Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтнӗскер (тĕпĕ: пӗт) more information about the word form can be found here.
Даннекерӑн Ариаднине кӗрсе курчӗ, вӑл ӑна питех килӗшмерӗ, Гёте ҫуртне ҫитрӗ, калас пулать, Гётенне вӑл пӗр «Вертерне» ҫеҫ вуланӑ пулнӑ, ӑна та французла куҫарнине ҫеҫ; Майн хӗррипе уҫӑлса ҫӳрерӗ, тунсӑхласа илчӗ, ҫул ҫӳреме тухнӑ сумлӑ ҫыннӑн ҫапла тумаллах ӗнтӗ; юлашкинчен, кӑнтӑрла иртни ултӑ сехет ҫине кайсан, ывӑннӑскер, урисем тусанланса пӗтнӗскер, Франкфуртӑн пӗр пӗчӗк чаплах мар урамне пырса тухрӗ.

Зашел посмотреть Даннекерову Ариадну, которая ему понравилась мало, посетил дом Гете, из сочинений которого он, впрочем, прочел одного «Вертера» — и то во французском переводе; погулял по берегу Майна, поскучал, как следует добропорядочному путешественнику; наконец, в шестом часу вечера, усталый, с запыленными ногами, очутился в одной из самых незначительных улиц Франкфурта.

I // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Манӑн телогрейка вара, типографи сӑрӗсемпе те мазучӗсемпе витӗрех сӑрланса пӗтнӗскер, йӗп-йӗпех, тин кӑна шыва кӗрсе тухнӑ тейӗн.

А моя телогрейка, пропитанная, как мне казалось, насквозь типографским мазутом и краской, была настолько мокра, будто я в ней только что искупался.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ирпеле, ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман, ҫӑкӑр миххисем тиенӗ машина, пылчӑкпа вараланса пӗтнӗскер, станци патне пырса чарӑнчӗ.

Чуть свет к станции подошла забрызганная грязью машина, нагруженная мешками с хлебом.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Валя, пусмӑрланипе тата хӗненипе асапланса пӗтнӗскер, утма та пултараймасть, вӑл пуринчен ытла хӗненипе выртатчӗ.

Валя, истерзанная насилием и побоями, не могла ходить и больше лежала.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Кайрантарах эпӗ, тертленсе пӗтнӗскер, сӑрт ҫинче чарӑнтӑм та типӗ курӑк ҫине тӑсӑлса выртрӑм.

Наконец, намученный, я остановился и опустился на сухую траву, что раскинулась по вершине отлогого песчаного бугра.

Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.

Акӑ эпӗ Зинаидӑна тӑшмансен аллинчен ҫӑлатӑп; акӑ эпӗ, йӑлт юнӑмпа вараланса пӗтнӗскер, ӑна тӗттӗм тӗрмерен хӑтарса кӑларатӑп та ун ури умӗнче вилетӗп.

Я начал представлять себе, как я буду спасать ее из рук неприятелей, как я, весь облитый кровью, исторгну ее из темницы, как умру у ее ног.

XIV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Тӗттӗм пулса ҫитес умӗн кӑна, йӑлт хуралса пӗтнӗскер, ывӑнса ҫитнӗскер, директор патне кӗчӗ.

Поздно вечером, выпачканный и усталый, он пришел к директору.

Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Выҫӑскер, шӑнса кӳтнӗскер те суранланса пӗтнӗскер, ним курмасӑр…

Голодный, холодный на-раненный, сплошной ночью…

4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Никама та тӗл пулас мар тесе, вӑл ӗнтрӗк вӑхӑтӗнчи нӳхреп пек нӳрлӗ ҫырмана анчӗ, унта туратсемпе ҫатӑрка чӑтлӑх витӗр утса, йӑлтах куршанкӑ ҫыпҫӑнса пӗтнӗскер, ҫырман тепӗр енне — таткаланчӑк та ҫӑмламас курӑклӑ, анакан хӗвел ҫути ӳкнӗ хӗрлӗ тӑмлӑ енне йывӑррӑн хӑпарчӗ.

Чтобы ни с кем не встречаться, оя спустился в сумеречный, сырой, как погреб, овраг и, продираясь сквозь цепкие заросли, весь облепленный репьями, тяжело поднялся на другой его край — обрывистый, в рваных, косматых клочьях дерна, горевший на закате красной глиной.

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Сарӑ хӑйӑрпа витӗннӗ тӳрем Дон леш енӗ, вӑрман хӗрринчи кӳлӗсен симӗс утравӗсемпе таткаланса пӗтнӗскер, хурал тӗмескисем ҫинчен вуншар ҫухрӑма курӑнса выртать.

