Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑмӑр кӑвак тӗс ҫапнӑ тӳпене каҫсерен прожектор ҫутӑсем урлӑ-пирлӗ таткаласа ҫураҫҫӗ, ҫине-ҫинех тӗксӗм асамат ҫутипе ялтӑртатса ҫиҫеҫҫӗ, пӗр-пӗрне куҫ хӗсмелле выляҫҫӗ, ҫав вырӑнтан вӑрҫӑ вут-хӗмӗпе унӑн авкаланса явӑнакан ҫулӑмне сӑнакан ҫынсен чунӗсене акӑш-макӑш шиклентерсе пӑлхатаҫҫӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Обломов арена ҫине тухса ҫапӑҫас гладиатор пек мар, ҫав ҫапӑҫӑва мирлӗн сӑнакан пек ҫуралса ӳснӗ; унӑн шиклӗ те юлхав чунӗ пӑшӑрхануллӑ телее те, пурнӑҫри инкексене те чӑтаяс ҫук — апла пулсан, вӑл пурнӑҫӑн пӗр енне кӑна кӑтартать, унӑн пурнӑҫра мӗн те пулин улӑштарма, е ӳкӗнме — кирлӗ те мар.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Женя кроссовкине тӑхӑнса ячӗ те хӑйне шӑппӑн сӑнакан амӑшне ним каламасӑрах алӑка уҫрӗ.Женя натянула кроссовки и под молчаливым взглядом матери, вышла из квартиры.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
«Ухмах, — шухӑшларӑм эпӗ. — Ҫутҫанталӑка сӑнакан, имӗш».
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ку ыйтупа патшалӑхӑн вӑрлӑхсене сӑнакан лаптӑкӗсе не уйӑрсан /колхозсен тапхӑрӗнче/, ятарлӑ специалистсене ҫирӗплетсен, тӗплӗн ӗҫленӗ.
Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
Пӗррехинче вӑрман енчен яраплан сасси илтӗнсен, ӑна сӑнакан ача тихасем ҫинчен мансах каять.
Пирӗн ентеш // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22
32. Мӗншӗн? мӗншӗн тесессӗн ӑна ӗненӳре шыраман, саккун хушнине пурӑнӑҫласа тӑнинче шыранӑ, вара такӑнтаракан чула такӑннӑ, 33. ун ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «акӑ Эпӗ Сион никӗсне такӑнтаракан чул, сӑнакан чул хуратӑп; Ӑна ӗненекен никам та намӑса юлмӗ» тенӗ.
Рим 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Сӑнакан Ун патне пырса каланӑ: Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан ҫак чулсене ҫӑкӑр пулма хуш, тенӗ.
Мф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Сӑмах париччен хӑвна хатӗрле, Ҫӳлхуҫана сӑнакан ҫын пек ан пул.23. Прежде, нежели начнешь молиться, приготовь себя, и не будь как человек, искушающий Господа.
Сир 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Хӑвӑн ӑшӑнта: «ку халӑхсем манран йышлӑрах; манӑн вӗсене мӗнле хуса яраяс-ха?» тесе 18. вӗсенчен хӑраса ан тӑр, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, фараона, пӗтӗм Египета мӗн тунине, 19. ху куҫупа курнӑ хӑрушла сӑнакан йывӑрлӑхсене те, [аслӑ] паллӑсемпе кӗтретсене те, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвна ҫӑлса тухнӑ чухне кӑтартнӑ хӑватлӑ аллипе ҫӳлти вӑйне те астуса ил; Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, хӑвна хӑратса тӑракан халӑхсене пурне те ҫаплах тӑвӗ; 20. санӑн куҫунтан пытанса юлнисем вилсе пӗтичченех Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, вӗсем ҫине сӑвӑслан ярса тӑрӗ; 21. вӗсенчен ан хӑра, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, аслӑ та хӑрушӑ Турӑ, хӑвӑн хутлӑхунтах.
Аст 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.