Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ханкӑр кӳлли ҫийӗнчи курпун кӗперпе пӑс пӗлӗчӗ витӗр ыткӑна-ыткӑна чупса каҫсан Лось, унчченхи пекех, лутра колоннӑсен леш енче тусен уйӑх ҫутинчи ӗлкисене курать.
Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ман хуса намӑса пӗлмесӗр макӑрса ячӗ, — пуҫне усса, курпун сӑмсипе вӑльт-вальт тукаласа ларать, унӑн чӗркуҫҫийӗ ҫине куҫҫулӗ тумлана-тумлана анать.
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Курпун Ефимушка та ырӑ кӑмӑллӑ пек те тӳрӗскер пек туйӑнатчӗ, анчах яланах вӑл кулӑшла пекчӗ, хӑш-хӑш чухне тӑнсӑртарах пек, лӑпкӑ ухмахла, ӑсран кайнӑ ҫын пек те туйӑнатчӗ.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл та ӑслӑ, курпун ҫынсем пурте вӗсем ухмах мар!
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Унта мана интереслӗ ҫынсем кӗтсе илетчӗҫ: Николай Угодник манерлӗ кӑвак пуҫлӑ платник Уҫӑп, ҫивӗччӗн ӗҫлекенскер те ҫивӗччӗн сӑмахлаканскер; ҫуртсен тӑррисене витекен курпун Ефимушка; турра кӗлтума юратакан каменщик Петӗр, шухӑша кайса ҫӳрекен ҫын вӑл та святой манерлӗскер; штукатур тӑвакан Григорий Шишкин, йӑваш та ырӑ сӑнӗпе ҫутӑлса тӑракан сарӑ сухаллӑ, кӑвак куҫлӑ чипер ҫын.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Унӑн сӑн-пичӗ улшӑнса карӗ, — вӑл куҫ харшисене пӗрӗнтерсе, тӗксӗм кӑвак шыв ҫинелле пӑхать, курпун сӑмсине пӳрнипе сӑтӑркаласа, мӑкӑртатать:
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫӑра шӗвӗр пӗчӗк сухалӗ унӑн вырӑс сӑнӗ пек мар, ҫинҫе те тӗксӗм сӑнне пит хитрелететчӗ, анчах курпун сӑмси айӗнчи куҫ харшисем ҫумӗнче ытлашши туйӑнакан уссийӗ шӑрт пек тӑратчӗ.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Сергей — курпун, питҫӑмартисем тухса тӑракан шатраллӑ питлӗскер, ҫуланса тӑракан куҫлӑскер.Горбун, со скуластым лицом, изрытым оспой, с масляными глазами.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӗсем иккӗш те ӗлӗкхи пекех: асли курпун сӑмсаллӑ, вӑрӑм ҫӳҫлӗскер, ырӑ ҫын пулмалла; кӗҫӗнни, Виктор, ҫав лаша пичӗ йышши питлӗскер пулса юлнӑ, ӗлӗкхи пекех чӗкеҫ шатриллӗскер.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Брка вӑтам пӳллӗ, сарлака хулпуҫҫиллӗ, ачаш та шуранка сӑнлӑ, хӗсӗк хӑмӑр куҫлӑ, ҫӳхе хӗрлӗ туталлӑ, ҫинҫе те вӑрӑм, курпун сӑмсаллӑ ҫын.
38 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ав, ҫӳлти чӳречесенчи ҫутӑсем ҫухалаҫҫӗ, утна тата калаҫнӑ сасӑсем вырӑнне харлаттарнисем илтӗне пуҫлаҫҫӗ, хуралҫӑ хӑмине ҫӗрлехилле шаккама тытӑнать, чӳречесенчен ӳкекен хӗрлӗ ҫутӑ ярӑмӗсем ҫухалсанах сад кичемреххӗн, ҫутӑраххӑн курӑна пуҫлать, сывлӑм сапнӑ сад ҫине йӑрӑм ӳкерсе, юлашки ҫутӑ буфетран малти пӳлӗме куҫать, вара мана чӳречерен кофта тӑхӑннӑ Фокан курпун кӗлетки курӑнать, вӑл, ҫурта тытса, хӑйӗн вырӑнӗ патнелле утать.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Залӑн лери кӗтессинче, савӑт-сапа шкапӗн уҫӑ алӑкӗ хыҫне пытанса, шурӑ ҫӳҫлӗ курпун карчӑк чӗркуҫҫи ҫинче тӑрать.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗр ямшӑкӗ — хӗллехи ҫӗлӗк, сӑхман тӑхӑннӑ курпун старик кӳме туртине аллипе хыпалакаласа пӑхать, кӳлме хатӗрленӗ кӳме ҫине тарӑн шухӑшлӑн тинкерет; тепри — яштака ҫамрӑк каччӑ, хӗрлӗ хӑмач кӗштеклӗ кӗпепе, сарӑ кӑтра ҫӳҫне хыҫкаланӑ чух пӗрре пӗр хӑлхи ҫине, тепре тепӗр хӑлхи ҫине анса ларакан хура кӑчкӑ ҫӑм шлепки тӑхӑннӑскер — хӑйӗн сӑхманне ларкӑч ҫине хучӗ, унтах тилхепине пӑрахрӗ те, лаптаклатса явнӑ чӑпӑрккипе ҫапкаласа, пӗрре хӑйӗн атти ҫине, тепре ҫӑмӑл урапана тикӗтлекен лавҫӑсем ҫине пӑха-пӑха илчӗ.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пысӑк та яштака пӳ, вӗтӗ утӑмсемпе хӑйне манер утни, хулпуҫҫисене сиктеркелес йӑла, яланах йӑл-йӑл кулакан пӗчӗк куҫсем, пысӑк курпун сӑмса, темӗнле майсӑррӑн, ҫапах тӑпӑл-тӑпӑл хупӑнакан тӗрӗсех мар тутасем, калаҫӑвӗнчи ҫитменлӗх — пӑшӑлтатарах калаҫасси, ҫап-ҫутӑ кукша пуҫ — акӑ ман аттен сӑнӗ-пичӗ эп астӑвасса, — ҫак сӑн-питпе ӗнтӗ вӑл ырӑ ят сарма тата телейлӗ этем вырӑнӗнче шутланма кӑна мар, пурне те пӗр сиктермесӗр (мӗнпур сийсенчи кирек мӗнле ятпа-пурлӑхпа пурӑнакан ҫынсене), уйрӑмах хӑй юрама шутланисене, килӗшме те пӗлнӗ.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Йытӑ пӑхакансен пуҫлӑхӗ Турка курпун сӑмсаллӑ ҫутӑ-кӑвак лаша утланнӑ та пуринчен малта пырать, вӑл лапсӑркка ҫӗлӗкпе, хулпуҫҫи урлӑ пысӑк мӑйрака ҫакса янӑ, пилӗкӗ тӗлӗнче ҫӗҫҫи пур.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хутран-ситрен эпӗ ӑна вуламан минутсенче те куркаланӑ: курпун сӑмси ҫинчи куҫлӑхӗ вара аяларах анса ларать, хупӑнарах тӑракан сенкер куҫӗсем яланхилле мар, урӑхларах пӑхаҫҫӗ, тутисенче хурлӑхлӑ кулӑ палӑрать.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Курпун та шӑллӑ пуҫлӑ илемсӗр пулӑсем, ҫӑткӑн кайӑкӑн сӑмси евӗрлӗ авӑнса, хӑвӑртрах вӑлча сапса, вилме васкарӗҫ.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Хӗрӗн хӑрушӑ сӑмахӗсем курпун сӑмсаллин хӑлхине те пырса кӗчӗҫ.
Хура хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Таичи ҫинелле пӑхса ларсан-ларсан, куҫлӑхлӑ ҫын ҫӳхе те курпун сӑмсаллӑ шурӑ питли еннелле ҫаврӑнчӗ.
Хура хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Халлӗхе юрӑхлӑ мар-ха ку, — терӗ ӑна курпун сӑмсалли.
Хура хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.