С курганов желтобурунное плоское Задонье, изрезанное зелеными островами ендов, было видно на десятки верст.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫийӗнту шинель те лапӑртанса пӗтнӗскер, ҫара пылчӑк, хулпуҫҫи ҫинче еполетсем те, кӑкӑр ҫинче шурӑ кантрасем те ҫук.

Шинелка одна на тебе мазаная, в грязи, ни висячей еполеты нету, ни белых шнуров на грудях.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— «Малатса» тӑр ӗнтӗ халь! — витлерӗ ӑна кӗререх сӑн-питлӗ Боговой, ҫамкипе пичӗ пӑшал тарӗ ҫунтарнӑран кӑвак пӑнчӑсемпе йӗрленсе пӗтнӗскер.

— Вот тебе и «зачем»! — передразнивал его смуглолицый, с синими крапинками пороха на лбу и щеках, Боговой.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ав кизяк кӗлӗ тӗслӗ чӑнкӑ чул ҫыран, шӑтӑк-шӑхӑрлӑ, ҫилпе ҫийӗнсе пӗтнӗскер.

Вот и та каменная круча, мрачная, под цвет кизяковой золы, дырявая, источенная ветрами.

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Анчах инкек вӗт-ха, чухӑн Петруҫӑн мӗн пурри те кӑвак сӑхман пекки ҫеҫ пулнӑ, вӑл та пулин ҫӗтӗлсе пӗтнӗскер, йӑлтах шӑтса пӗтнӗ шӑтӑкӗсене шутлас пулсан, тепӗр жид кӗсйинче злотых та унтан сахалтарах пулӗ.

Но то беда, что у бедного Петруся всего-навсего была одна серая свитка, в которой было больше дыр, чем у иного жида в кармане злотых.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫав икҫӗр ҫухрӑма вӑл икӗ эрне хушши кайнӑ, вара, пачах чирлесе, вӑйсӑрланса пӗтнӗскер, вӑл хӑй килӗнчен тӑват ҫухрӑмри яла салана ҫитнӗ, ҫавӑнта вара вӑл хӑйӗн хӗрӗ тесе шутланакан, анчах та хӑйӗн хӗрӗ пулман хайхи аллине хӑй хуҫнӑ Укахвие тӗл пулнӑ та — хӑй те ӑна палламан, лешӗ те палламан.

Две недели шел он эти двести верст и, совсем больной и слабый, добрел до того места, в четырех верстах от дома, где встретился, не узнав ее и не быв узнан, с той Агашкой, которая считалась, но не была его дочерью и которой он выломал руку.

II // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.

Чи малтан ман куҫа унӑн тенкел ҫинче выртакан ҫутӑ кӑвак платйи, йӑлтах юнпа вараланса пӗтнӗскер, курӑнса кайрӗ.

Первое, что бросилось мне в глаза, было ее светло-серое платье на стуле, все черное от крови.

XXVIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Пӗр ҫур сехетрен рота командирӗ патӗнчен посыльной килсе ҫитрӗ, — хӑй ҫап-ҫамрӑк та ҫивчӗскер, пӗчӗкҫеҫ боец, винтовка тӑршшӗ те ҫук, йӑлтах юрланса пӗтнӗскер.

Через полчаса от командира роты пришел посыльный — шустрый молоденький боец ростом не выше винтовки, весь облепленный снегом.

XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Таврари ҫӗршыв ним ҫук ҫӗртен ҫӗкленсе тухнӑ пек туйӑнать, йӗпе-сапаллӑ ҫанталӑкпа тертленсе пӗтнӗскер, вӑл хӑйӗн ӗлӗкхи илемӗн юлашкийӗсене кӑшт кӑна кӑтарткаласа, ҫӗнелни-мӗнне палӑртмасӑр, кӑшт та пулин хӗвел ӑшшинче ӑшӑнас тесе, ҫӗкленсе тухать.

Край точно поднимался из небытия, измученный непогодью, с едва заметными отблесками былой красоты, без всяких примет обновления, — поднимался, чтобы немного погреться на солнце.

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пӗр паллаканни анчах, йӑлтах суранланса пӗтнӗскер, леш, Лукашкӑна перекенни, чӗрӗ юлнӑ.

Один только знакомый, весь израненный, тот самый, который выстрелил в Лукашку, был жив.

XLI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Тепӗр ирхине Ерошка, пӗтӗмпех юнланса пӗтнӗскер, хӑйӗн кӗлетӗнче ларса кӗрепенкен-кӗрепенкен чӗрӗ аш валеҫнӗ — пӗрне укҫалла, тепӗрне эрехле.

На другое утро Ерошка сидел у себя в клети весь в крови и отпускал по фунтам свежину — кому за деньги, кому за вино.

XXVIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed