Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

палли (тĕпĕ: паллӑ) more information about the word form can be found here.
Ҫак аслӑран та аслӑ уяв ӑс-хакӑл ҫӗнелӗвӗн тата пурнӑҫ ҫӗнтерӗвӗн сӑваплӑ палли шутланать.

Этот великий праздник является символом духовного обновления и торжества жизни.

Олег Николаев Мӑнкун ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/16/gla ... et-s-prazd

Вӑл, ҫӳллӗ карчӑк, курпун кӑларса авӑннӑ, ыйту палли пек кукӑрӑлнӑ.

Help to translate

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫамка варринчи хӑмӑр тур палли яр уҫҫӑн палӑрать.

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унсӑр пуҫне ӳт-пӗвӗмре ҫичӗ суран палли.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Сулахай пит ҫӑмартийӗнчи, хӑлха ҫывӑхӗнчи кантӑр вӑрри пысӑкӑш хӑмӑр тур палли те ӑна виҫесӗр илемлетет тейӗн.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кунта кашни утӑмрах ҫул палли пур.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Художествӑллӑ идейӑ — шухӑш ҫеҫ мар, сисӗм те («идеологи» сӑмах хыҫне лартнӑ ыйту палли пирӗн. — В. Д.)

Help to translate

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ҫутӑ килессин палли те ҫук.

Help to translate

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укҫуне илсе тыттарнӑ чухне тата Кӗлсулттан кинемей тӗлӗнмелле сӑмах та каланӑччӗ: «Ӗлӗк-авал чи чаплӑ паттӑрсем ҫеҫ кӑвак ҫӗмренпеле пенӗ. Кӑвак ҫӗмрен — тасалӑх палли, чӑнлӑха юратнин, халӑхшӑн тӑнин палли», — тенӗччӗ.

Help to translate

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӑмарта — пурнӑҫ тӗвӗленнин палли.

Help to translate

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫунакан ҫӗмрен — инкек палли, пулӑшу ыйтни.

Help to translate

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Алюн палли ӑҫта? — ыйтрӗ вӑл каллех хӑшместӗртен.

Help to translate

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ӑҫта Алюн палли? — пӑлханнине тытса чарма тӑрӑшса, сассине ҫемҫетерех ыйтрӗ Ахмар.

Help to translate

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Кӑвак ҫӗмрен — тасалӑх палли, чӑнлӑха юратнин, халӑхшӑн тӑнин палли.

Help to translate

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кунта та ҫынсем харап пулассин, вӑрҫӑ пуҫланассин, ҫынсем йышлӑн вилессин палли пулни ҫинчен вӗҫӗмсӗр калаҫрӗҫ.

Help to translate

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗн инкек е мӗн савӑнӑҫ палли курчӗ вӑл — ӗмӗр-ӗмӗр таҫта васкаса, ӗмӗр-ӗмӗр канӑҫ мӗнне пӗлмен хӗвел ури?

Help to translate

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Акӑ мӗн, Микул Палли, фашистсене интереслӗ задача парӑпӑр.

Help to translate

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Ҫур сехет те ҫитмерӗ, ачасем ыйту палли евӗрлӗ Ҫӑрттан кӳлли патне пырса та тухрӗҫ.

Help to translate

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Крап берет — паттӑрлӑхпа хастарлӑх, чыс, ҫар ӑсталӑхӗн палли.

Help to translate

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Йытӑ ӑслӑ, туяслӑ-сисӗмлӗ чӗрчун, апла пулсан, унӑн ҫакнашкал кӑмӑл палли пурах…

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed