Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сылтӑмра, ҫур километрта, хӑйӑрлӑ сӑрт ҫинче, пилӗк-ултӑ ҫуртлӑ хутор ларать, Федя чарӑнса шухӑшласа пӑхрӗ, лашине сылтӑмалла туртрӗ.
ХII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Хапхасен хушшинчи ҫулӑн сулахай енче пуҫлӑхпа унӑн пулӑшуҫин хваттерӗсем, сылтӑмра вара, урӑхла каласан, пирӗн еннелле, ҫул патнелле, цейхгауз тӑсӑлса ларать.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Хапхаран сылтӑмра, хӳмен шал енче, лазаретӑн пӗр хутлӑ ҫурчӗ «фортпа» ҫыпҫӑнсах ларнӑ.К наружной стороне, справа от ворот, примыкало изнутри ограды одноэтажное здание лазарета.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Шоссе сылтӑмра кӑнтарса тӑракан пысӑк сӑртран пӑрӑнса тӑсӑлать; тупа ҫул хушшинче юхан шывӑн йӑлтӑркка ҫинҫе йӗрӗллӗ айлӑм уҫӑлать; юхан шывран пӑс ҫӗкленнӗ, айлӑмӑн ешӗл тӗпӗ ҫул ҫӳревҫӗ вӗҫекен кайӑкла курӑнать.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Сылтӑмра, кӗтмен ҫӗртен курӑна-курӑна тата ҫавнашкалах кӗтмен ҫӗртен ҫухала-ҫухала, юхан шывӑн ӗнтрӗкри ялкӑшӑвӗ туратсем витӗр ҫиҫе-ҫиҫе вылять; шыв юхӑмне май кукӑрӑлса, авкаланса, йӑлмак туса сукмак тӑсӑлать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Пӗр е икӗ кун ҫухатса вӗсем, паллах, каялла таврӑнаятчӗҫ, анчах умра инҫетре, аялта, Асцендӑн ҫинҫе йӑлмакӗ йӑлтӑртатса йыхӑрать, вӑл кукӑрӑлнӑ тӗлтен сылтӑмра Хӗвеллӗ Тусен ылтӑнпа пуян юппи тӑсӑлса выртать.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 141–146 с.
Сылтӑмра виҫҫӗмӗш хут вучӗсем ҫунаҫҫӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.
Кӑнтӑрла вӑхӑчӗ кӑнтӑрӑн вутлӑ ӳпкин тулли хӑвачӗпе ҫунать; океанӑн ытарайми юмартлӑхӗ, сенкер йӑлтӑртатӑвӗ яхтӑна хупӑрласах хунӑ; улӑпӑн сапаланса выртакан кӗпе-йӗмне аса илтерекен парӑссем усӑннӑ, вӗсен айӗнче матроссен хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ ҫара ҫурӑмӗсем пӗкӗрӗлнӗ; ҫапакан хумсен шурӑ ҫиппипе касса татнӑн — сылтӑмра ҫыранӑн чул хысакӗллӗ сакӑлти ҫӗкленнӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Сылтӑмра — тӗксӗм, кичем вакунсен речӗ, сулахайра — хӑйӑрлӑ пӗчӗк ҫул, ун хӗррипе пӳрт умӗнчи пӗчӗк садсен хысакӗсем тӑсӑлаҫҫӗ; тӳпери ҫурма сӗмлӗхре йывӑҫ тӑррисем салхуллӑн хуралса ҫатӑлтатаҫҫӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Никифоров иккӗленӗвне сирес тенӗ пекех, малта, сылтӑмра, сасартӑк янкӑр ҫутӑ пайӑрка ӳкрӗ, ҫывхарса-ҫывхарса пычӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тата тепӗртакран сылтӑмра такам икӗ хут шӑхӑрни илтӗнчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Телегин ҫаврӑнса каялла утмалла мар-ши тесе шухӑшлама тытӑннӑччӗ, ҫак самантра тинех айккинче, сылтӑмра, такам шӑхӑрнн илтӗнчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Сылтӑмра вара темле кооператив ҫӗрӗ пулас, харӑсах ҫирӗм ҫын ытла вырать.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Урӑхран май ҫук, поляксем вӗсене хупӑрласа илесшӗн пулас, сылтӑмра та кӗтеслӗ тӑрӑллӑ карттуссем мӗлт-мӗлт курӑнкалаҫҫӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Сылтӑмра, чӑнах та, пехота подразделенийӗсем тӑраҫҫӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Сылтӑмра — пехота полкӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Сылтӑмра — вӗҫӗ-хӗррисӗр океан; вӑл ҫывӑракан ҫын пур пек уҫӑмлӑн палӑрать.Направо был океан, явственный, как присутствие спящего человека.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Тӳрӗ урам пуҫланнӑ ҫӗрте, сылтӑмра, пралукпа урам кӗтесӗнче — яла никӗслене Санька кил-ҫурт вырӑнӗ.
Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.
Урамӑн тури вӗҫӗнче халь — лавкка, арман, ӗне-выльӑх ферми, лаша вити, сылтӑмра — тырӑ кӗлечӗ-ампарӗ, йӗтем.В верхней части улицы — магазин, мельница, коровник, конюшня, справа — амбар с зерном, ток.
Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.
Сылтӑмра, пӗве тепӗр енче, пӑшал сасси вӑйлӑланса пырать.
7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.