Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ак штраф хурсан, мур пуҫӗ, йытӑ мӗнне, каскӑн выльӑх мӗнне аванах пӗлӗ те-ха.Как оштрафую его, мерзавца, так он узнает у меня, что значит собака и прочий бродячий скот!
Хамелеон // Федор Меценатов. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 89–94 стр.
— -Халӗ ӗнтӗ пӗтӗм ҫут тӗнче пӗлӗ…
29-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл ним пӑхса тӑмасӑр Обломовкӑна тухса кайӗ, унта мӗн кирлине йӑлт тума хушӗ, нумайӑшне хушма манӗ, пултараймӗ, ячӗшӗн ҫеҫ тӑвӗ, вара каялла вӗҫтерсе ҫитӗ те сасартӑк ҫакна пӗлӗ: чӑрманса ҫӳремелле те пулман-мӗн — пӳрт те, сад та, чаплӑ павильон та пур-мӗн, Обломовкӑсӑр та пурӑнма вырӑн пур-мӗн…
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Кам пӗлӗ, тен, пӑрлиех те мар-и-ха.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
«Юратура мӗнле ҫирӗп тивӗҫлӗхсем пуррине Ольга паян каҫах пӗлӗ; иксӗмӗр ҫеҫ курнӑҫасси паян юлашки хут пулать, паян…»
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Инке те, барон та пӗлӗ, тата ҫак сассӑн кӗмсӗртетӗвӗ инҫете илтӗнӗ!Узнает и тетка и барон, и далеко раздастся гул от этого голоса!
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тен, ӑна пытарма кайнӑ чух ҫеҫ пӗр-пӗр иртен-ҫӳрен ун ҫине пӑхса илӗ, вара ҫак паллӑ мар ҫынна пирвайхи хут тивӗҫлипе хисеплӗ — пилӗк таран пуҫ тайӗ; тен, мӗнле те пулин пӗлесшӗн ҫунан этем, пытарма каякансен умне чупса тухса, вилнӗ ҫыннӑн ятне ыйтса пӗлӗ те ҫийӗнчех манса кайӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кам вара хӑй — шуйттан пӗлӗ…
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Вара этемлӗх пӗрин чӑн-чӑн аслӑлӑхне, тивлетлӗ ҫутӑлӑхне теприн, пире тӑшман пулса тӑраканнин, усал ирсӗрлӗхне хай курса, хӑй пӗлӗ.
8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл мӗнле шухӑш пулнине, авалхи романистсем калашле, вулакан ҫитес сыпӑка вуласа пӗлӗ.В чем оная состояла, читатель увидит из следующей главы, как говорят старинные романисты.
Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ҫапла айӑпли патне ҫитсенех, вӑл нимӗн те шарламасть пулсан та, ҫакна вӑл тунине тӳрех пӗлӗ.
20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
16. Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Манӑн вӗрентӗвӗм — Хамран мар, Мана Яраканран; 17. кам Унӑн ирӗкне туса тӑрас тет, вӑл ҫак вӗрентӳ ҫинчен пӗлӗ — Турӑран-и ку е Эпӗ Хам калатӑп-и; 18. хӑйӗнчен калакан хӑйшӗн мухтав шырать; Кам Хӑйне Яраканшӑн мухтав шырать, Ҫавӑ чӑннине калать, Унра суя ҫук.
Ин 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Израиль килӗ вара Эпӗ ҫав кунран пуҫласа ӗмӗрлӗхе хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри пулнине пӗлӗ.22. И будет знать дом Израилев, что Я Господь Бог их, от сего дня и далее.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вара кашни чӗрӗ чун Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, хӗҫӗме йӗннинчен кӑларнине, вӑл ӗнтӗ каялла таврӑнмасса пӗлӗ.5. И узнает всякая плоть, что Я, Господь, извлек меч Мой из ножен его, и он уже не возвратится.
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вара мӗнпур хир йывӑҫӗ пӗлӗ: Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, ҫӳллӗ йывӑҫа лутралататӑп, лутра йывӑҫа ҫӳллӗлететӗп, ешерекен йывӑҫа хӑртатӑп, хӑрнӑ йывӑҫа ҫеҫкене лартатӑп: Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм — ҫапла тӑватӑп, тет.
Иез 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑнпах ӗнтӗ Манӑн халӑхӑм Манӑн ятӑма пӗлӗ; ҫавӑ кунхине вӑл Эпӗ унчченхи пекех пулнине, Эпӗ: «Эпӗ кунтах!» тесе каланӑ чухнехи пекех пулнине пӗлӗ.
Ис 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӑл сирӗн пата кӗҫех хӑрушшӑн килӗ, пуҫлӑхра тӑракансене ҫирӗп сут тӑвӗ: 6. мӗскӗн ҫынна каҫарӗ, вӑйлисене вара вӑйлӑ тӗрӗслӗ, тӗппипе тӗпчесе пӗлӗ.
Ӑсл 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Израиль патши хӑй тумтирне туртса ҫурнине илтсессӗн, Турӑ ҫынни Елисей ун патне ҫын янӑ, ӑна ҫапла калама хушнӑ: эсӗ тумтирне мӗн тума туртса ҫуртӑн? вӑл ман патӑма килтӗр, вара Израильре пророк пуррине пӗлӗ, тенӗ.
4 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Давид филистима ҫапла хуравланӑ: эсӗ мана хирӗҫ хӗҫпе, сӑнӑпа тата хулканпа килетӗн, эпӗ вара сана хирӗҫ эсӗ хурланӑ Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль ҫарӗсен Турри, ячӗпе пыратӑп; 46. паян Ҫӳлхуҫа сана манӑн аллӑма парӗ, эпӗ сана вӗлерӗп те пуҫна касса татӑп, [санӑн виллӳне тата] филистимсен ҫарӗнчи ҫынсен виллисене тӳпери кайӑксемпе ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксене пӑрахса парӑп, вара пӗтӗм ҫӗр Израильре Турӑ пуррине пӗлӗ; 47. ҫак пӗтӗм эшкер те курӗ: Ҫӳлхуҫа хӗҫпе те сӑнӑпа хӑтармасть, мӗншӗн тесессӗн ку вӑл Ҫӳлхуҫа вӑрҫи, Вӑл сире пирӗн алла тытса парӗ, тенӗ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Иисуса, Нав ывӑлне, суйласа ил, ҫав ҫынра Турӑ Сывлӑшӗ пур, аллуна унӑн пуҫӗ ҫине хур, 19. унтан ӑна, Елеазар священник умне, пӗтӗм халӑх умне тӑратса, вӗсен куҫӗ умӗнче ӑс пар, 20. Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхӗ ӑна итлетӗр тесе, ӑна хӑвӑн мухтавна пар; 21. вара вӑл мӗн тумаллине Елеазар священникран ыйтса тӑрӗ, Ҫӳлхуҫа мӗн хушнине унран урим урлӑ пӗлӗ; вара вӑл тата унпа пӗрле пӗтӗм Израиль ывӑлӗ, пӗтӗм халӑх Елеазар каланӑ пек ҫӳрӗ, вӑл каланӑ пек кайӗ, вӑл каланӑ пек килӗ, тенӗ.
Йыш 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.