Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫамрӑклӑх – кашни ҫын пурнӑҫӗнчи чи илемлӗ, чунра хаклӑ ӗмӗтсемпе ҫутӑ шанчӑк ҫуратакан, пирвайхи ҫитӗнӳсем тума тата ҫӗннине уҫма хавхалантаракан ытарайми вӑхӑт.
Михаил Игнатьев Ҫамрӑксен кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/06/27/news-3606168
Пӗлтӗр Чӑваш Ен халӑхӗсен сӗездне ирттерни тата Чӑваш Республикин территорийӗнче пурӑнакан халӑх представителӗсен Ассамблейине туса хуни республикӑн этнокультура пурнӑҫӗнчи паллӑ пулӑм пулса тӑчӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
— Пӗлетӗр-и… — терӗ те Шамполион — самантлӑха шӑпланчӗ, унтан иртсе кайнӑ чаплӑ пурнӑҫӗнчи паллӑ кунӗсенчи пек йӗрӗнсе кулса ячӗ, — эпӗ сире каллех — унта… чышса… тӗксе ӳкерӗттӗм!..
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Унӑн, хурахӑн, авантюрӑлӑхӗ хӗре ҫав хатер хӑпартлантарать, ҫавӑнпах-тӑр пурнӑҫӗнчи намӑсланмалли пулӑмсем таҫта айккине тӑрса юлчӗҫ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Анни тепрехинче Ральф пурнӑҫӗнчи мӗнле те пулин самантпа кӑсӑклана-кӑсӑклана каять: ҫакӑн чух Филипп Ральф хӑюлӑхӗ, унӑн тӗлӗнмелле хӑтланӑшӗсемпе ырӑ кӑмӑллӑхӗ ҫинчен, юмаха аса илтерекен пурнӑҫӗ пирки хавхаланса кала-кала кӑтартать: Ральф малтан чухӑнлӑхра пурӑнни, кайран вара ылтӑн хӑйӑрӗ тупни, карап туянни, карап хатӗр-матӗрӗпе тинӗс кӑпӑкӗнчен, вӑйӑ-кулӑпа суту-илӳрен, хӑрушлӑхпа тулнӑ япаласенчен тӗрлесе тӗртнӗ шавлӑ сӑмах-юмах чӗнтӗрӗ…
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.
Пурнӑҫӗнчи чи йывӑр вӑхӑтра унӑн чун-чӗрине ҫакнашкал пӗр-пӗччен ҫӗтсе ҫӳренинчен ытла урӑх нимӗн те тепӗр хут вӑй парса йӗркене кӗртеймест.В тяжелые часы жизни ничто так не восстанавливало силы его души, как эти одинокие блужданья.
VI. Ассоль пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Тепӗр чухне — ку темиҫе куна та тӑсӑлать — Ассоль йӑлтах улшӑнать; сӗркӗч лексен шӑплӑх ҫухалнӑн пурнӑҫӗнчи йывӑрлӑхсем туйӑнми пулаҫҫӗ; вара вӑл мӗн курни-илтни, мӗнпе пурӑнни, таврара мӗн пурри пӗтӗмпех кулленхи пурнӑҫ йӗркинче вӑрттӑнлӑх чӗнтӗрне куҫать.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Пӗтӗмӗшле — ӑна ӑру пурнӑҫӗнчи татса паман шутсӑр нумай ӗҫ пуҫӗпех ҫавӑрса хуптӗрленӗ, ҫак ӗҫсен пуҫламӑшӗ хут фабрикисем никӗсленнӗ саманара ҫӗтсе юлнӑ, вӗҫӗ вара — мӗн пур элекҫӗ вилӗмӗнче.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Эсир ҫынсене ҫӗршыв пурнӑҫӗнчи тата тӗнчери пысӑк пулӑмсемпе, обществӑшӑн пӗлтерӗшлӗ хыпарсемпе вӑхӑтра паллаштаратӑр.
Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗсем ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/01/13/news-3754208
Хула аталанӑвне куллен хӑйсен витӗмлӗ тӳпине хывакан ентешсене – производствӑра тӑрӑшакансене, обществӑри йӗркелӗхе тивӗҫтерекенсене, ачасене вӗрентекенсемпе воспитани паракансене, строительсене, культурӑпа спорт пурнӑҫӗнчи паллӑ пулӑмсене тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ мероприятисене хутшӑнакансене – пурне те тайма пуҫ.
Михаил Игнатьев Шупашкар хула кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/08/19/news-3916021
Хӑйӗн пурнӑҫӗнчи темиҫе ҫулне кӑларса пӑрахӗччӗ.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Чӑваш Енре Хусан тата Сӑр хӳтӗлев чиккисен строителӗсен ӗҫ паттӑрлӑхӗн ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ ҫул республика пурнӑҫӗнчи паллӑ пулӑмсемпе, ырӑ улшӑнусемпе палӑрса юлать.
Олег Николаев Ҫӗнӗ 2022 ҫулпа саламлани // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2021/12/30/glava-chu ... et-s-nastu
Чӑваш Республикин пурнӑҫӗнчи кӑҫалхи тепӗр паллӑ пулӑм вӑл — Раҫҫей Президенчӗн В.В. Путинӑн Указӗпе Шупашкар хулине Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче тӗрлӗ тавар туса кӑларассине тивӗҫтерсе тӑнӑ тӗп хуласенчи предприятисен кал-кал ӗҫӗшӗн «Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хули» сумлӑ ята пани.
Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв Паттӑрӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2021/12/09/gla ... et-s-dnyom
Вӑл Ленин хӑйӗн вӑрттӑн шухӑшне ӳпле пурнӑҫӗнчи ахаль калаҫу ҫине куҫарса ытарлӑн каланине сисмӗш пулчӗ.Притворившись, что не заметил, как Ленин низвел тайную свою мысль к бытовому шалашному разговору.
18 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ун пурнӑҫӗнчи чи вӑрӑм кун пулчӗ ку.
Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Свифт романӑн иккӗмӗш пайӗнче Англин обществӑпа политика пурнӑҫӗнчи уйрӑм ҫитменлӗхсене мар, уйрӑм пуҫлӑхӗсене те мар, пӗтӗм тытӑм системине тата государство йӗркине пӗтӗмӗшпе питлет.
6 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.
Тӗрӗссипе каласан, ҫулҫӳревҫӗсен тӗп тӗллевӗ вӑл, урӑх ҫӗршывсен пурнӑҫӗнчи лайӑх тата начар примерсене илсе кӑтартса, ҫынсене ҫутта кӑларасси, вӗсене ырӑ ӗҫсем тума вӗрентесси, вӗсен ӑс-тӑнне аталантарса пырасси пулать.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫак ученӑйсем хӑйсен пурнӑҫӗнчи нумай вӑхӑтне пӗлӗт ҫинчи япаласене сӑнаса ирттереҫҫӗ.Эти ученые большую часть своей жизни проводят в наблюдениях за движениями небесных светил.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Манӑн хамӑр тӑван ҫӗршывӑн пурнӑҫӗнчи киревсӗр енӗсене пытарса, унӑн илемӗпе ырӑ ӗҫӗсене чи усӑллӑ та лайӑх енчен кӑтартса парас килчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Халӗ эпӗ сире Эмиль пурнӑҫӗнчи ытти кунсем ҫинчен каласа паратӑп, ҫав кунсенче мӗн кӑна пулса иртмен-ши!
Леннебергӑри Эмиль // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.