Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑтартӑпӑр (тĕпĕ: кӑтарт) more information about the word form can be found here.
— Атя Башлыков патне, Федя, кӑтартӑпӑр эпир ӑна…

— Пошли к Башлыкову, Федя, мы ему докажем…

38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тырӑсене, курӑксене — пурне те, пурне те кӑтартӑпӑр.

Все, все покажем — и хлеба и травы…

23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Санькӑна хамӑр пата йышӑнатпӑр, хамӑрӑн калчасене кӑтартӑпӑр… —

— Примем к себе Саньку, покажем ему наши посевы… —

18-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Амундсен, кирек мӗнле пулсан та, ҫурҫӗр полюсне уҫакан ҫӗршывӑн чапне Норвегие парасшӑн, а эпир кайӑпӑр та кӑҫал вырӑссем те ку тӗлӗшпе пултаруллӑ иккенне тӗнчене кӑтартӑпӑр».

Амундсен желает, во что бы то ни стало оставить за Норвегией честь открытия Северного полюса, а мы пойдем в этом году и докажем всему миру, что и русские способны на этот подвиг».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Кӑтартӑпӑр ак сире, государе хирӗҫ пыракансене!» — тесе, пиҫиххисемпе ҫыхса пӑрахрӗҫ.

Связали кушаками, приговаривая: «Вот ужо вам будет, государевым ослушникам!»

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Комендант, хӑйӗн ҫарӗ тавра ҫаврӑнса, салтаксене: «Ну, ачамсем, паян матушка-государыняшӑн тӑрса, хамӑр паттӑррине, присягӑна ҫирӗп тытнине пӗтӗм тӗнчене кӑтартӑпӑр!» — тет.

Комендант обошел свое войско, говоря солдатам: «Ну, детушки, постоим сегодня за матушку государыню и докажем всему свету, что мы люди бравые и присяжные!»

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Иван Игнатьич комендант хушнине тума кайсан: «Кӑтартӑпӑр сана, гарнизон йӗкехӳрине!» — тесе каланине хӑй хӑлхипех илтнӗ.

Иван Игнатьич, исполнитель комендантского распоряжения, слышал своими ушами, как они говорили: «Вот ужо тебе будет, гарнизонная крыса!»

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Эпир ҫав кушакӑн шӑммисене илсе килсе кӑтартӑпӑр.

— Мы представим суду скелет этой кошки.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Мӗн кӑтартӑпӑр эпир вӗсене малашне?

Что мы покажем им в дальнейшем?

Чӑваш Меккин экологийӗ хрушлӑхра // Ирина Кузьмина. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... rushlakhra

Хутӑш тӑпран темиҫе тӗслӗхне илсе кӑтартӑпӑр: 1. торф, хӑйӑр, кӗл, ҫерем тӑпри (5:5:0,1:5); 2. Ҫерем тӑпри, лайӑх ҫӗрнӗ тислӗк, торф, (2:2:2); 3. Ҫерем тӑпри, компост, вермикулит (5:5:1).

Покажем несколько примеров перемешивания почвы: 1. торф, песок, зола, земля (5:5:0,1:5); 2. Земля, хороший перегной, торф (2:2:2); 3. Земля, компост, вермикулит (5:5:1).

Калча валли тӑпра хатӗрлер // Эльвира Иванова. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.01.28

Пӗр тӗслӗх илсе кӑтартӑпӑр.

Help to translate

Пӳлӗмри чечексене тымарлантаратпaр // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

10. Вӑрҫӑ инкекӗсем ҫинчен каланипе ҫырлахса, халӗ ҫав усал ҫыннӑн ывӑлӗ Антиох Евпатор вӑхӑтӗнче мӗн-мӗн пулса иртнине ҫырса кӑтартӑпӑр.

10. Теперь изложим, что происходило при Антиохе Евпаторе, сыне того нечестивца, ограничиваясь бедствиями войн.

2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Турӑпа пӗрле вӑя кӑтартӑпӑр эпир: Вӑл пирӗн тӑшмансене урипе таптӗ.

14. С Богом мы окажем силу: Он низложит врагов наших.

Пс 107 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Турӑпа пӗрле эпир вӑя кӑтартӑпӑр, Вӑл пирӗн тӑшмансене урипе таптӗ.

14. С Богом мы окажем силу, Он низложит врагов наших.

Пс 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Ҫав ҫынсем ку арӑма каланӑ: [халӗ] пирӗн ҫинчен никама та пӗлтермесессӗн, эсир пӗтес вырӑнне пирӗн чун пӗтмелле пултӑр; Ҫӳлхуҫамӑр ҫак ҫӗре пире парсассӑн, эпир сана ырӑлӑхпа тӳрӗлӗх кӑтартӑпӑр, тенӗ.

14. Эти люди сказали ей: душа наша вместо вас да будет предана смерти, если вы [ныне] не откроете сего дела нашего; когда же Господь предаст нам землю, мы окажем тебе милость и истину.

Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Моисей вара каланӑ: ан пӑрахсам пире, мӗншӗн тесессӗн эпир пушхирте епле тапӑрӑн вырӑнаҫса тухнине эсӗ пӗлетӗн, эсӗ пирӗншӗн куҫ пулӑттӑн; 32. пирӗнпе пӗрле пырсассӑн, хамӑра Ҫӳлхуҫа кӑтартас ырӑлӑха эпир сана та кӑтартӑпӑр, тенӗ.

31. Моисей же сказал: не оставляй нас, потому что ты знаешь, как располагаемся мы станом в пустыне, и будешь для нас глазом; 32. если пойдешь с нами, то добро, которое Господь сделает нам, мы сделаем тебе.

Йыш 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Моисей Ховава — Рагуил ывӑлне, мадиан ҫыннине, хӑйӗн хурӑнташне — каланӑ: эпир Ҫӳлхуҫамӑр «сире ҫак ҫӗре парӑп» тенӗ вырӑна каятпӑр; атя пирӗнпе пӗрле, эпир сана ырӑлӑх кӑтартӑпӑр, мӗншӗн тесессӗн Израиль ҫинчен Ҫӳлхуҫа ырӑ каланӑ, тенӗ.

29. И сказал Моисей Ховаву, сыну Рагуилову, Мадианитянину, родственнику Моисееву: мы отправляемся в то место, о котором Господь сказал: вам отдам его; иди с нами, мы сделаем тебе добро, ибо Господь доброе изрек об Израиле.

Йыш 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed