Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑнласа (тĕпĕ: сӑнла) more information about the word form can be found here.
Ҫав тӗп шухӑша уҫса кӑтартасси, коммунизм тӑвакан ҫыннӑн чаплӑ енӗсене витӗмлӗн те илемлӗн сӑнласа парасси — пирӗн литературӑпа искусствӑн пархатарлӑ задачи.

Help to translate

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ҫавӑнпа та литературӑпа искусствӑн задачи — обществӑ пурнӑҫӗнчи ҫав ҫитӗнӳсене тӗрӗс сӑнласа кӑтартасси, хальхи пурнӑҫ картинисене унӑн революцилле аталанӑвӗнче тӗрӗс те туллин палӑртса тӑрасси пулать.

Help to translate

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ҫав тӗп ҫул-йӗр литературӑпа искусствӑ халӑх пурнӑҫӗпе ҫирӗп ҫыхӑнса тӑни, социализмлӑ пурнӑҫӑн пуянлӑхӗпе нумай тӗрлӗ енӗсене тӗрӗс, пысӑк ӑсталӑхпа кӑтартса пани, ҫӗннине, чӑн-чӑн коммунизмла пурнӑҫа хавхаланса, илемлӗн сӑнласа пани, обществӑна малалла кайма чаракан чӑрмавсене пурне те питлени пулса тӑрать.

Help to translate

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Юлашки ҫулсенче пичетленсе тухнӑ чаплӑ произведенисем — А. Твардовскин «Инҫетрен инҫете» поэмипе М. Шолоховӑн «Уҫнӑ ҫерем» романӗн иккӗмӗш кӗнеки, Л. Леоновӑн «Вырӑс вӑрманӗпе» А. Довженкон «Тинӗс ҫинчен хунӑ поэми», Н. Погодинӑн Ленина сӑнласа кӑтартакан пьесисемпе М. Ауэзовӑн «Абай ҫулӗ» романӗ, М. Стельмах романӗсемпе М. Рыльский, А. Прокофьев, М. Турсун-заде поэтсен сӑввисем, Д. Шостаковч, В. Соловьев-Седой, С. Рихтер, В. Мравинскнй, В. Пашенная творчествисем пирӗн литературӑпа искусствӑн ҫитӗнӗвӗсене ҫав тери уҫҫӑн кӑтартса параҫҫӗ!

Help to translate

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ӗҫ ҫыннисен пурнӑҫӗпе ӗҫӗсене тарӑннӑн сӑнласа кӑтартакан тата халӑхпа тачӑ ҫыхӑнса тӑракан, коммунизмшӑн хӑюллӑн кӗрешекен совет литературипе искусстви тӗнче культурин пуянлӑхӗсене хӑватлӑн ӳстерсе пыраҫҫӗ.

Help to translate

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Хӑй хайлавӗсенче вӑл ялти чӑн пурнӑҫа сӑнласа панӑ, паллах, тӗп геройсен хушамачӗсене ун улӑштарма тивнӗ.

Help to translate

Йӑнӑшсемсӗр никамӑн та пулмасть // Михаил ВАСИЛЬЕВ. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b9a%d0 ... %82%d1%8c/

— Акӑ мӗн, ачамккӑ, писатель пек пулса мана малтан эп сӑнран-кӗлеткерен мӗнлерех ҫын иккенне тӗплӗн сӑнласа пар-ха.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӗрремӗш пайӗ пӗтӗмпех вӑрман пуянлӑхне тата унӑн сӑн-сӑпачӗн илемпе сӑнласа пани пулчӗ.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Чылайччен сӑнласа пачӗ ҫав юратӑва, пӗрремӗш уйрӑлу патне ҫитсен, пирус чӗртсе ячӗ.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Унта кӗнӗ пӗчӗк калавсем кайӑк-кӗшӗкпе тискер кайӑксен пурнӑҫне сӑнласа параҫҫӗ, ҫавӑн пекех тӑван ҫӗршывӑн ҫутҫанталӑк илемне ӳкерсе кӑтартаҫҫӗ.

Help to translate

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Иванов-Пайман хӑйӗн «Кӗпер» романӗнче чӑвашсемпе вырӑссем хушшинчи туслӑха сӑнласа кӑтартать.

Help to translate

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Ҫак произведенире иртнӗ ӗмӗр варринчи чӑваш хресченӗсен пысӑк восстанине, Шурча вӑрҫи текенскерне, сӑнласа кӑтартнӑ.

Help to translate

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Чӑваш литературинче халӑх сывлӑхне упрас енӗпе ӗҫлекенсен кулленхи пурнӑҫне сӑнласа парасси ҫӗнӗ тема мар.

Help to translate

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Эпир ҫак произведенире ҫамрӑк рабочисен кулленхи пурнӑҫӗпе паллашатпӑр, вӗсем коммунизмла ӗҫ ударникӗсен ятне илессишӗн ырми-канми кӗрешнине курса савӑнатпӑр; автор ҫӗнӗ заводри партипе профсоюз организацийӗсен ӗҫне чылай енчен сӑнласа парать.

Help to translate

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Паянхи рабочисен пурнӑҫне сӑнласа парас тӗлӗшпе юлашки вӑхӑтра чылаях тӑрӑшса ӗҫленӗ Иван Григорьев прозаик 1964 ҫулта вулакансене тепӗр ҫӗнӗ произведени — «Ҫӑлтӑрпала ҫӑлтӑр калаҫать» ятлӑ повеҫ парнелет.

Help to translate

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Алексей Талвирӑн «Никӗс» романӗнче те рабочисен пурнӑҫне сӑнласа кӑтартнӑ.

Help to translate

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Рабочи клас пурнӑҫне сӑнласа паракан произведенисем ҫинчен каланӑ май ҫакна палӑртса хӑварас килет: чӑваш писателӗсем ку темӑпа сахал ҫыратчӗҫ.

Help to translate

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Колхозлӑ ял ӗҫченӗсен кулленхи пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне сӑнласа паракан произведенисем татах кӑларма палӑртнӑ: Вл.

Help to translate

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Автор ку кӗнекере те совет халӑхӗн историйӗнчи пысӑк тапхӑра сӑнласа парать.

Help to translate

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Вӗсен сӑнарӗ урлӑ писатель совет ҫамрӑкӗсем тӳрӗ кӑмӑллӑ, ӗҫчен пулнине, вырӑс халӑхӗпе чӑваш халӑхӗн нихҫан арканми ҫирӗп туслӑхне сӑнласа парать.

Help to translate

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed