Шырав
Шырав ĕçĕ:
Атаман кӗрсе пӑхӗ те — ырӑ мар япала пулса тӑма пултарӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Кирлӗ вӑхӑтра вӑл ҫав чулпа революци пуҫ купташкине персе шӑтарма пӑхӗ.В нужный момент этим камнем оно попытается проломить череп революции.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Кирлӗ самант ҫитсе тухсан, правительство, ӗлӗкхи йӑлапа, каллех казаксен хулӗсенчен уртӑнма пӑхӗ.— Правительство в нужный момент попытается, по старой привычке, опереться на плечо казака.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӗсем иккӗшӗ калаҫса утӗҫ, Рубцов-Емницкий пӗр симӗс хӑяр татса илӗ те тутӑрпа шӑлӗ, хуппи йӑлтӑртатать-и тесе, хӗвел ҫине тытса пӑхӗ, ҫӗҫӗ кӑларса касӗ те ҫиме пуҫлӗ; вара вӑл хӑяр татакансемпе калаҫма тытӑнӗ, вӗсене пахчара тӗрлӗ тавар сутакан лавкка уҫса парасси, мануфактура илсе килесси ҫинчен палкаса кӑтартӗ — ҫапла тем те пӗр ҫинчен калаҫнӑ вӑхӑтра эпир Рубцов-Емницкий кантурне кӗрсе пӑхӑпӑр.
VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хӗвел пӑхӗ те каллех тухӗҫ.
Кроликсем тата кушак // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 45–52 стр.
Хаҫатра тӑшман ҫӗр айӗнчи крепоҫе кӗме тапӑннине, ӑна каялла чакарни ҫинчен кӗскен ҫырса пӗлтернӗ, анчах пурин те сыхӑ тӑма кирлӗ, мӗншӗн тесен ҫӗр айӗнче партизансем пурӑннине тӑшман пӗлет, ҫавӑнпа вӑл, каменоломньӑна кӗме татах та пикенсе пӑхӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Чи хаклӑ ӗмӗт ун чухне ҫийӗнчех чӑнлӑх пулса тӑрӗ, вӑл вӗсем ҫине пӑхӗ, вӗсене аллисенчен тытӗ, вӗсен ачаш куллипе юррисене итлӗ, ҫакӑ вара тӗнчере пӗртен-пӗр хӗрарӑм — Шурочка патне чӑтмалла мар ҫунса ӑнтӑлнӑ хӗрӳ тапхӑрта ӑнланма ҫукла, анчах питӗ савӑк йӑпану пулӗ!
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Юрату, хӑй кӑмӑлӗ туртнине тутанса пӑхӗ те кӑштах чакӗ; вӑл вара, манпа пурӑннӑ чухне пӗр енӗпе кӑмӑлсӑр пулнӑ пулин те, пӗтӗмӗшпе илсен — вӑл пурнӑҫ ҫӑмӑлрах, ирӗкрех пулнине ӑнланса илӗ; унтан каллех майлашса кайӗ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ыранах ӑна чӗнсе илӗпӗр те калаҫса пӑхӑпӑр, каялла техникума ӑсатӑпӑр, ҫемйине колхоз пӑхӗ.
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кухньӑра тумланнӑ Алексеевна: — Кил-ҫурта кама шанса хӑварас? Ӗнене кам сӑвӗ? Пахчана кам пӑхӗ? — тесе ыйтрӗ.
XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Ватлӑх — инкек мар, пире ӑратлӑха юрать, эрехре шӳтернӗ тулӑпа лайӑх тӑрантарӑпӑр та, чӑхсене вал мӗнле пӑхӗ — тусан вӗҫсе тӑрӗ!
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Мӗнле пӑхӗ ун ҫине?
30-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах кил-ҫурта кам пӑхӗ вара ун чухне.
14-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Лешӗ хут татӑкне пӑхӗ те сак ҫине йӑванса кайӗ, чуна ҫуракан ҫинҫе сассипе, Тимка амӑшӗ пекех, ӳлесе-йӗрсе ярӗ.
10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Штольцӑн сӑнӗ мӗнле улшӑнӗ, вӑл Ольга ҫине мӗнлерех пӑхӗ, мӗн калӗ, мӗн шухӑшлӗ кайран? — ҫакӑн ҫинчен Ольга хӑраса шухӑшлать.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫапла, ҫапла, — хумхануллӑн, хавасланса каларӗ вӑл, — вара Ольга килӗшсе именчӗклӗн пӑхӗ…— Да, да, — в радостном трепете говорил он, — и ответом будет взгляд стыдливого согласия…
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗнле пӑхӗ вӑл ун чухне ман ҫине, мӗнле пӑрӑнса кайӗ… хӑрушӑ!
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗнле пӑхӗ, мӗнле ӗҫ парӗ, мӗн ҫинчен ыйтӗ, кӑмӑллӑ пулӗ-и, ҫук-и?Как посмотрит, какое даст ему поручение, о чем спросит, будет довольна или нет?
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сирӗнпе тӗл пулӗ вӑл, куҫран пӑхӗ те каялла чакӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Акӑ ку Павлуша, Павел Иванович, оператор, халь вӑл сире сӑнамалла ӳкерсе пӑхӗ.— Вот это Павлуша, Павел Иванович, оператор, он вас сейчас попробует снять.
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950