Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

палласа (тĕпĕ: палла) more information about the word form can be found here.
Вӑл хура мӑйӑхлӑ этеме палласа илчӗ те, циркра мӗнешкел хӑрушӑ ӗҫсем пулса иртнине аса илсе, ҫуйлӑн кӑшкӑрчӗ:

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Намӑс ҫуртӑн хуҫи циркра хаклӑ япаласем выляса янӑ ырхан хӗрарӑмне Богданов ҫав самантрах палласа илчӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсенчен пӗри паҫӑрхи официантне Ҫтаппан палласа илчӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӑнасарах пӑхрӗ те ку мӑнукӗ валли парне парса янӑ хӗрарӑмне палласа илчӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Маскине сӳсе палласа илесрен хӑранипе вӑл вилише персе выртма шут тытрӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗнтерсе маскине сӳсе илсенех, вӑл циркри кӗрешекенсенчен пӗри иккенне куракансем ҫав самантрах палласа илӗҫ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурте вӑл камне палласа илме тӑрӑшрӗҫ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнтах: «Кама куратӑп эпӗ! Сывӑ-и, Василь Ваныч!» тенӗ еннелле пуҫне ҫӗклерӗ те ӗнер пӑрахут ҫинче курнӑ крючниксене палласа илчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ку йышлӑ халӑх хушшинче тарҫӑ шыракан хуҫана мӗнле палласа илӗн?»

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Крючник пӗрре пӑхсах Ҫтаппан чӑваш иккенне палласа илчӗ те те кулса каларӗ:

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анне сасран палласа илчӗ пулмалла тинех, мана ыталаса илчӗ те хӑй те йӗрсе ячӗ.

Help to translate

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

«Анчах эпир кунта та никама та палласа килмен вӗт, — терӗ Улюк ҫемье пуҫӗ пулса.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Сунарҫӑ Вихтр арӑмӗ вӑл хӑйсен пулнине палласа илчӗ.

Help to translate

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Сасса палласа илсен кулса ячӗ.

Help to translate

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Хирӗҫ килекенӗ, Вӗҫелиса палласа илсе, кустӑрмаллӑ «лаши» ҫинчен анчӗ те ун патне утса пычӗ.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

— Паллах, пуҫлӑхсем айӑплӑ, — Ирина монтер сассине палласа илчӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ирина ӑна тӳрех палласа илчӗ, ҫак урампа вӑл кашни кун апат-ҫимӗҫ лавккине ҫӳрет.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӗсем те пулин япӑх кураҫҫӗ, урам урлӑшӗнчен йытӑпа сурӑха та палласа илеймеҫҫӗ.

Help to translate

Чӑрӑш тӑрринчи вӑрӑмтунасем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37 с.

Миша Дубовсен килӗнче ҫакӑнса тӑракан кивӗ сӑнӳкерчӗкре хӑйӗн аслашшӗне палласа илчӗ те, пуҫланчӗ вара калаҫу!

Help to translate

22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ те комбинезон, шлепке, атӑ тӑхӑннӑ, хулпуҫҫийӗ урлӑ сӑран сумка ҫакнӑ ҫынна тӳрех палласа илчӗ: Стасик!

Help to translate

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed