посмотрела на неё, ни слова не сказала и жестом предложила всем взять ещё по куску колбасы.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Хӗр, хӑйне хӑй те астумасӑр, пуҫ сӗлтсе илнӗ.

Она кивнула, не помня себя.

V // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

— Пӗлетӗп, пӗлетӗп! — пуҫне сӗлтсе илнӗ Нюша.

— Жнаю, жнаю! — закивала головой Нюша.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Нюша пуҫне сӗлтсе илнӗ.

Нюша кивнула головой.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Хӗрача пуҫне сӗлтсе илнӗ, хӑй Кольӑпа Лена ҫине тӗлӗнсе пӑхса тӑнӑ та селӗпрех каланӑ:

Девочка кивнула головой, с любопытством посмотрела на Колю и Лену и сказала, шепелявя:

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed