Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

медаль the word is in our database.
медаль (тĕпĕ: медаль) more information about the word form can be found here.
Партипе правительство унӑн ӗҫне хисеплесе ӑна Ленин орденӗ, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ тата медаль парса наградӑларӗ.

Help to translate

Хаклӑ ачасем! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с. — 124 с.

Шапа ҫӑвар юлташӗсемех, агрегат савӑтӗнче пӑсӑрланаканскерсем, кайран ҫав сыснана, генерал-майор чинӗ парса, кула-кула мӑйӗнчен «Лапрара путакана ҫӑлнӑшӑн» чукун медаль ҫакса янӑ терӗҫ.

Help to translate

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Чукун е хурама медаль ҫакса яраҫҫех!

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Леонард Левый юбиляр кӑкӑрӗ ҫине «Елчӗк районне — 95 ҫул» медаль ҫакса ячӗ, район аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Роберт Ивановича тав турӗ.

Help to translate

Ҫамрӑксем яла юлччӑр тесен… // Елена Петрова. http://елчекен.рф/2023/03/17/c%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/

Ак аллине темле йывӑҫӑн (е тӗмӗн?) ҫатрака турачӗ лекрӗ, ун ҫинче «За отвагу» медаль пысӑкӑш темиҫе ҫулҫӑ сыхланса юлнӑ иккен.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Татах тепӗр уйӑхран ӑна, ашшӗне, райвоенкомата чӗнтерчӗҫ — вутлӑ-юнлӑ вӑрҫӑра хӑюллӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн унччен панӑ вунӑ орденпа медаль ҫумне вунпӗрмӗшне — «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» орденне — кӑкӑрӗ ҫине ҫакрӗҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӑкӑрӗ ҫинче икӗ Георги хӗресӗпе (ӑна хӑй Юрги хӗресӗ тетчӗ) икӗ медаль ялкӑшатчӗ.

Help to translate

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Кӑкӑрӑн сылтӑм енче гварди значокӗ, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ, сулахай енче икӗ Мухтав орденӗпе виҫӗ медаль.

Help to translate

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Вӑрнар каччи Никита Львов Пермь хулинче иртнӗ мастерсен турнирӗнче бронза медаль ҫӗнсе илнӗ.

Help to translate

Ҫӗнтерӳшӗн – велосипед // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10668-c- ... -velosiped

Владимирӑн та хастар ашшӗ пекех ҫар наградисем нумай, ҫав шутра – «Сиринчи тинӗс-ҫар операцийӗшӗн» медаль те.

Help to translate

Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn

Чӑваш ен аграрийӗсем курава хутшӑнса пӗтӗмпе 51 медаль ҫӗнсе илнӗ, ҫав шутра 41-шӗ - ылтӑн.

Help to translate

Вӑрнарсен - пилӗк ылтӑн // Елена ТОЛСТОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11513-v- ... il-k-ylt-n

Чӑваш Республикин обществӑлла ӗҫ-хӗлне хастар хутшӑннӑшӑн, Мускаври патшалӑх академи театрӗн директорне, пултарулӑх ертӳҫине Надежда Бабкинӑна медаль орденпа чысланӑ, Чӑваш Республикинче «Вырӑс юррисем» Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче фестиваль-марафона ирттернӗшӗн Мускаври патшалӑх академи театрӗн специалисчӗсене Тав сӑмахӗсемпе чысланӑ.

Help to translate

Чӑваш Ен "Раҫҫей тӗрленӗ карттине" ҫӗршывӑн ҫӗнӗ регионӗсемпе пуянлатса паллаштарнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/13/chav ... hivan-cene

Аллинчи ылтӑн сехет те, икӗ пӗчӗк ылтӑн медаль те, хӑй ҫӳрекен велосипечӗ те ҫавӑнта панӑскерсем…

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Нумай пулмасть ӑна Сӑр шывӗ патӗнче лайӑх ӗҫленӗшӗн Шупашкара чӗнтерсех «Ӗҫре палӑрнӑшӑн» медаль пачӗҫ.

Help to translate

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнчи икӗ ача амӑшӗ, Раҫҫей спорт мастерӗ Алина Рубцова-Иванова 68 килограмм виҫеллӗ атлетсен ушкӑнӗнче ӑмӑртса кӗмӗл медаль ҫӗнсе илчӗ.

Help to translate

Чӑваш спортсменӗсем яланах хастар // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 8 с.

Уншӑн вӗсене кашнине кӗмӗл медаль парса паллӑ тунӑ.

За проявленную отвагу все они были удостоены серебряных медалей.

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ун чухнехи кӗмӗл медаль ҫич-сакӑр ҫул каялла ҫеҫ валеҫме пӑрахнӑ пирӗн орденсенчен кӑна мар, социализмла ӗҫ паттӑрӗн ылтӑн ҫӑлтарӗнчен ирттернӗ.

Ибо тогдашняя серебряная медаль ценилась гораздо выше современных наших орденов.

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Службӑра пӗр кӑлтӑк тумасӑр 20 ҫул хушши ирттернӗшӗн ҫветтуй Аннӑн 328706 №-лӗ наградине парса паллӑ тунӑ; Парижа илнӗшӗн кӗмӗл медаль панӑ; мундирӗн сулахай ҫанни ҫинче сарӑ хӑю (шараҫ) тыттарнӑ виҫӗ паллӑ пур; авланнӑ, ачаллӑ-пӑчаллӑ, штрафсене лекмен.

Прослужил честно без каких-либо нарушений 20 лет, за что был пожалован орденом Святой Анны за № 328706; за взятие Парижа награжден серебряной медалью; на левом рукаве мундира имеет три золотые нашивки — каждая выдается через шесть лет безупречной службы. Женат, имеет детей, не штрафован.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Унӑн орден та пур, теҫҫӗ, Пур, тет, ум тулли медаль. Ҫывӑхран ӑна курасчӗ», — Шухӑшлать хӗр пӑхнӑ май.

Help to translate

Тимӗрҫӗ хӗрӗ // Анатолий Анат. «Ялав», 1948, 11№ — 13 с.

Ку наградӑн орден тата медаль пур.

Help to translate

Ыйту — хурав // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d1%8b%d0%b ... 0%d0%b2-5/

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed