Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

класа (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Анна Ивановна хӑйӗнпе паллаштарчӗ, ҫӗнӗ класа илнипе хӗпӗртенине пӗлтерчӗ.

Анна Ивановна представилась первой учительницей, рассказала, как она рада новому классу.

Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567

Настьӑпа Ксюша класа кӗчӗҫ.

Настя и Ксюша зашли в класс.

Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567

Паян хӗрачасем пӗрремӗш класа каяҫҫӗ, Тимофей вара виҫҫӗмӗшӗнчен тӳрех пиллӗкмӗш класа куҫрӗ (ун чухне тӑваттӑмӗшне сиктеретчӗҫ).

Сегодня девочки идут в первый класс, а Тимофей из третьего сразу перешел в пятый (тогда четвертый класс все пропускали).

Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567

Ырханкка та пӗчӗкскер, иккӗмӗш класа ҫеҫ куҫнӑ-ха.

Help to translate

Шарик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/558

Пӗрремӗш класран вуннӑмӗш класа ҫитиччен вӑл килтех театр шкулӗн программине вӗренсе тухрӗ.

Help to translate

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Ҫичче кайсан, ӑна пӗрремӗш класа вӗренме ячӗҫ.

Help to translate

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Иртнӗ вырсарникун унпа консерваторинчи пӗр класа иккӗн ҫеҫ кӗрсе лартӑмӑр.

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Класа аппапа вӗрентекенсем те, пӗрмаях чӗлӗм туртакан мӑйӑхлӑ завхоз та, апат пӗҫерекен, кӗпе ҫӑвакан инкесем те пынӑ.

Help to translate

Хурлӑхлӑ кунсем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпир аптӑраса кайрӑмӑр, анчах пӗр сӑмахсӑрах тумлантӑмӑр та класа пуҫтарӑнтӑмӑр.

Help to translate

Хурлӑхлӑ кунсем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пысӑк класа тумланса тухӑр, — терӗ тӗлӗнмелле лӑпкӑ сасӑпа вӗрентекен аппа.

Help to translate

Хурлӑхлӑ кунсем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Чи пысӑк класа пире кӗме хушмаҫҫӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ ҫул елки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пианинӑна пысӑк класа лартнӑ.

Help to translate

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Улттӑмӗш класа куҫнӑ кӗвӗ-юрӑ пултӑкӗллӗ Гена аллисене питлӗх тата йӗтӗр тытнӑ та халь-халь «туй шавӗ» пуҫлама хатӗр.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

— Ав, Нинук пултӑр! — йӑл-йӑл кулкаласа, аллине чипер тумланнӑ, ҫурхи сарӑ чечек сӑн-питлӗ, йӑл сывлӑм куҫлӑ, ҫаврашка туталлӑ ултӑ ҫулхи хӗр ача еннелле ҫӗклесе илчӗ Аля, «пиҫекен хура хурлӑхан», тӑваттӑмӗш класа куҫнӑ «отличница».

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, класс алӑкӗ кӑри-и-ик уҫӑлчӗ — класа хӑйӑклата-хӑйӑклата, алӑк янахӗнчен тӳнк! такӑнса, кӗре сӑн-питлӗ, йӗрлӗ-йӗрлӗ хура костюм, теветкел хӗрлӗ кӗпе тӑхӑннӑ яклашка йӗкӗт кӗрсе тӑчӗ, йӑскӑн хура куҫӗсемпе пурне те алчӑравлӑн хыпашласа ҫаврӑнчӗ, вара пӗр пушӑ партта хушшине пырса ларчӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Тӑхӑр сехет ҫитесси пилӗк минут юлсан, класа, алӑка хатӑррӑн уҫса, аллинче кӑвак хут конверт тытса, яланхиллех яка тумланнӑ, чӑпар ҫӳҫлӗ шкул директорӗ кӗрсе тӑчӗ, пурне те сывлӑх сунчӗ, вара, конверта хачӑпа хӗрринчен касса, ӑшӗнчен форматлӑ шурӑ хут листи туртса кӑларчӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Класа тикӗс, чӑк тумланнӑ хӗрсемпе каччӑсем пӗрин хыҫҫӑн тепри кӗрсе парттӑсем хушшине лараҫҫӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ула Тимӗр пӗлет: С. М. Киров ячӗллӗ поселокра унӑн темиҫе туратри тӑванӗсем пурӑнаҫҫӗ, анчах вӗсен урамне те, ҫуртне те ас тумасть (вӗсем патӗнче тӑван амӑшӗпе хӑй пӗрремӗш класа кайнӑ ҫул ҫеҫ пулнӑччӗ).

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Экзамен тытса саккӑрмӗш класа вӗренме кӗнӗ ачасене ҫак ушкӑнсен малти речӗсене тӑратнӑ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Класа учительница кӗчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed