Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курмасть (тĕпĕ: кур) more information about the word form can be found here.
Хӑй суха пуҫӗ тытса курмасть, ҫын ани ҫине кӗрет, — терӗ Васса, питӗ тарӑхнипе тутине шӑлӗпе ҫыртса.

Help to translate

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫулланнӑскерӗн куҫӗ лайӑхах курмасть - сарӑ металран тунӑ япаласем ылтӑн пекех курӑннӑ.

Help to translate

«Ылтӑнпа» тӳлетпӗр... // Ольга АНДРИЯНОВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 12 с.

Хӑйсӗр пуҫне никама та курмасть тейӗн ӑна.

Он весь сам в себе, никого, кроме себя, не видит.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чухӑнлӑха пула мӗн чухлӗ намӑс курмасть пуль, хӑйне хирӗҫле ӗҫ тумасть пуль этем, турӑҫӑм!

Ах, бедность, бедность! Чего только из-за нее не вынужден делать человек!

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шӑлӑннӑ хушӑра Ухтиван Савтепин мӗнле те пулин япалине е вырӑн таврашне курмӑп-ши тесе пӳрт ӑш-чиккине пӑхса ҫаврӑнать — нимӗн те курмасть.

Утираясь полотенцем, Ухтиван взглядом искал какую-нибудь вещь, принадлежащую Савдеби, но ничего не находил.

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Иванкка тете паян никама та курмасть, ачисем выҫӑ пуль ӗнтӗ тет т. ыт. те.

Вот, к примеру, дядя Убанка — ел ли он сегодня сам, ели ли его дети?..

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Луччӑ никам курмасть.

— Зато никто не увидит.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Халӗ пӑхать те Янтул хӗр ҫине — нимӗн вӑтанмалли те курмасть ун ҫумӗнче.

Сейчас же, увидев девушку, он ничуть не смутился и не испугался.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шывран туртса кӑларнӑ чӑхӑ пек ҫуначӗсене саркаланӑ та нимӗн те курмасть, нимӗн те илтмест.

Сидишь, ровно ничего не видишь и не слышишь!

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тепри, Паҫа пек, тен, каччи ҫумне те ларса курмасть пуль, ҫапах — юратать вӑл.

А другие, ну вот как Пазя, и с парнем-то рядом ни разу не сидели, а любят.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сӗтел ҫине антӑхса кайса пӑхнӑран йытӑ тӗнчере урӑх нимӗн те курмасть те, илтмест те темелле пек.

Кажется, в это время собака не видит и не слышит ничего вокруг, кроме того, что происходит за столом.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Салакайӑк ҫынсем еннелле тинкерсе пӑхать те пӗр пит те курмасть.

Салагаик еще пристальнее окидывает взглядом толпу, но не видит ни одного лица.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑйпе тантӑш каччӑсене ҫеҫ курмасть Ухтиван.

Не было среди толпы лишь ровесников Ухтивана.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӑлах Эрнюк ашшӗн, ҫӗртен иртнӗ Сатайӑн, хӑлхи те илтмест, куҫӗ те курмасть, хӑй те ҫӗрӗк тунката пек кӑна ӗнтӗ, тӗкӗннипех саланса каймалла, ҫапах вӑл та Ухтиван еннелле ҫаврӑннӑ.

Даже глухой и слепой, как пень, отец Эрнюка, древний старец Садай, которому перевалило за сто, невидяще уставился на Ухтивана.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах хӗрӗр, мӗскӗнӗр, Ырӑ курмасть каччипе.

Help to translate

Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ытла та пӗлӗт чунсӑр, сӳрӗк, Курмасть асаплӑх пуррине.

Help to translate

XXXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ах, чун хурланчӗ, — Курмасть никам та куҫҫульне.

Help to translate

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Баронӑн куҫӗнче шур ункӑ — Курмасть ҫут кунӑн сӑпатне.

Help to translate

XXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ӑна курмасть Ишут, илтмест: Этемлӗхне сӳнтернӗ пилӗ — Ун ҫурӑмне халь тар витмест, Сурмасть ӗҫ хыҫҫӑн алӑ, пилӗк.

Help to translate

XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ишут илтмест, курмасть ним урӑх.

Help to translate

XVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed