Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Ӗлӗкхи чӑваш халӑх юмахӗсем ҫинчен» статьяра чӑваш юмахӗсене кам-кам пуҫтарни ҫинчен ҫырать, ҫак хайлавсен чӗлхе хӑйне евӗрлӗхне асӑрхать, «асамлӑ юмахсенче мифологилле элементсем (ҫӗленсемпе ҫапӑҫакан паттӑрсем, ҫӗр айӗнчи патшалӑх тата ытти ҫинчен каласа пани) сыхланса юлни» пирки калать.
Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.
Тӑван Чӑваш Ен – наци йӑли-йӗркипе мӑн асаттемӗрсен ӑс-хакӑл еткерлӗхӗ типтерлӗн сыхланса упранакан, расна тӗне ӗненекен тӗрлӗ халӑх ҫыннисем туслӑн та килӗштерсе пурӑнакан ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗ.
Олег Николаев Республика кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2023/06/24/oleg- ... respubliki
Ҫак таврашра туй йӑли-йӗрки те ӗлӗкхиех сыхланса юлнӑ.
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Ватӑ йӑмрасем те, ав, сыхланса юлнӑ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Военкоматӗнче ун чухнехи хутсем сыхланса юлман пулсан, ху ӗҫлесе пурӑннӑ вырӑнти пӗр виҫӗ ҫынран справка ил…
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл хула пӗр вӑхӑт тӑшман аллинче пулчӗ те, военкоматӗнче ун чухнехи хутсем сыхланса юлман та пулӗ ҫав.
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.
Кун пек омега ҫусем те сыхланса юлаҫҫӗ-мӗн.
Витаминпа пуян пулӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=BSWn0Gjxug8
Анчах тепӗр чухне унран сыхланса та ӗлкӗреймӗн.
Усси пулчӗ // Альбина КУЗЬМИНА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%83%d1%8 ... bb%d1%87e/
«Чӑваш чӗлхи пулсассӑн ҫӗр пин сӑмах та, ҫӗр пин юрӑ та, ҫӗр пин тӗрӗ те сыхланса юлма пултарать.
100-е яхӑн ҫамрӑк корреспондент пуҫтарӑнчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60478
Ҫапла майпа Сехмет Сантӑркки сӑвви те сыхланса юлнӑ, ӑна пӑхмасӑр та пӗлнӗ ӗнтӗ Сулагаев.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
«Турӑ пулӑшсан ман шӑллӑмсем юнлӑ фронтран чиперех таврӑнӗҫ-ха тен?» — ӗмӗтленнӗ Варуҫҫи, анчах асли, Ҫтаппанӗ, тӑшман пульлинчен сыхланса ҫитереймен — тӑван килне ыррӑн-сыввӑн кӗҫӗнни кӑна таврӑннӑ.
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче ҫывӑх ҫыннисем кӑ-тартнӑ паттӑрлӑхпа ҫыхӑннӑ ас тӑвӑм кашни килтех типтерлӗн сыхланса упранать.
Олег Николаев Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/05/09/ole ... nem-pobedi
Хурсем ку ӗҫе хисеплерӗҫ, анчах пӗр хурӗ мӗн те пулин пуласран сыхланса ачасене хӑвалама шут тытрӗ.
Шарик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/558
Вӑл портретсене унӑн карточкипе танлаштарсан, пӗрпеклӗх ҫапах та сыхланса юлнах.
Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.
Халӗ пирӗн ҫӗршыври халӑхсем хушшинче уйрӑмлӑхсем сыхланса юлаҫҫӗ пулсан, ҫав уйрӑмлӑхсем чи малтан чӗлхере палӑраҫҫӗ.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Унӑн хӑш-пӗр страницисем сыхланса юлнӑ.
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
Ку лару протоколне те эпир Иван Алексеевӑн сыхланса юлнӑ хучӗсем хушшинче тупрӑмӑр.
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
Шоркка ялӗ патӗнче икӗ ҫил арманӗ сыхланса юлнӑ, вӗсене ӑсталама пысӑк пӗренесене шӑп та лӑп Йӑлӑмран (Атӑл леш енчен) илсе килнӗ теҫҫӗ.
«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html
Куҫа пӗр евӗрлӗх ывӑнтарать темелле: ҫырма-ҫатра, пӗчӗк ялсем, ӑнсӑртран сыхланса юлнӑ вӑрман лаптӑкӗсем, ҫулсемпе сукмаксем хӗресленнӗ ансӑр уйсем.
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Вӑл ирччен сыхланса юлаймасан ҫынсем шӑвӑҫ савӑт йӑтса урама васканӑ, тӗтӗм тухакан пӳрт шыраса анаталла-тӑвалла пӑхкаланӑ.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.