Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ хутна кӗмен пулсан, паян та тӗрмере ларас ҫынччӗ эсӗ!
XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Айкашса ларас марччӗ кирлӗ мара, — терӗ ӑна Лашманов, лешӗ каллех шӑпӑрт пулсан.
XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ахӑртнех, вӑл кунта шӑпах мана, корреспондента, кирлӗ калаҫу пулса иртет тесе шутларӗ те вӑхӑтлӑха татӑлнӑ сӑмах ҫыхӑнасса кӗтрӗ, итлесе ларас терӗ.
XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Пылаккӑн-тутлӑн ҫеҫ калаҫса ларас марччӗ.
X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Таврӑнсан та килмӗ паян, каҫхине кантурта ларас йӑла ҫук ун, ирхине вара тӑват-пилӗк сехетрех кунта.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
— Хресчен ачи темерӗн, леш пӳрт улпут курници пекех пулсан та, ҫакӑнта ларас килет, — ҫӗҫҫипе шак-шак! тутарать Ҫтаппан.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Тантӑшӑмпа калаҫса ларас кӑмӑлӑм ҫук мар-ха, пӗлессӗм килет-ха вӑл мӗнле пурӑннине.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Унӑн ашшӗ пирки ялта: «Суту-илӳ ӗҫне май ҫук ӑста, ӗмӗрне лавккарах ирттерет пуль ӗнтӗ, пин ҫынна лартсан та, хӑй пӗрре ларас ҫук», — тесе калаҫатчӗҫ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Анчах Альбина мана шухӑша кайса тӑма ытла та сахал вӑхӑт пачӗ: ман ҫумран пӗр самантлӑха та хӑпмарӗ — ташлас пулсан, кашнинчех манпа ташларӗ, — ларас пулсан, манпа ҫумлӑ ларчӗ.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
— Манӑн ларас килет, — терӗ вӑл, йӗрсе пӗтерсен.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Чипер пурӑннӑ ҫӗртен тем курса ларас пулать!..
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Унпала эпӗ ӗмӗрлӗхех пуйса ларас ҫук.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
«Ӑна валли хӑйне евӗрлӗ пултарулӑх кирлӗ, манӑн ун пекки ҫук, апла пулсан мӗне кура нушаланса ларас?» — терӗм те паян тарӑхнипе ручкӑна сӗтел ҫине вӑркӑнтарса сӗтел хушшинчен тухрӑм.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
«Вӑхӑчӗ халь урӑхларах, хӑюллӑ пулмалла тесе сӑмах ҫаптарнипе лӑпланса ларас мар, чӑннипех хӑюллӑ пулас», — терӗҫ лешсем.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Ҫапах та шӑл йӗрсе ларас марччӗ, Раман, — ӳпкелешрӗ Вера.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Халӗ ӗнтӗ унӑн хӑй вырӑнне лайӑхрах вырнаҫса ларас пулать те вара ӗҫе пикенсен те юрать.
Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫуллен сыппа ларас, тет.
Ҫиччӗмӗш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ӗмӗтӳ те, чуну-чӗрӳ те ялан ырӑ, каяс ҫулу — такӑр, ларас вырӑну — типӗ пултӑр.
Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Каяс ҫулӑр такӑр пултӑр, ларас вырӑнӑр типӗ пултӑр.
Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Хамӑра ырӑ сунса калатӑп-ха: каяс ҫулӑмӑр такӑр пултӑрах, ларас вырӑн типӗ пултӑрах.
Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.